Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Туя туй пек тăвар-и?» – тенĕ те кивӳселсем августăн 3-мĕшĕнче тавра ял кисренмелле, Раççей тĕлĕнмелле туй кĕрлеттернĕ. Кун пеккине хальччен ку тăрăхра курман-ха. Сăлтавĕ те пурах çав: Аксу районĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Анат Кама хулинче ĕçлесе пурăнакан Надежа Пименовапа Петр Ваструков РЕН ТВ каналăн «Тăватă туй» проектра финалта. Ентешсене кун пек чух мĕнле пулăшмăн? Республика, район, наци чысĕ-çке.
Аса илтеретпĕр, РЕН ТВ каналта çĕнĕ «Тăватă туй» проект май уйăхĕнче пуçланчĕ. Надежда (халĕ кивӳселсен çĕнĕ кинĕ. – Авт.) проект сайтĕнче анкетăна тултарнă та финалах тухнă. Вĕсен проектра çĕнтерес шанăçĕ малтанах пысăкчĕ-ха, халĕ, чăваш туйне ирттернĕ хыççăн, тата ӳсессе шанатпăр. Сăмах май, финалта тăватă мăшăр, Мускав, Санкт-Петербург, Пенза çамрăкĕсем тата пирĕн ентешсем. Проект условийĕсем тăрăх, чи лайăх туя çĕнĕ кинсем хăйсем хакласа палăртмалла. РЕН ТВ унччен икĕ туя Санкт-Петербургра тата Пензăра ӳкернĕ пулнă ĕнтĕ, пирĕннисем шучĕпе виççĕмĕш. Проектăн режиссерĕ Любовь Егорова каланă тăрăх, Аксу туйĕ вĕсене наци илемĕпе (колоричĕпе) тыткăнлать.
Аксусем туя чăнах та районĕпех хатĕрленнĕ, çавăнпа РЕН ТВ телеоператорĕсен пĕр минут та канма вăхăчĕ пулманни иккĕленӳллĕ мар. Палăртса хăварар, телевидени журналисчĕсемпе, телешоу ертӳçисемпе пĕрле тепĕр виçĕ конкурсантка, Мускавпа Санкт-Петербургри икĕ Татьяна тата Пензăри Надежда та килнĕ.
Маларах палăртнă пекех, Надеждăпа Петя августăн 3-мĕшĕнче Анат Камăри ЗАГСра çырăннă хыççăн тăван ялта, Аксу районĕнче туй турĕç. Августăн 3-мĕшĕнче кăнтăрла иртнĕ хыççăн Кивĕ Ӳселĕнче лару-тăру мĕнлерех пулнине сăмахпа каласа та пĕтерме çук: урамсенче чăваш наци тумне тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем купăс тăсса ташлаççĕ-юрлаççĕ, курăк çинче ача-пăча (вĕсем те наци тумне тăхăннă) вылять, çак тĕлĕнтермĕше вара чăваш сапунĕллĕ кинемисем саксем çине ларса тимлĕн сăнаççĕ, çурт-йĕрсене тĕрĕсемпе илемлетнĕ…
Палăртса хăварар, ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ туя пĕр килте кăна ирттермен, çак паллă пулăма ратне-тăванпа килĕрен çӳресе темиçе кун уявланă. Хальхинче те акă туй кортежĕ каччă килне мар, малтан унăн çывăх тăванĕ патне чарăннă. Тин çеç ЗАГСра çырăннă мăшăра кунта чăваш наци тумне тăхăнтарнă. Шурă кăпăк пек кĕпене хывса тĕрĕллĕ чăваш кĕпи, пуçне тухья тăхăннă Надежда, тĕрĕллĕ чăваш кĕпиллĕ Петя урама тухсан туй çĕнĕ вăйпа малалла тăсăлнă.
Халăх урам тăрăх юрласа-ташласа каччă килнелле утнă вăхăтра тепĕр урамран тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ лаша лавĕ вĕçтерсе килни курăнса кайнă. Петьăн ачаран пĕрле ӳснĕ тутар тусĕ иккен вăл, юлташне çемье çавăрнă ятпа ятарласах саламлама килнĕ. Йĕкĕт купăс каласа тутарла юрласа, ташласа савăнтарнă. Кунпа кăна вĕçленмен-ха сюрприз, Надеждăн вырăс тусĕсем те парăмра юлман, вĕсем мăшăра тепĕр урамра кĕтсе тăнă. Кунта вара çамрăк мăшăрăн чăн-чăн тĕрĕслев витĕр иртмех тивнĕ. Вырăс халăх йăлипе вĕсене юрă-ташăпа кĕтсе илнисĕр пуçне йӳçĕ эрĕм, хирти чечексем, хурăн милĕкĕ çине те тăратнă. Ара, пурнăçра тĕрли пулать-çке. Тепĕр конкурсра проектăн ытти конкурсанчĕсен те вăр-варлăхне тĕрĕсленĕ: туратлă пĕренене алă пăчкипе сĕртернĕ. Паллă ĕнтĕ, хула хĕрĕсем ку енĕпе хамăрăн Надеждăна çитеймен.
Тĕп çуртра, каччăн килĕнче çамрăк мăшăра, авалхи йăлапа ашшĕ-амăшĕ çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ, кĕтес умĕнче чĕркуçлентерсе пил панă. Çĕнĕ кин каччăн килне килсенех упăшкин ашшĕ-амăшне парнесем панă хыççăн пĕрремĕш хут вĕсене «атте», «анне» тесе чĕннĕ.
Акă ĕнтĕ, çемьене хушăннă çĕнĕ çыннăн тухйине хывма та вăхăт çитнĕ. Надеждăн тухйине хывса хушпу тăхăнтарнă. Кун хыççăн авалхи йăлапа çĕнĕ кин хăнасене хăй пĕçернĕ пăтăпа сăйланă. Мĕн чухлĕ юрă шăрантарса, такмак каласа ура тĕпĕ ыратиччен ташламан-ши çав кун кивӳселсем?!
– Нумай туйра пулнă эпĕ, кун пеккине курман, – пĕлтернĕ телепроектăн фотографĕ. Кун пеккине ытти конкурсанткăсем те хальччен курман иккен. Аксусемшĕн, республикăри ытти мĕнпур чăвашсемшĕн кăна вăл пĕрре те çĕнĕлĕх мар, туя туй пек туни çеç.
Сăмах май, Надежда проекта хутшăнакансемпе пĕрле çитес вăхăтра тепĕр туя (хальхинче Мускава) хаклама каять. Телешоу вара хĕлле çеç вĕçленет-ха. Эпир Надеждăпа Петьăна проектра ял, район, республика шанăçне тӳрре кăларма ăнăçу сунатпăр.
 
: 953, Хаçат: 33 (1023)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: