Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АКСУ район центрĕнче хальхи вăхăтра хĕрӳ ĕç, тĕп тӳремри çула улăштараççĕ. Çак тĕллевпе кунта хăйăр кӳрсе тăкнă, çула кивĕ асфальт сийĕнчен тасатнă. Унта малашне брусчатка пулмалла-мĕн, ăна сарма тытăннă та ĕнтĕ. Ленин урамĕн пĕр пайĕ кăçал çулла палламалла мар улшăннă иккен. Çитес вăхăтра тĕп пайĕ те çĕнелĕ. Çавăнпа çул-йĕр ĕçченĕсем район çыннисемпе хăнасене чăтăмлăрах пулма, пĕр хушă çавра çулпа çӳреме ыйтаççĕ.
ЭЛКЕЛ районĕнчи Чăваш Пăрнай шкулне сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Сăмах май каласан, шкула июль уйăхĕн вĕçĕнчех ĕлкĕртнĕ. Район администрацийĕ ку ĕçре пулăшу панă-ха, çапах та тĕп ĕçе шкул коллективĕ хăй пурнăçланă. Паллах, юсанă çĕрте кăна мар, пахчари теплицăра та ĕçленĕ. Пахчара ӳстернĕ çимĕçе сутса шкул 70 пин тенкĕ тупăш илнĕ.
ÇĔПРЕЛ. «2012-2014 çулсенче Тутарстанри ялсенче Культура çурчĕсен строительстви» республика программипе килĕшӳллĕн, 2013 çулта район планне Хурăнвар-Шăхалĕнче çĕнĕ Культура çурчĕ лартассине кĕртнĕччĕ. Строительство ĕçĕсем кăçал çуркунне кăна пуçланнă пулин те вĕçленнĕпе пĕрех. Паллă ĕнтĕ, ял варринче ӳссе ларнă культура учрежденийĕ ял сăнне самай урăхлатать. Çак çуртпа шкул хушшине те акă тротуар, лайăх çул сарнă. Хурăнвар-Шăхаль ял халăхĕ çĕнĕ Культура çуртне тахçанах кĕтет, мĕншĕн тесен киввине 1902 çултах лартнă пулнă-çке.
ТЕЧЧĔ районĕнчи Аслă Турма ял хутлăхĕнчи культура ĕçченĕсем шкул ачисемпе пĕрле ял халăхĕ хушшинче «Çут çанталăк пулăшу ыйтать» акци ирттернĕ. Вĕсем çут çанталăка упрама ыйтса стендсем кăна мар, листовкăсем те хатĕрленĕ. Агитматериалсене ял халăхне валеçсе тухнă.
АНАТ КАМА хулинче çак кунсенче килĕшӳ саккине лартнă. Ăна хулана хăтлăх кĕртес программăпа Мир проспектĕнче вырнаçтарнă-мĕн. Вăл ларкăч евĕрлех. Автор шухăшĕпе, вăрçăнса кайнă икĕ çын унта ларсанах килĕштермелле. Кун йышши саксем Сочи, Мускавпа Ĕпхӳ, Волчанск, Люберцы хулисенче, Свердловск, Ростов облаçĕсенче, Вологда, Шупашкар хулисенче пур. 2013 çулта сакка Омскпа Хусан хулисенче те вырнаçтарнă.
НУРЛАТРА иртнĕ эрнекун «Эпĕ таса пляжшăн» акци ирттернĕ. «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ĕçченĕсем Гайтанкинăри пуçламăш уйрăмĕн представителĕсемпе, «Молодая гвардия» организацисемпе пĕрле Хура кӳлĕн çыранĕсене çуп-çапран тасатнă пулсан, Якурккелĕн пуçламăш уйрăмĕ Çарăмсан юхан шывĕн хĕррине, «Анат Нурлат Микрорайон» уйрăмĕ Кондурча çырмин çыранне тирпей кĕртнĕ.
ЧИСТАЙ районĕнчи «Кивĕ Ромашкино хулашĕ» культура эткерлĕхĕн объектĕнче археологи тĕпчевĕсем пыраççĕ. Наукăпа тĕпчев ĕçне ТР Правительство пулăшнипе ирттереççĕ-мĕн. Тĕпчевçĕсемпе районпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ тĕл пулнă. Археологи экспедицийĕн ертӳçи ăна хăйсем тупнă япаласемпе паллаштарнă.
 
: 1306, Хаçат: 35 (1025), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: