Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Илтсен, курсан пĕлтерĕр!
Россельхознадзорăн Тутар- станри уйрăмĕ Африка чумин профилактикине ирттерес тĕллевпе хĕрӳ лини йĕркеленĕ. Организацисен представителĕсене тата граждансене хир сыснисем е килти сыснасем вилнĕ тĕслĕхсене курсан, илтсен (843)277-65-43, 277-69-57 телефонсемпе пĕлтерме е «Интернет-приемнăйра » хыпар хăварма ыйтаççĕ.
Сăвакансен хушшинче конкурс
РФ Ял хуçалăх министерстви Ленинград облаçĕпе пĕрле сентябрĕн 18-21-мĕшĕсенче машинăпа сĕт сăвакансен XXIV Пĕтĕм Раççей конкурсĕ ирттерет. Унта регионсенчи конкурссенче пĕрремĕш вырăна тухнă çĕнтерӳçĕсем хутшăнаççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ, пĕрремĕшĕнчен, çĕнĕ технологипе тата оборудованисемпе усă курса ĕç пахалăхне лайăхлатасси, малта пыракансен мелĕсене пропагандăласси. Иккĕмĕшĕнчен, машинăпа сĕт сăвакан операторсен ăсталăхне ӳстересси. Виççĕмĕшĕнчен, çĕнтерӳçĕсен опытне сĕт туса илессин технологине çĕнетессинче тата çĕнĕ кадрсем хатĕрлессинче усă курасси.
Тыр çи вĕçленет
Кĕркунне çитнĕ май, тыр çи те вĕçленсе пырать. Республикăра чи малтан çак ĕçе Кукмор тата Балтаси районĕсем пĕтернĕ. Кукмор çĕр ĕçченĕсем кăçал пĕтĕмпе 60,1 пин тонна тырă (пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 15,9 центнер), балтасисем – 58,7 пин тонна (вăтам тухăç 19,7 центнер) пухса кĕртнĕ.
Фермерсем конкурсра
Августăн 26-29-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра «АгроРусь-2013» халăхсем хушшинчи черетлĕ курав-ярмăрккăна тутарстансем те хутшăннă. Республикăн ял хуçалăх потребительсен кооперативне «Ватан» ЯПК, ертӳçи З.Гимранов кăтартнă. Çак предприятин цехĕсенче куллен 10 тонна сĕт юр-варĕ кăларса районти шкулсене, больницăсене тата ача сачĕсене тивĕçтереççĕ, продукцин чылай пайне Хусанта сутаççĕ. 2012 çулсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Ватан» ЯПК председателĕ З.Гимранов «АПК сферин ертӳçи» республика конкурсĕн çĕнтерӳçи пулнă. Республикăри фермерсен ассоциацийĕн председателĕ К.Байтемиров «АгроРусь» аграри форумĕнче Тутарстанри пĕчĕк хуçалăхсем мĕнле аталаннипе паллаштарнă.
Çӳлту районĕнчи Ленарпа Минсина Латыповсем «Раççейĕн чи лайăх хуçалăхĕ» конкурсра Тутарстан чысне хӳтĕленĕ.
Сĕтпе тивĕçтереççĕ
Çӳлту районĕн фермерĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене сĕтпе тивĕçтереççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Куркачи ялĕнче пурăнакан Закировсен бизнесĕ ытти фермерсемпе танлаштарсан, урăхларах. Вĕсем сунă сĕте тирпейлекен предприятисене ăсатмаççĕ, вырăнтах сутаççĕ. Кил хуçи арăмĕ Лилия хăйĕн хуçалăхĕнче тăрăшнисĕр пуçне почтальонра та ĕçлет. Хăйне шанса панă Камаево ялĕнче вара ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕсем выльăх усрама вăй-хал çитереймеççĕ. Анчах ват организма сĕт юр-варĕ кирлех. Шăпах çак тĕллевпе Лилия почта валеçнисĕр пуçне, çула май тенĕ пек, çак ват çынсене эрнере икĕ хутчен ăшă сĕтпе те тивĕçтерет. Юлнă ытти сĕт те предприятие ăсатмалăх юлмасть, мĕншĕн тесен хăйсен ялĕн çыннисемех туянса пĕтереççĕ. Çавна кура Закировсем хăйсен хуçалăхне çывăх вăхăтра пысăклатма тĕллев лартнă.
Ăшă пулсан та аван мар
Кăçал кĕрхи тырăсене акса хăварни пит лайăх пулчĕ. Тăпрари нӳрĕке пула вĕсем чăрмавсăр шăтса тухрĕç, анчах çанталăк шăрăх тăнине пула тепĕр хăрушлăх палăрчĕ, уй-хирте хурт-кăпшанкă нумайланчĕ. Специалистсен шучĕпе, вĕсемпе вăхăтра кĕрешмесен, пулас тухăç кашни гектартан 3-7 центнер çухалма пултарать.
 
: 1542, Хаçат: 35 (1025), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: