Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МАРИНАДЛАНĂ ХĂЯР
Кирлĕ: 2 кг хăяр, 3 кашăк сахăр песокĕ, 100 мл панулми уксусĕ, 2 кашăк шурă эрех, 3 кашăк тăвар, 1,5 л шыв, «зонтиклă» укроп, хурлăхан, чие тата хĕрен çулçисем.
Хăярсене çумалла та вĕри шыва чиксе кăлармалла, унтан тӳрех сивĕ шыва ямалла. 3 литрлă банкăна лайăх çуса стерилизацилемелле. Маринад хатĕрлемелле: шыв çине сахăр песокĕ, тăвар тата уксус ярса вĕретмелле. Вăл вĕренĕ хушăра хăярсене хушшисене çулçăсем, укроп хура-хура банкăна тултармалла. Тин вĕренĕ маринада хăяр çине ямалла. Пилĕк минутран маринада каялла ярса илмелле те тепре вĕреме кĕртмелле, каллех банкăна ямалла. Çак процедурăна виçĕ хутчен тумалла. Юлашкинчен тин вĕренĕ маринада хăяр çине ямалла та шурă эрех хушмалла, банкăна металл хупкăçпа хупламалла.
ПОМИДОР – СУХАНЛĂ МАРИНАДПА
Кирлĕ: 1,5-2 кг помидор, 50 г ешĕл укроп, хĕрен çулçи, чие тата хурлăхан çулçисем; маринад валли – 2 л шыв, 3 пуç шултра сухан, 100 г сахăр песокĕ, 50 г тăвар, 10 штука пăрçа йышши хура пăрăç, 2 лавр çулçи, 100 мл 6 процентлă уксус.
3 литрлă банка тĕпне укроп, хĕрен, чие тата хурлăхан çулçисем хумалла, помидор тултармалла. Маринад валли кирлĕ ингредиентсене пĕрлештермелле те (сухансене тăватшар пая касса ямалла) вĕреме кĕнĕ хыççăн 5 минут вĕретмелле. Хатĕр маринадран сухана кăларса пăрахмалла та вĕриллех помидор çине ямалла. Банкăна 25 минут стерилизацилемелле, унтан металл хупкăçпа хупламалла.
ĂШЛĂ ПĂРĂÇ
Кирлĕ: 3 кг пылак пăрăç, 1 кг кишĕр, 1 кг сухан, 1 кг купăста, 50 мл тип çу, тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç; маринад валли – 3 л томат сокĕ, 1 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан 9 процентлă уксус, 1 стакан тип çу, 2 кашăк тăвар.
Пылак пăрăçсене çумалла та туни енчен асăрхануллăн касса вăррисене кăлармалла, вĕри шыва чиксе илмелле. Кишĕре теркăпа хырмалла, сухана тата купăстана турамалла та пĕрле тип çу çинче çемçеличчен ăшаламалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Хатĕр ăшлăха пăрăçсен ăшне тултармалла, банкăсене (0,7-1,5 литрлисем) хумалла. Маринад валли кирлĕ ингредиентсене пĕрлештермелле, вĕреме кĕртмелле. Вĕриллех пăрăçсем çине ямалла. Банкăсене 30 минут стерилизацилемелле, металл хупкăçпа хупламалла. Пуçхĕрлĕ çавăрса хурса сивĕниччен тытмалла, унтан сулхăн çĕре лартмалла.
ÇИВĔЧ ТУТĂЛЛĂ БАКЛАЖАН
Кирлĕ: 3 кг баклажан, 5 пуç ыхра, 10 йӳçĕ пăрăç, 4-5 пылак пăрăç, 100 мл 9 процентлă уксус, 2-3 кашăк тăвар, ăшаламашкăн тип çу.
Малтан соус хатĕрлемелле: шуратнă ыхра шăлĕсене, тасатнă пылак тата йӳçĕ пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла, уксус тата тăвар хушса лайăх пăтраштармалла. Баклажансене 1 сантиметр хулăнăш çаврашкан касса тип çу çинче икĕ енĕпе те хатĕр пуличчен ăшаламалла, соус çине чиксе кăлармалла та банкăсене тултармалла. Банкăсене 8-10 минут стерилизацилемелле, металл хупкăçпа хупласа сулхăн çĕрте упрамалла.
ЛЕЧО
Кирлĕ: 4 кг баклажан, 2 кг помидор, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг кишĕр, 10 пуç сухан, 1 пуç ыхра, 3 кашăк 9 процентлă уксус, 4 кашăк тăвар, 1 стакан сахăр песокĕ.
Баклажансене çумалла та хуппипех пĕчĕк тăваткалсем çине турамалла. Помидора мясорубка витĕр кăлармалла. Пылак пăрăçпа сухана çурма ункăн турамалла. Кишĕре теркăпа хырмалла, ыхрана пресс витĕр кăлармалла е вĕттĕн турамалла. Пĕтĕмпех эмаль кастрюле хумалла, тăвар, сахăр песокĕ, уксус тата тип çу хушса вĕреме кĕнĕ хыççăн 1 сехет пĕçермелле. Вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
СОЛЯНКА
Кирлĕ: 1 кг пĕçернĕ кăмпа, 0,5 кг купăста, 0,5 кг помидор, 0,5 кг кишĕр, 300 г пуçлă сухан, 2 кашăк 9 процентлă уксус, лавр çулçи, хура пăрăç.
Солянка хатĕрлеме уплюнкка, майра кăмпи (сыроежка), масла кăмпи (масленок), хурăн кăмпи (подберезовик), шурă кăмпа (белый) юрăхлă. Кăмпана тасатса лайăх çумалла та шултрисене темиçе пая касмалла. Тăвар хушнă шывра 15 минут пĕçермелле. Пахча çимĕçсене çумалла, шуратмаллине шуратмалла, турамалла. Суханпа кишĕре кăштах нумай мар тип çу çинче ăшаламалла, унтан купăста тата помидор, юлнă тип çăва, тăвар хушмалла та вăтам çулăм çинче хупласа пĕçермелле. Унтан пĕçернĕ кăмпа хушмалла та тата 25-30 минут пĕçермелле. Плита çинчен иличчен 5 минут маларах лавр çулçи, пăрăç тата уксус хушмалла. Хатĕр солянкăна стерилизациленĕ типĕ банкăсене тултармалла та металл хупкăçпа хупламалла, пуçхĕрлĕ çавăрса хурса сивĕниччен тытмалла, кайран сулхăн çĕрте упрамалла.
 
: 869, Хаçат: 33 (1023), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: