Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра ялта пурăнакансем валли 2012 çултанпа çĕнĕ йышши медицина çурчĕсем туса уçма пуçларĕç. Ку питĕ савăнтарать. Халиччен ФАПсем пулман ялсенче те халĕ час кăна хăпартса лартаççĕ.
Чăвашсем нумай пурăнакан районсенчи ялсенче ФАПсем уçнă çĕре пирĕн корреспондентсем кайкаласа та килни пулчĕ. Пулманнисем пирки те çырса пĕлтерсех тăратпăр вулакансене. Паян черет Пăва районне çитрĕ. Кунта август уйăхĕнче кăна темиçе ялта çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ.
Сивĕ Шыв тата Таккавар ялĕсене те ырлăх çитрĕ темелле. Кунта ытти çĕрти пек пĕчĕк кăна çуртсем те мар, медицина çурчĕн лаптăкĕ самай пысăк. Таккаварсен фельдшерпа акушер пункчĕ вара уйрăм çуртра та мар, унпа юнашар тата шкулпа клуб та вырнаçнă.
– Хальхи ФАП çурчĕ çĕнĕ мар, ăна малтанхи клуб вырăнне юсаса тунă, – теççĕ таккаварсем.
Чăнах та хăйне евĕрлĕ япала пулса тăнă. Пĕр шутласан, инçе çӳремелле мар, хутасси, çутасси перекетлĕрех те ансатрах пулса тухать капла.
Фельдшерсене те ĕçлеме кăмăллăрах, паллах, унта.
– Эх, малтанхи медпункта халĕ аса та илес килмест. Пӳлĕмсем ялан сивĕччĕ. Шывне кӳмеллеччĕ, унтан кăларса тăкмаллачĕ, – теççĕ тĕрли çĕрти фельдшерсем ассăн сывласа.
Уйрăмах вĕсене васкавлă пулăшу сумки питĕ савăнтарать.
– Чăматанра пĕтĕмпех пур темелле. Малтанхи пек инструментсемпе препаратсене чиксе тăмалла мар, веçех хатĕр. Тыт та чуп, – савăнса калаççĕ медицина ĕçченĕсем.
Ял çыннисем те çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пунктне мухтаççĕ.
– Таса, çутă, фельдшерсен те кăмăлĕсем ырă. Халĕ кунта чирлемесен те килесех килсе тăрать. Çуртăн апельсин тĕслĕ тĕсĕ таçтан курăнса ларать. Урасем хăйсемех çавăн еннелле утаççĕ, – теççĕ ял çыннисем çĕнĕлĕхпе савăнса.
Çапла, нумай кирлĕ мар пире чуна савăнтарма. Патшалăха тав тумалли çеç юлать.
 
: 932, Хаçат: 35 (1025)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: