Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакă йăлана кĕнĕ тесен те пысăк йăнăшах пулмĕ. Çывăх тăван е пĕр-пĕр пĕлĕш-тантăш килсен, хамăр ун-кун çаврăнкаличчен тунсăхласа ан лартăр тесе ăна çемье альбомĕпе паллашма сĕнетпĕр. Çур ĕмĕре яхăн каярах пĕр казармăра çеç мар, пĕр пӳлĕмрех выртса тăнă, тепĕр чухне салтак пăтти-яшкине те пĕр каччалукранах çинĕ, паян кун кӳршĕ районти хăй çуралнă ялтах кăштăртатса пурăнакан Хĕветĕр Харитонов патне çула май кĕрсен хампа та çаплах пулса иртрĕ.
– Эпĕ лавккана кайса çаврăниччен çак альбомсене пăхкаласа лар, – хулран çавăтсах диван çине лартса алăранах икĕ альбом тыттарчĕ вунă çул курман тусăм. – Телевизорне ăна ман хускатас та килмест. Арăм çеç çав хĕсмет çулĕ пек вăрăм сериалсене пăхма тесе яркалать тепĕр чух.
– Э паян ăçта-ха вăл сан ытарайми Сарпикӳ? – тем инкекĕ пулман-ши тесе май пур таран иплĕрех пулма тăрăшрăм эп.
– Улăха аннăччĕ. Ирхи сывлăмпа хам унта темиçе паккус курăк çулнăччĕ. Ик енчен çавăрттарса çулнипе паккусĕсем ĕретсĕр хулăн пулчĕç. Час типес çук. Çавсене салатма кайнăччĕ. Пĕтерет пуль ĕнтĕ тавăрса-салатса, – терĕ те тусăм, пуш сумкине çапкалантарса, пӳртрен тухрĕ.
Тулта паян шутсăр шăрăх. Сулхăнра та 30 градус енне капашать пуль. Урайне тинтерех кăна сивĕ шывпа сăтăрса тухнă та, пӳлĕмре самаях уçă. Хĕвелĕн вĕри пайăркисем пысăк кантăкран тӳрех пӳрте шăтарса кĕреймен-ха. Кунашкал вăхăт хĕвел каçалана сулăнсан кăна çитет ахăр.
Альбом пичĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне уçатăп. Кунта юлташпа мăшăрĕн сăнĕсем кăна иккен. Кашни ӳкерчĕкрех иккĕшĕ мĕн те пулин тăваççĕ. Мĕн ĕçленине те çырсах хунă. Пĕринче никĕслĕх чул кăлараççĕ пулсан, тепринче – мăк шаккаççĕ, виççĕмĕшĕнче урай-мачча сарма хăма савалаççĕ. Паçăр çурт хуçи хускатнă темăпа та ӳкерчĕксем нумай. Кунта ак анкартинчи курăка çависене харăс сулса çулаççĕ. Вăрахрах пăхсан, тимлерех итлесен çава сасси те илтĕннĕ пек: вăшт! вăшт! Тепĕр питри ӳкерчĕк çинче утă тиенине çапса илнĕ. Арăмĕ çӳлте, урапа çинче тăрать, упăшки вăрăм авăрлă сенĕкпе черетлĕ чикĕм парать… Тепĕр хут калатăп: веçех ĕçре тунă ӳкерчĕксем. Çурт умĕнче иккĕшĕ канса ларнине кăтартакан ик-виç ӳкерчĕк те пур иккен. Шкулта ĕçленĕ вăхăт пулсан, тупата, эп ку альбомпа вĕренекенсемпе ĕç пирки калаçнă чухне усă курма пултарнă. Ӳкерчĕксемпе паллашнă май хамăн та халех мĕнле те пулин ĕç тытса тăвас килсе кайрĕ.
Кунта тата мĕнлерех ĕçсем пĕтернине çапа-çапа илнĕ-ши тесе, тепĕр «кĕнекине» алла илтĕм. Пĕрремĕш питĕнче çӳле эрешлесе çырса хунă: «Харитонов Вася Федорович, 1964 г.р.». Каллех тахçанхи аса килчĕ. Салтакра чухнех калаçса татăлнăччĕ: малтанхи ачамăрсем ывăл пулсан, Хĕветĕр ăна ман ята парать, эпĕ – ун ятне. Çапла пулса тухрĕ те. Ку – ывăлĕн альбомĕ пулать ĕнтĕ. «Ман çамрăк аташăм мĕнлерех ĕçсемпе йăпанать-ха?» – текелесе альбома малалла уçрăм. Йăнăшнă эп, ку альбомран ĕç шăрши мар, пĕтĕмпех уяв та ĕçкĕ шăрши çапса тăрать. Ытларах пăхса тăрсан сăмсана эрех те сăмакун йӳçекĕн шăрши килсе çапнăн туйăнса каять. Пĕччен минресе ларни, иккĕн-виççĕн курка шаккани, шыв хĕрринче, лавкка хыçĕнче, клуб картишĕнче ĕçсе ларни, хĕрĕ-арçынĕ пĕрле шашлăка кĕленче çăварĕнчен сăрапа сыпса çини, туй-çуй кĕреки тата ытти те, тата ытти те. Пĕтĕмпех çакăн евĕрлĕ ӳкерчĕксем пулни йĕклентермех пуçларĕ. Вĕçне çити пăхма хал çитереймерĕм – шаплаттарсах хупса хутăм. Пăртак шухăша кайса ларнă хыççăн тата тем мурне çĕнĕрен уçкалама пуçларăм. Акă унти юлашки ӳкерчĕк – анчах ӳссе ларнă вилтăпри. Вĕр-çĕнĕ юман хĕрес. Касса çырнă сăмахсем: Харитонов Василий Федорович. 1964 – 1991».
Çак хăйне майлă икĕ пурнăç кĕнеки пирки пĕтĕмлетӳ пекки туса ларнă вăхăтра Хĕветĕр те килсе çитрĕ.
– Нумай çухалса çӳрерĕм-и? Кĕтсе ывăнмарăн-и? – каçару ыйтнăн йăлăнуллăрах сасăпа сăмах хушрĕ çурт хуçи.
– Фотосем пăхса ларнипе вăхăт иртнине те туйман.
– Иккĕшне те пăхрăн-и?
– Иккĕшне те.
– Юрать. Апла пулсан ман пурнăçа ăнлантăн пуль тетĕп. Вăт ывăла ĕçе хăнăхтараймарăм. Çук-ха, куншăн шкула та такама айăпламастăп. Кунта хамăр айăплă. Пурнăç тыткăчи вăл пирĕн ĕç. Ваçлей тусăм. Ĕçкĕ – пурнăçа тĕп тăваканни. Çынна çамрăклах çăва шăтăкне чикекенни. Хам пата килекен кашни çыннах çак икĕ альбомпа паллаштарас йăла пур манăн. Енчен те çын эп ма çапла тунине ăнланчĕ пулсан, кирлĕ, ырă ĕç тунăнах туятăп хама…
Лавккаран анчах илсе килнĕ çемçе çăкăрпа чей ĕçнĕ май пурнăç пирки нумай калаçрăмăр. Мана ăсатма тухнă чух Хĕветĕр çенĕкре кĕтесре тăракан сунталпа мăлатука илчĕ.
– Çавана туптаса хурасшăн-ха. Ирпе тата анса пăхасшăн.
– Кӳр кунта çавуна. Пĕрре хам туптаса парам, – юлташăн ĕçлес кăмăлĕ тем хушăра хама та ярса илчĕ. – Асăнмалăх туптаса парам…
Тепĕр вунă кунран Хĕветĕртен çыру илтĕм. Эп туптанă çавапа пĕр урапалăх утă çулса та ывăнманни çинчен савăнсах пĕлтерет, ман ĕçе мухтать. Сăнӳкерчĕк чиксе янă: тем хушăра ӳкерсе илнĕ эп çава шаккаса ларнине. Чылай пăхса лартăм ун çине. Арăма та кăтартрăм. Текех чăтса тăраймарăм – çава туптама тытăнтăм. Ирхи сывлăмпа пахча хыçĕнчи курăка çулса пăрахас килчĕ.
 
: 747, Хаçат: 33 (1023), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: