Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ шăпăр
Ку эрнере ТР Президенчĕ яланхи канашлура кадрсен ылмашăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Асгат Сафаров Президент Аппарачĕн ертӳçинче ĕçлеме пуçлать. Çак вырăнта маларах ĕçленĕ Юрий Камалтынов ТР Премьер-министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Унăн кандидатурине Патшалăх Канашĕ те çирĕплетмелле. Унсăр пуçне Президент республикăра капиталлă юсав ĕçĕсем графикран кая юлса пынишĕн айăплисене ура çине тăратнă.
Ӳсĕм чакать
РФ Экономика аталанăвĕн министерстви çĕршывăн экономика аталанăвĕн прогнозĕсене татах чакарнă. Апрель уйăхĕнче вăл 2,4 процент пулать тенĕ пулсан, халĕ ведомство ӳсĕм 1,8 процент кăна пулать тет. Çулталăк пуçламăшĕнче ӳсĕм 3,6 процент пулмалла тенине те астăватпăр. Тĕнчери экономикăра ӳсĕм пур пулсан, пирĕн мĕншĕн çук, нефть хакĕ баррельшĕн 100 доллартан чакман-çке? Сăлтавĕ инвесторсем Раççейре бизнес йĕркелес условисене япăх тесе хакланинче. Чарăнса ларнинчен тухма сĕнекен çул-йĕрсен шутĕнче пенсие тухас çула, налогсене ӳстересси. Çав вăхăтра Правительство бюджетниксен ĕç укçине планпа ӳстерсе пырать. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем шанчăклă электорат пулнипе мар-ши? Çапах экономика ӳсĕмĕ малашне те çакăн пек кăна пулсан, бюджет тăкакĕсене пурпĕрех чакарма тивĕ. Çитес çул газшăн тата 10 процент ытларах тӳлемелле пулать вĕт.
Парăма татаймасан
Бюджет тулмасть тесе хăрамаççĕ иккен чиновниксем, укçа кăлармалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Атăл урлă каçакан кĕпер вĕçĕнче «Малиновка» ятлă ДПС посчĕ пур, унта суд приставĕсем дежурствăна тухнă. Машинăпа çӳрекен парăмçăсене «Çул приставĕ» электронлă аппаратпа тĕрĕслеççĕ. Шофер штрафне вырăнта тӳлесе татаймасан, антирадарне е магнитолине хывса илеççĕ. Парăмĕ пысăк пулсан, машинине те арестлеме пултараççĕ. Çапла полицейскисемпе пĕрле пĕр кун ĕçлесе приставсем 350 автомобиле чарнă, 8-шне арестленĕ. Водительсем вырăнтах 6 миллион тенкĕлĕх парăмĕсене парса татнă.
Асăрханса çӳресчĕ
Пирĕн водительсем хăвăртлăха виçекен нимĕнле камерăсенчен те шикленменнине пĕлтерекен кăтарту вăл август уйăхĕнче 600 ытла çын çул çинчи инкеке лекни. Ниме пăхмасăр çав тери хытă хăвалаççĕ, хуласенче те, трассăсем çинче те. Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ, çулсем çинче инспекторсем сахал. Универсиада вăхăтĕнче Хусанти кашни кĕтесре полицейски тăнă чухне çулсемпе çӳресси – киленӳччĕ. Вĕсем пулсан – хăвалама хăраççĕ. Августра республикăн çулĕсем çинче 53 çын пурнăçĕ татăлнă.
 
: 1548, Хаçат: 35 (1025), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: