Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 29-32 №№.)
Çак вырăнтан инçе мар вăрманта вăтам ĕмĕрсен Европа территорийĕнчи урăх çук (уникальнăй) палăкĕ – Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн Çурçĕр-Хĕвел анăçĕнчи чиккинчи авалхи хула пулни çинчен хыпарлать плакат. Çавăнтах хула схемине ӳкерсе хунă.
Çак вырăнта VIII-XIII ĕмĕрсенче пысăк хула пулни çинчен авалхи çăлкуçсем те каласа параççĕ. Ăна мăкшăсем никĕсленĕ, каярах Пăлхар патшалăхĕнчи ăрусенчен пĕри – пăрттассем тытса илнĕ пулать, хăйсен йăхĕн ячĕпе Пăрттас тесе ят панă. Темиçе ĕмĕр хула çак йăхăн тĕп хули шутланнă. X ĕмĕрте вăл Аслă пурçăн çул çинчен пуçланса Хĕвел тухăçнелле каякан тĕнче пĕлтерĕшлĕ суту-илӳ çулĕсен вăтам ĕмĕрсенчи чи пысăк хули пулса тăнă.
1236 çулта Батый хан эшкерĕсем Атăлçи Пăлхар патшалăхне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн Пăлхар, Сăвар, Пӳлер, ытти хуласенчен юлнă çынсем Пăрттаса чакса килнĕ. Çапла Пăрттас хули Пăлхар патшалăхĕн юлашки тĕрекĕ пулса тăнă. Анчах çулталăка çеç. Тепĕр çул кунта Пăлхар патшалăхĕн юлашки паттăрĕсем монгол-тутарсен çарĕпе юнлă çапăçăва кĕнĕ. Темиçе куна тăсăлнă хаяр тытăçура çума-çумăн тăрса сăварсемпе, пăрттассемпе, пăлхарсемпе, ытти халăхсемпе пĕрлех вĕсене пулăшма килнĕ вырăссем те çапăçнă.
Хӳтĕлевçĕсем кунта пĕр çын юлмиччен çапăçса вилнĕ иккен. Вилесене никам та пытарман. Хаяр çапăçура мĕнпур вăйне пĕтернĕ тăшман та, ӳтсем çĕрнипе чăтма çук шăршланса кайнă вырăнта нумай вăхăта тытăнса тăман пулас, хăйсеннисене те пуçтармасăрах малалла кайнă. Нумай та вăхăт иртмен, никам та килсе çӳремен хăрушă вырăн вĕтлĕхпе витĕннĕ. Вăхăт чарăнса ларнă кунта, пурте улшăнмасăр 1237 çулти пек выртнă. Çавăн хыççăн хула çинчен çĕршер çул нимĕн те паллă пулман. Иртнĕ ĕмĕр варринче çеç Пăрттас пулнă, ĕмĕрсем хушшинче вăрманпа хупланнă вырăна ăнсăртран шыраса тупнă. Çывăхри ял ячĕпе «Золотаревское городище» теме пуçланă ăна. 60-мĕш çулсенче Пăрттаса çиелтен çеç М.П.Полесских тĕпченĕ, пуян пурлăх культурине, хула монголсем тапăннипе пĕтнин йĕрĕсем пулнине палăртнă. Анчах Сăр шывĕ хĕрринче 800 çула яхăн каялла пулса иртнĕ инкекĕн тĕрĕс калăпăшне XX ĕмĕр вĕçĕнче çеç археологи тĕпчевĕсемпе палăртма май килнĕ. Çапăçу пулнă вырăн хула территорийĕнчен чылай аякка тухать иккен. Вилнисен юлашкийĕсене 140 пин тăваткал метр лаптăк çинче тупнă. Кунсăр пуçне çапăçу хирĕнче питĕ нумай хĕç-пăшал, хӳтĕлев хатĕрĕсен, ут-тĕрĕшсен юлашкийĕсене тупнă. Тĕпчевсем хирĕç тăру вăхăтне (1237) çеç мар, çапăçăва тĕрлĕ йăхсем, халăхсем хутшăннине те палăртма май панă.
Монголсем енчен çапăçакансем тĕрлĕ, тĕпрен илсен тĕрĕк йăхĕсем, хӳтĕлевçĕсем – пăлхарсем, сăварсем, пăрттассем, ирçе-мăкшăсем, кăпчаксем, вырăссем пулнине палăртнă тĕпчевсем. Чи тĕлĕнмелли вара – хӳтĕлевçĕсен юлашкисем хушшинче аскиз культурине (хакассемпе кăркăссен культури) палăртакан çар хатĕрĕсем тупăнни. Çĕнĕ эрăн пĕрремĕш пин çулăхĕн вĕçĕнче 3000 çухрăмри Алтайра усă курнă ут-тĕрĕш хатĕрĕсем çинчи ылтăнланă тимĕр эрешсем Сăр тăрăхне епле лекнĕ-ха? Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем вĕсене хатĕрлессине вырăнта йĕркеленĕ тесе палăртаççĕ. Çакна ку эрешсен уйрăм тĕслĕхĕсене авалхи Руç, Атăлçи Пăлхар хулисенче тупнипе çирĕплетеççĕ. Ку япаласем пăрттассем Атăлçи пăлхар патшалăхне IX-X ĕмĕрсенче Алтайран килнĕ тесе шутлама май параççĕ.
Çакă тата ытти япаласем, Пăлхарта тунă ювелир эрешĕсем, христиан тĕнĕн паллисем, Çĕпĕр хĕç-пăшалĕсем, Иран тата Фин капăрлăхĕсем Пăрттас пысăк суту-илӳ центрĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Вăтам ĕмĕрсенчи Джейхани çырса хăварнă тăрăх Пăрттас витĕр Пăлхар – Киев суту-илӳ çулĕ иртнĕ. Пăрттасра тупнă суту-илӳ япалисем: виçесем, кире пуканĕсем, кĕмĕл, тăхлан, бронза шăранчăкĕсем (слитоксем) те çакăн çинчен калаççĕ. Ку япаласем Пăлхар укçи-тенки валли хатĕрленĕскерсем, анчах Пăрттасри хăйĕн производстви те Авалхи Руçпа Пăлхартан кая мар пулнă. Кунта тĕш тырă (тулă, сĕлĕ, урпа, вир) туса илнĕ, сухасемпе, çурласемпе, çавасемпе усă курнă. Тырра ал арманĕсемпе авăртнă. Анчах та хăрушă вăрçă чечекленекен хулана кĕлпе вĕçтернĕ.
– Темиçе кун çапăçса, сахалланса, суранланса, пĕтĕмпех юнпа çăвăннă мăн асаттесем çавах та парăнман шелсĕр тăшмана, пĕр çын юлмиччен çапăçнă. Паян кунта инçетрен килнĕскерсем, тăван çĕре хӳтĕлесе вилнĕ паттăрсен умĕнче пуç таятпăр эпир. Мăн асаттесене асăнса çăкăр хуçăпăр, – терĕ башня умĕнче Олег Цыпленков, ку çĕрте «чун çӳревçĕсене» вырăнти тавра пĕлӳçĕ кĕтсе илсе Пăрттас пулнă вырăна илсе кайса кăтартмалла пулни çинчен каларĕ. Анчах вăл килменни тĕллеве пурнăçлас – авалхи хулаш тĕлне çитсе курас тĕлĕшпе пысăк чăрмав сиксе тухрĕ. Çавах та палăртнă вырăна çул çӳревçĕсем никам кăтартмасăрах çитсе килме тĕллев тытрĕç.
Йывăçсен хушшинче çĕлен пек авкаланса выртакан сукмакпа темиçе çухрăм каймалла пулчĕ. Вăхăтран-вăхăта йывăçсем çине вырнаçтарнă стрелкăсем çул тĕрĕс пулнине кăтартса пычĕç. Чылайăшĕ ывăнса та çитнĕччĕ ĕнтĕ, тикĕс çĕртех такăнма тытăннăччĕ, сукмак самаях çӳллĕ, тăпра хăпартса тунă авалхи вал патне илсе çитерчĕ. Кăштахран тепĕр вал патне çывхарчĕç аякран килнĕ чăвашсем. Унăн урлă каçнă хыççăн археологсем чавнă вырăна пырса тухрĕç.
Çакăнтан хулаш варри те инçе пулмарĕ. Унта чарăнса паттăрсене асăнса çăкăр хуçрĕç «чун çӳревçĕсем», «йывăр тăпри çăмăл пултăр, чунĕсем канăçра пулччăр» тесе асăну апатне астивсе пăхрĕç.
– Тĕрлĕ халăх представителĕсем çапăçса вилнĕ ку вырăнта, – тенĕччĕ паçăр. – Пăрттассене хăйсене те ют халăх тесе калама пултараймастпăр. Вĕсем сăварсемпе, ытти йышсемпе хутшăнса хальхи чăваш халăхне йĕркелеме пулăшнă. Çакна хальхи Чăваш Енри Вăрнар, Вăрмар, Елчĕк, Тутарстанри Кайпăç районĕсенчи ялсен ячĕсем çирĕплетеççĕ. Хамăр тымарсене нихăçан та манса каяс марччĕ, – терĕ асăнса ĕçнĕ май Олег Цыпленков.
– Пирĕн мăн асаттесем çапла çирĕп чунлă çынсем пулни мăнаçлантарать. Чуралăха, пусмăра лекиччен ирĕклĕ пулса вилессине суйласа илнĕ вĕсем. Чыс та мухтав паттăрсене. Анчах та паттăрсем пĕтмен-ха. Пирĕн хушăра та нумай вĕсем. Акă эсир, «чунташсем», мĕнрен кая-ха? Çул çинчи йывăрлăхсене пăхмасăр, выçăллă-тутăллă, çывăрнă-çывăрман инçе çулта çӳресе хамăрăн тымарсене шыратăр. Мĕнрен паттăр мар? Çавăн пек паттăрсем малашне те ан иксĕлччĕр, – терĕ Раиса Сарпи поэтесса сăмах илсе.
Николай Сахаров вал çине хăпарчĕ: «Эпир кунта килни пирĕн телейлĕ пурнăçшăн, тăхăмĕсене ирĕклĕ, телейлĕ пурнăç туса парассишĕн пурнăçне шеллемен мăн асаттесемшĕн парне пултăр. Урăх парне çукран унăн вырăнне çири кĕпене хывса паратăп. Татăкăн-татăкăн вакласа унтан пусма тăрăхĕсем тăвăпăр. Йышăнсамăр, пирĕн ăру пуçĕсем, çак парнене», – тесе вăл футболкинчен çурса илнĕ пусма татăкне çывăхри йывăç туратти çине çыхса хучĕ. Ыттисем те кĕпе татăкĕсене парне вырăнне таврари йывăçсем çине çакрĕç. Темиçе самант шăп тăнă хыççăн аякран килнĕ хăнасем сукмак тăрăх каялла утрĕç. Пурте хăйсене питĕ пысăк, сăваплă ĕç тунă пек туйрĕç. Мăн аслашшĕсен çĕрĕ çамрăк ăрăва хăйĕн хăватне пачĕ ахăр. Ывăннипе тин çеç ураран урана аран ирттерекен çынсем тӳрленсе тăчĕç, çăмăллăн утса кайрĕç, такăнакан пĕри те пулмарĕ.
Часах автобуссем кил еннелле тапранчĕç, Саранск, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем çумĕпе иртрĕç. Каçалапа Шупашкара – авалхи Вăта Сувар хулине çитрĕç. Çул çӳревпе пурте кăмăллă юлчĕç. Çитес çул «чун çӳревçĕсем» Çĕпĕрти Тобольск тăрăхне, Иртыш юхан шывĕ çинчи Чăваш сăмсахне кайса курасшăн.
Чăваш пики Каçпи тинĕс хĕрринче.
Чăваш пики Каçпи тинĕс хĕрринче.
Пăрттас хули пулнă çĕрте археологсем чавнă вырăн.
Пăрттас хули пулнă çĕрте археологсем чавнă вырăн.
 
: 884, Хаçат: 33 (1023)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: