Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ачасем çав тери сосиска юратаççĕ. Анчах та лавккара тутлă сосиска тупма питĕ хĕн. Тен, мĕнле-тĕр вăрттăнлăхсем пур?
Надежда ИВАНОВА.
Чăваш Ен.
 
• Чи малтанах хак çине тимлĕх уйăрмалла. Чăн-чăн тутлă сосиска 1 килограмм аш хакĕнчен йӳнĕ пулмалла мар – ара, сосискăн тытăмĕнче тĕп ингредиент аш вĕт. Йӳнĕ сосискăсене вара аш вырăнне соя хушаççĕ.
 
• Сосискăна хатĕрлеме мĕн-мĕн хушнине тимлĕн вуласа пăхмалла. Упаковка çинче ГОСТ палли пурри сосискăна хатĕрленĕ чух ингредиентсен стандартлă хутăшĕпе – сысна е ĕне ашĕ, шыв, белок, шĕвĕ хăйма (сливки), çăмарта порошокĕ е çăмарта, сĕт, специсем (сахăр, тăвар, мускат мăйăрĕ, пăрçа йышши хура тата техĕмлĕ пăрăçсем) тата натри нитричĕ – усă курнине пĕлтерет.
 
• Продукт кĕренрех тĕслĕ пултăр тесе кăшт натри нитритне хушаççĕ. Ăна хушмасан чăн-чăн сосискăн тĕсĕ сăрăрах пулать, ку вара, килĕшетĕр пуль, аппетита пĕрре те уçмасть. Натри нитритне наркăмăшлă нитратпа пăтраштарма кирлĕ мар. Нитрит тăварĕ пĕрре те сиенлĕ мар.
 
• Хăш чухне ГОСТ вырăнне ТУ тесе çыраççĕ. Çакă продукт пахалăхĕ сĕре япăххине пĕлтермест. Стандартлă хутăш çине çĕнĕ ингредиент хушнине пĕлтерет çакă, тĕслĕхрен, сыр.
 
• Хутăшри ингредиентсем еплерех вырнаçнине пăхмалла: продуктра хăшĕ нумайрах – ăна чи малтан çыраççĕ, ун хыççăн сахалрах та сахалрах калăпăшлисене çырса палăртнă.
 
• Юрăхлăх вăхăтне пăхма ан ӳркенĕр. Çак кунсенче тухнине туянма тăрăшмалла. Виçсе сутăнакан сосискăсен юрăхлăх вăхăчĕ кĕске – 3-5 талăк. Вакуумлă упаковкăрисем 15-20 талăк упранаççĕ.
 
• Сосискăсен хуппи мĕнле пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вăл целлофанли, чăн-чăнни (натуральный), искусствăлла пленкăлли пулма пултарать. Тĕрĕссипе каласан уйрăмлăх çук, чăн-чăнни хаклăрах çеç.
 
: 834, Хаçат: 33 (1023), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: