Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лениногорск районĕнчи çичĕ яла пĕрлештерекен «Агрофирма «Лениногорская» тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленни, унта Çĕнĕ Шешкел кĕни нумай мар пулин те улшăнусем куç умĕнчех: хирте пĕр вĕçĕмсĕр техника кĕрлет (кунта яланхи пекех тыр-пул çитĕнтереççĕ), ял хыçĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хальхи йышши комплекс çĕкленет, юнашарах йĕтем çи те çĕнелет.
Сăмах май каласан, колхоз-совхозсен вăхăтĕнче те çак ялăн хуçалăхĕ ура çинче çирĕп тăраканни пулнă-ха. Халĕ те халăх ӳркенмест. Тепĕр тесен, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхе юлашки çулсенче вырăнти халăх питĕ кĕтнĕ. Ĕç пулмасан çемьене мĕнле тăрантармалла-ха? Ирĕксĕрех юта çӳреме е урăх вырăна пурăнма куçма тивет-çке. Юрать-ха, ку тăрăха инвестор вăхăтра килнĕ. Агрофирмăн «Шешкел» уйрăмĕнче ĕç вырăнĕсем йĕркеленни те çĕнĕшешкелсене алă çавăрса яма пулăшать. Тĕслĕхе çĕнĕ йышши ферма комплексне кăна илер. Планпа вăл пилĕк ферма çуртĕнчен тăмалла. Кунтах сенаж-силос шăтăкĕсем те пулаççĕ. Вĕсем хатĕр те ĕнтĕ, шăтăксене унчченхи пек çĕр чавса мар, çĕнĕ технологипе (бетон плитасене çĕр çийĕн хурса) тăваççĕ. Ку меллĕ кăна мар, перекетлĕ те, пылчăкпа çăрăлса апат сая каймасть. Палăртса хăварам, эпир пынă чух силос-сенаж шăтăкĕсенчен пурте тенĕ пекех выльăха хĕл каçармалăх апатпа тулнăпа пĕрехчĕ.
Пĕлтĕр пуçланнă стройка хальхи вăхăтра хĕрсех пырать. Строительсем (шел те, вĕсем вырăнти халăх мар) пилĕк çуртран виççĕшне ĕлкĕртнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра «Шешкел» уйрăмăн 400 пуç сăвăнакан ĕне тата 200 пуç пăру. Пĕтĕмпе вара ĕне-выльăхсен шучĕ 1000 пуçа çитмелле, шăпах çакăн чухлĕ выльăх вырнаçать те комплекса.
Паллă ĕнтĕ, комплекс çĕнĕ йышши-тĕк, оборудовани те çĕнни. Çавна кура фермăри ĕç чылай çăмăлланнă. Халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхи пек алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕçсем пит нумаях мар кунта. Сунă сĕте вăхăтра сивĕтекен, темиçе тонна кĕрекен холодильник та пур.
Хальхи вăхăтра ферма коллективĕ 30 яхăн çынран тăрать. Палăртса хăварам, вĕсем пурте çĕнĕшешкелсем. Ферма заведующийĕнче виççĕмĕш çул ĕçлекен П.Сидюков хăйĕн ĕçченĕсем пирки: «Дояркăсем пирĕн питĕ маттур, тирпейлĕ, ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ», – терĕ мухтаса.
Тăрăшса ĕçлемесĕр те май çук, ĕç укçине сахал мар тӳлеççĕ вĕт. Дояркăн вăл мĕн чухлĕ сĕт сунинчен кăна килмест иккен, дисциплинăна та, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытнине те шута илеççĕ. Апла пулин те дояркăн ĕç укçи кунта уйăхне 20-25 пин тенкĕпе танлашать-мĕн.
– Ĕç укçине пире те карточка çине куçараççĕ. Хальччен вăхăтра пачĕç-ха, ку уйăхра çеç кăшт каярах юлчĕç, – терĕ кун пирки П.Сидюков.
Ял хуçалăхĕнчи йывăр ĕçе тинех тивĕçлипе хаклама тытăнни, паллах, савăнтарать. Яллă вырăнта 20-25 пин тенкĕ пĕчĕк сумма мар. Ача-пăчана ӳстерме те, стройка тума та çитет. Çапах та çĕнĕшешкелсем пурпĕр инвестор çине кăна шанмаççĕ, çакна килте сахал мар выльăх усрани те çирĕплетет. Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.Иванова пĕлтернĕ тăрăх, ку ялта патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье фермисем йĕркелекенсем çук. Хăй вăйне çеç шанса 10-15 пуç сысна усракан çемьесем сахал мар. Н.Самаринпа А.Смольков, тĕслĕхрен, хирти çĕр пайĕсене те хăйсемех акаççĕ. Николай Самарин хăй хуçалăхĕнче сакăр ĕне тытма та хал çитерет иккен. Сĕтне вара ялти ытти çынсемпе пĕрле «Торос-молоко» ХАОна куллен сутать.
Çĕнĕ комплекс туни ял халăхне ĕç вырăнĕпе çеç тивĕçтермест, малашлăха шанăç та çуратать. Ялтах тивĕçлипе тӳлекен ĕç пулсан юта мĕн шырама каймалла? Çитменнине хальхи вăхăтра ялта та пурнăç хуларинчен кая мар вĕт: газ кĕнĕ, шкул, ача сачĕ, лавкка юнашар, пылчăк та çăрасси çук – урамсенче асфальтлă çул.
 
: 1541, Хаçат: 34 (1024), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: