Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА. Августăн 15-19-мĕшĕсенче шкул учителĕсен халăхсен хушшинчи IV фестивалĕ иртнĕ. Ытти çултисемпе танлаштарсан кăçал унта 6 çĕршыв представителĕ хутшăннă. Раççейрен, Сингапуртан, Украинăран, Турцирен, Китайран, Германирен, Испанирен пурĕ 200 учитель ятарласах хăйĕн опычĕпе паллаштарма килнĕ. Фестивале ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Э.Фаттахов, Хусанти (Атăлçи) федераллă университетăн ректорĕ И.Гафуров тата ытти хаклă хăнасем уçнă. Мероприятийĕн программи яланхи пекех тулли те пуян пулнă: тĕлпулусем, лекцисем, мастер-классем...
АКСУ районĕнче çитес вăхăтра типлă пилĕк спорт площадки уçăлмалла. Вĕсенчен кашни 800 пин тенкĕрен тытăнса 1,5 миллион тенкĕ тăрĕ. Спорт площадкисенчен иккĕшĕ район центрĕнче, ыттисем Кивĕ Ипрелĕнче, МЮДра тата Кивĕ Тимушкелĕнче пулĕç. Çакăн пек парнене аксусем Хусанти Универсиадăн тĕп стадионĕн строительствине хастар хутшăннăшăн тивĕçнĕ тесе пĕлтерет район сайчĕ.
ПĂВАРА юлашки темиçе çулта пĕрремĕш хут демографи лару-тăрăвĕ сисĕнмеллех лайăхланни, çураласси вилессинчен ӳсни палăрать. Районти ЗАГС уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пăва хулипе районĕнче кăçал 7 уйăхра пурĕ 323 ача çуралнă, пĕлтĕр 298. Пĕрлешекенсен шучĕ те ӳснĕ, çак вăхăтра кунта пурĕ 185 çемье чăмăртаннă, пĕлтĕрхи вăхăтрипе танлаштарсан 48 çемье нумайрах.
ÇĔПРЕЛ. Июнĕн 24-мĕшĕнчен республикăра «Хăв шкулна пулăш» акци пуçланчĕ. Район сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, акцие Шланка ялĕнчи выпускниксем хастар хутшăнаççĕ. Строительсен бригади ялти ача сачĕн пурлăхпа техника базине лайăхлатас тĕллевпе ачасем валли питĕ хитре беседка туса панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЕ çулсене юсама 50 миллион тенкĕ укçа уйăрнă тесе пĕлтерет хула сайчĕ. Хула мэрĕ В.Шайхразиев тунтикунри ларура каланă тăрăх, чи малтан вĕсем пуринчен ытла çĕмĕрĕлсе ваннă çулсене юсĕç, çапах та халăх ыйтăвне те шута илĕç. Вĕсем сĕнекен проблемăллă участоксем пур пулсан, юсав планне улшăнусем кĕртĕç.
ПĔКĔЛМЕРИ шкул ачисем çак кунсенче Хусанти шахмат клубĕнче иртнĕ вырăс шашки енĕпе информаци технологин тĕнче кубокĕнче пысăк çитĕнӳ тунă. Р.Мирзалялов шашкăпа шкул ачисен хушшинче – иккĕмĕш, 9 çĕршыври пысăк квалификациллĕ 46 спортсмен хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл икĕ спорт мастерне, виçĕ спорт мастерĕн кандидатне тата Израиль гроссмейстерне К.Савченкона çĕнтернĕ. 3№ шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Н.Мухамадеев тата та тĕлĕнтернĕ, шахмат ăмăртăвĕнче опытлă çичĕ шахматиста çĕнтерсе пиллĕкмĕш вырăна тухнă.
ЭЛМЕТРЕ ведомствăсем хушшинчи «Мак» профилактика операцийĕ вăхăтĕнче йĕрке хуралçисем Абдрахманово, Тайсуганово, Надырово ялĕсен çывăхĕнчи 1,5 гектар лаптăкра ӳсекен кантăра тĕп тунă. Раççей законĕпе килĕшӳллĕн, кун пек ӳсекен кантăра çĕр хуçисен пĕтермелле. Унсăрăн административлă явап тыттараççĕ, урăхла каласан, уйрăм çынсене 3-4 пин, ял хутлăхĕсене 40 пин тенкĕ таранччен штраф тӳлеттереççĕ.
 
: 1237, Хаçат: 34 (1024), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: