Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-30, 32 №№.)
– Илсе тух, эпĕ хирĕç мар. Ялти яш-кĕрĕм манран ютшăннă чух эпĕ те стена çумĕнче сахал мар тăнă. Ылханаттăм эпĕ ун чухне мĕнпур тĕнчене.
– Юрĕ ĕнтĕ, аса илсе чĕрӳне ан вĕчĕрхентер.
Часах вальс кĕвви вĕçленчĕ, тепĕр ташă кĕвви янрарĕ. Кавĕрле хăна хĕрне ташша илсе тухрĕ. Хĕрĕ ăста ташлать. Ятне те, хăш ялтан иккенне те ыйтса пĕлчĕ каччă хĕртен. Илешнирен иккен.
– Ман анне те илешнисем, эпир капла тăвансемех пулса кайрăмăр.
Ташă вĕçленсен Кавĕрле хăна хĕрне хĕрсен ушкăнĕ патне çитерчĕ, хăй сцена çине хăпарса кĕвĕ ăстине магнитофонпа дискотека музыкине хускатма ыйтрĕ.
– Пĕр самант, эсир ыйтни пурнăçланать.
Хăй микрофон патне пычĕ те:
– Халь çамрăксем – дискотека, – тесе пĕлтерчĕ.
Эй хуçкаланчĕç, эй пăркаланчĕç вара каччăсемпе хĕрсем пĕр çаврăма тăрса. Хăна хĕрĕ те ушкăнран юлмарĕ. Дискотека вĕçленсен Маюкпа Кавĕрле хăна хĕрне Уçтюк аппăшсем патнех çитерсе хăварчĕç.
– Ыран эпир апла Кирюксем патне сĕтелсем лартма каятпăр? – ыйтрĕ Маюк савнийĕнчен.
– Кирюк çапла терĕ, туйĕ вĕт тата эрнерен, унччен веçех хатĕрленсе çитмелле.
– Апла эсĕ ирхине ман пата пыр, пĕрле кайăпăр, халех хăнăх манпа пĕрле çӳреме.
– Итлетĕп, аслă матрос! Эсĕ хушни маншăн хирĕçлеме май çук приказ, – терĕ те Маюка ытамне илсе хăй çумне чăмăртарĕ, тутинчен хĕрӳллĕн те вăрахчен чуп турĕ.
– Инкек эсĕ, Кавĕрле, инкек. Пĕрремĕш каçах мана ирĕксĕрлесех чуп тунăччĕ. Çав йăла халĕ те тăсăлать. Хулара пурăнса та культурăна хăнăхман. Ыйтасчĕ хăть: «Сана, синьорита, чуп туса илсен эсĕ хирĕç мар-и?» – тесе. Тутана кăштах писевлетнĕччĕ, ăна веçех ĕмсе илсе çăтсах ятăн пуль?
– Сана çав писев шалккă-им? Эсир ăна тутăрсене сĕретĕр, наркăмăшлах мар пуль-ха вăл, ман хырăмах пăсмĕ.
– Ан çиллен, эпĕ шӳтлешетĕп çеç. Эсĕ чуп тума тытăнсанах ӳт-пӳ тăрăх савăнăç хумĕ чупса чĕре патнех çитрĕ. Нумай тăрар мар, Кирюксем патне иртерех çитер.
Савнисем уйрăлчĕç те Маюк пӳртне кĕчĕ, Кавĕрле килне утрĕ.
***
Туй – ял-йышăн, тăван-пĕтенĕн пысăк савăнăçĕ. Халăх мăшăрланакансене сума суса йӳççине ĕçсе тутлă юрăсем шăрантарать. Çапах та хальхи туйсем авалхисемпе танлаштарсан – çĕрпе пĕлĕт. Аслă вăрçă хыççăнхи çулсенче те хĕр çураçма кайсан ашшĕ-амăшĕсем туйĕ миçе киле, çĕнĕ хăна ĕçки миçе киле кĕмелли пирки калаçса татăлнă. Хальхи туй пулас упăшкан килĕнче çеç иртет. Вăхăт иртнĕçем йăла-йĕркесем те улшăнса пыраççĕ. Апла пулсан та савăнăç шупкаланмасть.
Çинукпа Кирюк туйĕ ыран тесен Хĕлип Элекçейĕн çурчĕ патне икĕ çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Пĕринчен Мĕтри пиччĕшĕпе мăшăрĕ, ачисем, тепринчен Арсен Вагановичпа арăмĕ, вĕсен ывăлĕпе хĕрĕ анчĕç. Хаклă хăнасене Кĕтернепе Элекçей, Витюк шăллĕне аллинчен яман Çинук, туя хатĕрленме пулăшма килнĕ Маюк çăкăр-тăварпа, кăпăкланса тăракан чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
Каярахпа Красноярск хулинчен Анук аппăшĕпе упăшки, Томск хулинчен Микихвĕр пиччĕшĕпе мăшăрĕ çăмăл машинăпах килсе çитрĕç. Тĕлĕнтерчĕ çак икĕ мăшăр ашшĕ-амăшĕсене. Микихвĕр арăмĕ майра, Анук упăшки вырăс пулсан та таса чăваш чĕлхипе пĕр çаврăм юрă шăрантарчĕç.
Туй, туй тесе çил пек вĕçсе çитрĕмĕр,
Яшка-çăкăр килте те пур, эрех ĕçме килтĕмĕр.
Аппăшĕпе пиччĕшĕ Тăрнапуçĕнчен кайнăранпа та тăван киле пĕрре те килсе курман. Вĕсем туя килсе çитни кӳршĕллĕ çемьесемшĕн ик хут савăнăç пулчĕ. Кăпăкланса тăракан чăваш сăрине ĕçсен:
– Вăт ку сăра-тăк, сăра, – мухтарĕç хаклă хăнасем. Çинук аллинче пĕчĕк ача курсан сăмах калама аптраса тăчĕç-ха пиччĕшĕпе аппăшĕ.
– Ара, чим-ха, качча тухичченех ача çуратма ĕлкĕртĕн-и? – тĕлĕнчĕç вĕсем.
– Çук, ку ман ача мар, вăл ман чи юратнă шăллăм. Çакна илтсен аппăшĕпе пиччĕшĕ ашшĕпе амăшĕ çине тата та тĕлĕнерех пăхрĕç. Ашшĕ пенси çулне ик çул каярахах çитнĕ, амăшĕ те пиллĕкмĕш теçеткене вĕçлесси тата ик çул çеç юлнă.
– Эсир асар-писерле ан шухăшлăр-ха, – хутшăнчĕ калаçăва Элекçей. – Çинук вĕренме кайсан ачасăр çурт тăлăха юлнăн туйăнчĕ. Çинук хĕллехи каникула килсен унран ирĕк ыйтса чунсăр çамрăк амăш çуратнă ачине больницăрах хăварнă. Вăт çавна эпир усрава илтĕмĕр. Витюка эпир усрав ача пек мар, хамăр çуратнă ача пек ӳстеретпĕр.
– Вăт, Боря, эпир те санпа виç пӳлĕмлĕ хваттерте иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Каларăм-çке сана, атя-ха пĕр тăлăха çемьене илер тесе. Эсĕ тем хăраса тăратăн. Ман аттепе анне ватлăх çулĕсене кĕрсе пыраççĕ пулсан та, ав, хăраса тăман. Пĕтрĕ ман тӳсĕм, Красноярскине таврăнсанах пĕр тăлăх ачана çемьене илетпĕр.
– Эпир мĕн урамра калаçса тăратпăр, атьăр пӳрте, – татрĕ калаçăва Кĕтерне. Сире унта чаплă кĕреке кĕтет.
Пĕрер черкке ĕçсе апатланнă хыççăн ăшă калаçу темчченех тăсăлчĕ. Анук хĕрĕпе Микихвĕр ывăлĕ инçет тухăçри хуласенчи ĕç-пуç, Элекçейпе Кĕтерне, Ваççа, Мĕтри пиччĕшĕ Атăл тăрăхĕнчи пурнăç çинчен каласа пачĕç. Унта та, кунта та ĕлĕкхипе танлаштарсан ытлă-çитлĕ пурăнакансем сахал. Çавăнпах хуласенче те, яллă вырăнсенче те ыйткалакансем йышланса пыраççĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнисем те сахал мар.
– Тĕлĕнетĕп эпĕ, – тет Ваççа, – пĕтĕм Раççейри хура халăх тертпе нушана кĕрсе ӳкнĕ. Олигархсем, Патшалăх Думин депутачĕсем тата ăнăçлă ĕçлекен усламçăсем çеç çĕр çинчех çăтмахри пек пурăнаççĕ. Ытти халăх тем пек тăрăшсан та сикчевлĕ кун-çул йăрăмĕнчен тухаймасть. Акă эпир Элекçейпе хамăр лавккана уçрăмăр. Ямăт укçа хăйпăтас тесе кашни уйăхрах Шуршывран тĕрлĕ тĕрĕслевçĕсем килсе çӳреççĕ. Тупрĕç вĕт чăкăлтăшланмалли сăлтав: лавккапа столяр цехĕ пĕр çуртра пулмалла мар – станоксен шавĕ ытла вăйлă-мĕн. Тĕрĕс-ха вăл, станокĕ пысăк шав кăларать. Мĕншĕн чиновниксем лавккана уçнă чухнех асăрхаттарман? Халĕ ĕнтĕ лавкка уçă чух манăн цех ĕçлемест. Элекçей ашшĕн кив вити пур, туй хыççăн ăна юсаса станоксене çавăнта куçаратпăр. Ик хут ĕç тутараççĕ.
– Çитĕ-ха сире начарри çинчен кăна калаçма, – хушша-хуппа кĕрет Кĕтерне. – Начарри çумĕнче лайăххисем те йышланса пыраççĕ, хутран-ситрен пенсисене те кăштах ӳстереççĕ. Паллах, çĕрме пуянсен шайĕнче эпир нихăçан та киленес çук. Çапах та ял çынни, çĕр çинче ĕçлекен выçă вилес çук. Хамăр кăна мар, хула çыннисене те çăкăр çитеретпĕр, аш-пăшпа тивĕçтеретпĕр. Атьăр-ха хуларан килнĕ хăнасем умĕнче хамăр мăнаçлăха мĕскĕнлетер мар, ыранхи туя савăнăçлă, пуçа усмасăр ирттерер.
– Тĕрĕсне калать анне. Икĕ пиччĕшĕпе пĕр аппăшĕ Çинукăн хĕр туприне тивĕçлĕ, ĕмĕр асăнса пурăнмалăх парне пирки шутлар, вăрттăн, йăмăкăмăрăн хăлхи илтмелле мар, – сĕнет Мĕтри.
Икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ сĕтел хушшинчен тăрса урама тухрĕç. Канашлу вăраха пымарĕ. Сĕтел хушшине таврăнсан Анук аппăшĕ Çинукпа юнашар ларчĕ те ăна хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ.
– Çиччас, – терĕ вăл, шифоньер çӳлĕкĕсем çинчен хăй паспортне илсе Анук аппăшне тыттарчĕ.
– Халь ĕнтĕ эсĕ Зинаида Самаева пулса тăнă, Филиппов хушаматшăн тунсăхламастăн-и?
– Малтанхи вăхăтра пурччĕ ун пек туйăм, анчах Кирюкпа… Калас тенине вĕçне çитереймерĕ йăмăкĕ, хăмач пек хĕрелсе кайрĕ.
– Сан çĕнĕ паспортна Микихвĕр те курасшăн, – аппăшĕ куçĕнчен пăхсах ăнланчĕ йăмăкĕ калас сăмахсене.
Мĕтри, Анук, Микихвĕр аслин машини çине ларса Шуршыва вĕçтерчĕç. Кунта пĕр лавкка çеç çăмăл машинасем сутать. Часах вĕсем ем-ешĕл «Лада Гранта» текен машина патне çитсе тăчĕç.
– Ăшă тĕс, пурнăçĕ те вĕсен ешерсе çеç тăтăр. Машинăна Çинук ячĕ çине çыртарса укçа тӳлерĕç те Микихвĕр çĕннин рульне тытрĕ, Анук Мĕтри пиччĕшĕпех Тăрнапуçне таврăнчĕç. Тин туяннă машинăна Кавĕрлесен картишне хăварса ашшĕ çуртне таврăнчĕç.
***
Çĕртме хĕвелĕ тӳпенелле кармашнă май Тăрнапуçне çупăрлать. Чиркӳ чанĕ янраса халăха ирхи кĕлле йыхравлать. Хĕлип Элекçейĕпе Самай Ваççин çемйисем те, килнĕ хăнасем те хĕвелпе пĕрлех ура çинче. Тăхăр сехетре Кирюк, каччă çуммисем, паллах, пĕри Кавĕрле, тепри Кĕтнепуçĕнчи ĕçкĕç пулнă Матрюн ывăлĕ Çеруш тата ытти юлташĕсем туй сĕтелĕ валли апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшаççĕ. Кавĕрлепе Маюк саппунсем çыхнă та сад пахчин пĕр кĕте- сĕнче чăх тукмакĕсенчен, сысна ашĕнчен шашлык ăшалаççĕ. Çеруш вĕсене тĕтĕм ытларах тухтăр тесе нӳрĕрех кăварсемпе тивĕçтерсе тăрать.
 
: 767, Хаçат: 33 (1023), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: