Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн вулакансен хушшинче автомобиль хуçисем сахал мар, çавăнпа та çĕнĕ страницăна та вĕсенчен чылайăшĕ хаваспах йышăнĕç тесе шутлас килет. Çак ярăмра эпир сире автопроизводительсе н çĕнĕлĕхĕсем, запчаçсен пахалăхĕ, çул-йĕрпе çӳрес йĕркесем улшăнни çинчен каласа пама тăрăшăпăр. Тӳрех асăрхаттарас килет. Кунта эпир производительсемпе заводсен ячĕсене çырма тăрăшмăпăр, е вĕсене кавычкăсăр çырăпăр. Мĕншĕн тесен надзор ĕçĕсене пурнăçласа пыракансем ăна реклама шутне кĕртме пултараççĕ. Çав вăхăтра, каласа хăварас килет: заводсен пĕрешкел продукцийĕсене танлаштарни – реклама шутланмасть. Чи малтан калаçăва çĕнĕ машинăсем мĕнле ванни пирки пуçлар.
ГАРАНТИ
«Тольяттире туса кăларакан çăмăл машинăсене çынсем ремонт тума илеççĕ, иномаркăсене – çӳреме» текен каларăш тӳрре тухнăн та туйăнать хăш чух. Мĕншĕн тесен пирĕн машинăсем пирĕн çулсемпе нумай чупаймаççĕ, шел пулин те. Çавăнпа та завод паракан гарантилле пулăшуран пăрăнмалла мар. Малтанхи иккĕшне те пулин иртмелле официаллă дилер патĕнче. Веçех йĕркеллĕ иртсен малалла эпĕ укçа тăкман пулăттăм, мĕншĕн тесен дилер укçа сахал мар илет. Фильтрсене улăштарма вĕренсе çитме йывăр мар. Енчен те мотор тата агрегатсем еплерех ĕçленинче иккĕленӳ пур-тăк, гарантирен ан тухăр, кирлĕ пулма пултарать.
ВАСКАТПĂР ÇАВ
Пирĕн машинăсен «чирĕсем» 25 пин километртан иртсен лайăхрах палăрма пултараççĕ. Ытларах чухне малтан районти çулсемпе стойкăсем юхма тытăнаççĕ. Сăлтавĕ – васкани. Пысăк хăвăртлăхпа асфальтри шăтăка пырса кĕрсе хамăн та кустăрмасем шăтни пулнă, çакăн хыççăн ытти машина хуçисем машинисене аран чарса ларнине те пĕрре мар курнă. Майĕпен кăна çӳресен – ун пек проблема сире нумайччен кансĕрлемĕ. Анчах та спидометр çинче 220 км/сех паллă пур-тăк…
Стойкăсене завод гарантийĕпе улăштарма йывăр. Мĕншĕн тесен брак пулсан, вăл тӳрех палăрать, брак марри – хăвăр айăпăрпа пулса иртнĕ япала: тăнкăр-танкăрсемпе вăйлă сиктерсе çӳренĕ пулмалла... Мастер сире çакăн пек хурав парасса кĕтсех тăрăр, спидометр çинче 20-25 пинрен иртнĕ пулсан. Стойкăсем патне каярах таврăнăпăр-ха, кунта каламалли нумай.
ДИСКСЕМ
Тăнкăр-танкăрăн тепĕр сиенĕ те пур – асфальт çинчи шăтăк-путăкра дисксем авăнаççĕ, кустăрма çинче япăх покрышкăсем пулсан (калăпăр, Упа ятли аваннисен шутнех кĕмест) диск вĕсене «çыртсан» шыçă пек хăмпăсем тухаççĕ, балансировка пăсăлать. Диск çирĕпрех пулсан – тĕслĕхрен, литой текеннине вырнаçтарсан хуçи – вăл начар покрышкăна касма та пултарать. Авăннă диск та, пĕлетĕр ĕнтĕ, балансировкăшăн ырă мар. Штамповка текен дисксене шиномонтажсенче тӳрлеткелеççĕ. Анчах ан манăр: иккĕ е ытларах хут прокатка витĕр иртнĕ дискăн тимĕрĕ çемçелет, вара вăл пысăках мар хăвăртлăхпа тарăнах мар шăтăка лексен те авăнма пултарать. Кун пек чухне прокатка тăва-тăва укçа тăкиччен тӳрех çĕнĕ диск туянăр. Тольяттири автозавод вырнаçтаракан дисксем йывăрăшĕпе ыттисенчен ирттереççĕ, тата вĕсем çине шал енчен ВАЗ тесе çырнă. Чулхулара та кăлараççĕ «Лада» валли дисксем. Вĕсем çине ГАЗ тесе çырнă. Вĕсем заводринчен çăмăлрах. Мензелинскра та тăваççĕ дисксем, Китайра та. Хакĕсем тĕрлĕрен. Завод валли тунин хакĕ 600-700 тенкĕ майлă, танлаштарушăн пĕр ансат прокат 150 тенкĕ тăрать. Кунта шутламалăх пур. Китайра ытларах литой текен дисксем кăлараççĕ. Ку, паллах, детальсем. Чи кирли дисксене покрышка тăхăнтартнă хыççăн (иккĕшĕ те çĕнĕ пулсан та) балансировка тутарма ан манăр, уйрăмах малти кустăрмасенче. Унсăрăн резинăна «çитерсе» яма пултаратăр. Кăна, паллах, çамрăк водитель кăна пĕлмест.
КОЛПАКСЕМ
Тӳрлетнĕ хыççăн штамповка диск илемсĕр курăнать, тутăхнă йĕрсем палăраççĕ. Кунта çăлăнăç пур. Хальхи вăхăтра кустăрма колпакĕсем нумай сутаççĕ. Шурри те, хури те, хром тĕсли те. Енчен те хурапа хром хутăш тĕслĕ колпак хуратăр-тăк кустăрма çине – ан манăр – кустăрма дискĕ хура тĕслĕ пулмалла, кĕмĕл тĕслĕ мар, унсăрăн илемсĕр, килпетсĕр курăнать. Тата çакна каласа хăвармалла, колпаксем пурте пĕр пек мар. Хакĕ те 400 тенкĕрен пуçласа. Вĕсем тăнкăр-танкăр çул çинче тухса ӳксен – тепĕр комплект туянма тивет. Çавăнпа та вĕсене пластик хăмăтсемпе (стяжка) кашнине икĕ тĕлтен туртса çаклатăр.
ЙЫВĂРЛĂХ
Мĕншĕн-ха пирĕн машинăсем дисксене ытларах аваççĕ?
Мĕншĕн тесен пирĕн малти приводлă машинăсен умĕ йывăртарах. Тĕслĕхрен, ВАЗ «десяткăна» илер. Ăна Украинăра Богдан ятпа кăларма тытăннă пулсан та, халăхра вăл машина нумай-ха. «Десяткăпа» пĕр хак категорийĕнчи «Деу Нексияпа» танлаштарсан пирĕн машина 200 килограмм йывăртарах. «Десяткăн» йывăрлăхĕ малта. Çавăнпа та вăл «Нексияпа» танлаштарсан дисксене, стойкăсене, малти подвескăна маларах ĕçлĕхрен кăларать. Тата пĕр минус – хĕлле ялтан тухкалама – хăвăр пĕлетĕр – юр хӳсе кайсан, çăмăлах мар. Анчах та 8 клапанли те, 16 клапанлă «десятка» та, умĕ йывăртарах пулнипе, юра чавса кĕрсе лараççĕ. Умĕ йывăр пулнипе вăл пылчăкра та путать, плоскодонка пулсан та. Çав сăмахах сăрталла хăпаракан пирĕн машина çинчен те.
СТОЙКĂСЕМ
Ну юрĕ, шала кĕрсе каяр мар, таврăнар стойкăсем патне. Каларăм ĕнтĕ, заводра туса кăларнисен ресурсĕ пирки. Çавăнпа та стойка туянма вăхăт çитсен машина хуçин, уйрăмах малти приводлă ВАЗсен малтан лайăх шухăшламалла. Мĕншĕн тесен паянхи кун лавккасенче сĕнӳсем чылай. Тĕслĕхрен, эпир туянма хăнăхнă Скопино стойкисем те тĕрлĕ тĕслĕ. Тĕрĕссине каласан, вĕсен ячĕ кăна Скопино. Скопино хулинче Тольяттири автозавод валли (завод лартакан) стойкăсем тăваççĕ. Вĕсем вăтамран мĕн чухлĕ çухрăм «çӳренине» маларах çырнăччĕ ĕнтĕ, çавăнпа та хăвăр пăхăр. Анчах та, асăрхаттарас килет, çакăн пек ятлă йĕркеллĕ стойкăсене тупма çăмăл мар. Тата вĕсем йӳнĕ те мар. Завод валли текенни 1500 е 1600 тенкĕ тăрать, официаллă дилерсем патĕнче хаклăрах та. Пасарта е урăх лавккасенче унăн хакĕ 1250-1300 тенкĕ тăрать. Мĕншĕн-ха ун пек? Заводской тесе (СААЗ) сутăнакан стойкăсен коробки çинче официаллă дилер Лада-имидж галограмми (сигарет пачки çинчи акциз марки пысăкăш наклейка) пулмалла. Вăл çук-тăк, сире урăх çĕрте тунă запчасть сутаççĕ. Ăçта тата тăваççĕ Скопино амортизаторĕсене тетĕр-и? Ăçта кăна тумаççĕ…
Малтан Китайра туни пирки калар. Китайра тунисен коробкин тĕсĕ заводриннинчен кăшт кăна шупкарах (ксерокопи тунă чухне краски пĕте пуçласан шупка пичетлет вĕт, çавăн пек). Шалта (стойка çинче) эсир уйрăмлăхсем тупаймастăр, çавăн пекех хура вăл, штокĕ çутă. Тата пур кивĕ стойкăран çĕнĕ стойка туса сутакансем – ку чи хăрушă вариант. Мĕншĕн тесен унашкал стойкăсем пачах та шанчăксăр, хăяккăн вырттарсан ăшĕнчи çăвĕ юхса тухнă тĕслĕхсем те пулнă вĕсемпе. Хакне пăхса кăна уйăраятăр пуль. Лартса пăхмасăр пĕлейместĕн теççĕ хăшĕсем. Çавăнпа та начар сăрланă, штокĕ тӳрĕ мар е маларах усă курнă йĕрсем пулсан стойка çинче – урăхла каласан, издели сире мĕнпе те пулин иккĕлентерчĕ-тĕк – ăна лартичченех тавăрса парăр.
ХАКНЕ КĂЛАРАТЬ
Стойкăсем çинчен калаçнă чухне манăн юратнă «Хакли – хакне кăларать, йӳнни – йӳнеçтерет» каларăш вырăнлă пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен начар стойка лартсан машина çине – сирĕн пĕр уйăхран е пĕр сезон иртсен вĕсене каллех улăштарма тивет. Кунта вара схождени развалĕ те (йӳнĕ мар процедура) кашнинчех хушăнать. Тĕревлĕ (опорный) е ступица подшипникĕсем те ваннă пулсан – ремонт хаклăланса кăна пырать. Сӳтнĕ-сӳтнĕ шаровый пӳрнесене те силлесе пăхать юсав тăвакан…
Телее, хаклă йышши лайăх стойкăсем те пур сутлăхра. Тĕслĕхрен, Самарта ракетăсем тăвакан заводранах тухаççĕ пуль вĕсем – СС-20 ятлă. Çак стойкăсем çулталăк çурă ванмаççĕ тесе завод гаранти парать. Ку стой- кăсене курсан – çакна ĕненес килет. Гаранти талонĕ те коробкăра пур, мĕн те пулин пулсан производительпе епле çыхăнмаллине те çырнă.
Кун пек стойкăсене илсе лартсан сахалтан та çулталăк çурă развал тумалла мар. Хакĕ те пур ĕнтĕ. Малтисем иккĕшĕ 5 пин тенкĕ ытла, хыçалти амортизаторсем (мăшăрĕ) 3,8 пин. Пĕрре шутласан умне те, хыçне те СС-20 стойкăсем лартас пулсан, тӳрех 10 пин тенкĕрен кая мар кирлĕ. Çапах 2 çула (тен, лайăх çӳресен – ытларах та) стойкăсем çинчен манса каяссăр килет-тĕк, Самарта тунă стойкăсене туянма сĕнетĕп. Завод гаранти панă чух. Çитменнине вĕсем çемçе йышши те пур, трассăпа спорт йышши те.
Пирĕн çĕршывра хулăн тимĕртен тунă лайăх стойкăсем тата та пур, вĕсем çинчен каласа париччен Каябо текен стойкăсем çинче чарăнса тăрас килет. Пахалăх енчен вĕсем начар мар. Анчах та оригинал текеннине тупма йывăртарах пулать. Пирĕн çĕршыва илсе килекеннисенчен ытларахăшне Корейăра мар, Бразилире е Китайра тăваççĕ. Хакĕпе вăл СС-сенчен нумай кая мар.
Каябопа пĕр хак категорийĕнчи тепĕр лайăх стойкăсем çур çул каялла тухрĕç сутлăха, Астон ятлă, вĕсене те Самарта туса кăлараççĕ. Астон СС пекех виçепе скопиносемпе, делфисемпе, хоферсемпе, веберсемпе (стойка тăвакан ытти фирмăсене асăнатăп) танлаштарсан йывăртарах. Унăн та тимĕрĕ хулăн пулни сисĕнет. Сертификациленĕ стойкăсене заводран мĕнлерех кăларнине коробки çинчи издели еплерех ĕçленине тĕрĕсленĕ график çирĕплетет. Ку стойкăсене те – малтине те, хыçалтине те – мăшăрпа сутаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пĕр-пĕринпе килтернĕ. Гаранти – çур çул. Хакĕ – малтисем те, хыçалтисем те СС-сенчен 1 пин тенкĕ йӳнерех.
Белоруссири Фенокс ятлă фирма та стойкăсем кăларать. Вĕсен ăшне производитель газпа çу яркалать, вĕсем çемçелĕхпе уйрăлса тăмаççĕ. Çапах пахалăх енчен пăхсан – шанчăклă, вăрах çӳреççĕ. Ăна ыттисенчен коробки пулмасан та уйăрса илме пулать, Фенокс стойка штокне турттарса çыхса хунă, тата чăмăрĕ çине акăлчанла фирмăн ятне çырса хунă.
ОТБОЙНИКПА ОПОРНИК
Малти приводлă машинăсенче стойкăсем улăштарнă чухне (паллă ĕнтĕ, йӳнĕ процедура мар, çапах та) отбойниксене силиконран тунисене (витĕр курăнаканнисене) мар, полиуретанран тунисене шурă е шупка сарăрах тĕслисене лартăр. Отбойник тесе ăна халăхра кăна калаççĕ, ВАЗ кĕнеки çинче тата заводăн номенклатуринче вăл «буфер хода сжатия» пулать. Силиконран тунисем нумая пымаççĕ, çурăлса тухса ӳкеççĕ, резинăран та çавах. Çакна пула сирĕн стойкăрсем (мĕнлине лартсан та) вăхăчĕ çитичченех лăканса тухма пултараççĕ. Кунта пирĕн малтан калани патне таврăнма тивет: мĕншĕн пулса иртет-ха çакă? Пирĕн малти приводлă машинăсен умĕ йывăр. Çакна пулах двигателĕн подушкисене те час-часах улăштаркалама тивет.
Опорный подшипниксене ларнă чух та тимлĕ пулмалла: кунта чи лайăххисем Севи-спорт текеннисем тата Балаковăрисем шутланаççĕ. Тĕрĕслĕхшĕн каласа хăварар, Белоруссире туса кăларнисем те пур сутлăхра. Вĕсем маларах асăннисенчен самай йӳнерех. Пахалăхĕ пирки начар калаканнисене илтмен, палăртнă чухлĕ çӳреççĕ пулмалла, тӳрех ванмаççĕ.
ÇĂРАÇÇИСЕМ
Кашни машинăн хăйĕн аптăратакан чирĕ пур. Тĕслĕхрен, классикăн малтан реактивлă тягисем силленме тытăнаççĕ, Нивăн пружинисем хăвăрт лараççĕ, Грантăн обшивки айĕнчи пенопласчĕсем хăйтлатма тытăнаççĕ, «десятка» ступица подшипникĕсемпе аптăратать тата ытти те. Паллах, кам мĕнле çӳренинчен те килет, анчах та «девяткăн» багажник çăраççийĕ тусни – кашнинех пырса тивет. Сутлăхра пур виçĕ производитель продукцийĕ. Вĕсенчен пĕри Димитровградри Рекардо компани туса кăлараканни – блистер ăшĕнче, 300-350 тенкĕ майлă. Теприне, йӳнереххине те Мелекесрех туса кăлараççĕ. Сутакансем ăна кооперативри тесе палăртаççĕ, çатăрка ăшĕнче. Хучĕ çине Фоставто тесе çырнă. Ку издели 150-170 тенкĕ майлă. Рекардоран икĕ хут йӳнерех, пахалăхĕ те çавăн чухлех чакать тесен те йăнăшмăпăр. Кооператив – кооперативах çав ĕнтĕ вăл, мĕншĕн тесен завод комплектаци тăвакан багажник çăраççийĕсене те Димитров- градрах туса кăлараççĕ. ДААЗ завод тата ытти хатĕрсем те кăларать ВАЗ валли. ДААЗăн çăраççийĕ 450-500 тенке майлă. Вăл çăраççи хакĕпе кăна мар, нумайрах çӳрессипе те малта.
ЛАРТСА ПĂХМАСĂР…
Хăвăр куратăр, тĕрлĕ кĕсьеллĕ водительсен категорийĕ валли тавар пур сутлăхра, çав вăхăтрах хăш-пĕр производительсен продукцийĕ пекех суя тавар нумай тухать. Суя тавар кăларакансем кăткăс технологисене алла илнипе продукцие уйăрса илме çав тери хĕн. Хăш чухне чăнах та лартса пăхмасăр пĕлместĕн. Пирĕн çĕршывра туса кăларакан машина хуçи пулсан эпĕ, тĕслĕхрен, Орелта тунă амортизатор пружинисене туянма васкаман пулăттăм. Çавăн пекех МХ тунă тормоз накладкисемпе колодкисене те, вĕсем чарăннă чухне ытла çухăраççĕ. Надежда туса кăларакан шаровый пӳрнесем пирки те çавнах калас килет. Элжиэр текен фирмăн (коробкисем симĕсрех тĕслĕ унăн) тормозпа сцепленин тĕп цилиндрĕсене туяннă чух асăрханăр. Ку производительсем подделка мар, лайăххи те леккелет хăш чухне, вĕсем заводран издели тухнă чухне ăна çителĕклĕ чухлĕ тĕрĕслемеççĕ çеç. Çавăнпа вĕсен продукцийĕ йӳнĕ те. Мĕншĕн çынсем вĕсене туянаççĕ-ха?
МĔНШĔН ТУЯНАÇÇĔ?
Пĕри хаклăраххине туянаймасть, тепри машинине сутас умĕн йĕркене кĕртет, ăна хакли те, лайăххи те кирлĕ мар: алăран çеç кайтăр.
Пахалăх контролĕ лайăх пулсан, Китайра туса кăларнă изделисем те начар мар шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, халĕ Шупашкар стартерĕсемпе генераторĕсене Китайра тунине сутакансем те, туянакансем те пĕлеççĕ, çав вăхăтра вĕсене япăх тесе калас килмест. Брак проценчĕ сахал. Шупашкарти релесем пирки те çавнах каланă пулăттăм.
Производствăна мĕншĕн Китая куçарнине ăнлантармалла мар пуль тесе шутлатăп – паян унта туса кăларма йӳнерех тухать. Кам лайăхрах тĕрĕслесе кăларать изделисене заводран – çав çĕнтерӳçĕ. Хăш-пĕр производительсем пахалăхшăн çав тери тăрăшни сисĕнет. Вĕсенчен пĕри Севи. Çак производитель реактивлă тягăсем, стабилизатор стойкисем (çăмарта) опорный подшипниксем, шарнирсемпе сайлентблоксем тата ытти хатĕрсем кăларать. Чĕмпĕрти завод лайăх хыçалти тормозсен барабанĕсене кăларать, Пелепейри шаровыйсене завод лартма хăрамасть. Вазинтерсервис пахалăха лайăх тимлет тата, паллах, Миассра руль наконечникĕсем туса кăларакан Трекпа Балаковăри резинотехника завочĕсем. Юлашкин ГРМ ременĕсене çитекенни хальлĕхе çук-ха.
(Малалли пулать.)
 
: 937, Хаçат: 33 (1023), Категори: Кустăрма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: