Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алăка питĕрсе илсен те чӳречерен кĕрекен глобализаципе кашни халăх хăйне майлă кĕрешет. Хӳтĕлев механизмĕсем те тĕрлĕрен: тутарсем республикăра пурăнакансене пурне те тутарла вĕрентме тăрăшаççĕ, марисем кинематографине сулăнчĕç, хăйсен чĕлхипе чаплă киносем ӳкереççĕ, чăвашсем эпир юрлатпăр. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Тутарстан чăвашĕсен пысăк делегацийĕ Шупашкарта пулчĕ.
Августăн 11-мĕшĕнче оперăпа балет театрĕнче тулли зал çын пухăннă, ларма вырăн çук. Чăваш Республикинчен кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан чăвашсем пухăннă кунта. Сăлтавĕ – Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Вячеслав Христофоров 50 çул тултарать.
Михаил Федоров, Марта Зайцева, Виталий Адюков, Алина Акăшпи, Ольга Кондратьева тата, паллах, Вячеслав Христофоров хутшăнакан «Янра юрă» ушкăн репертуарти чаплă юрăсене шăрантарнă хыççăн сцена çине ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тухрĕ. Вăл республика пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламлă çырăвне чăвашла вуласа пачĕ, кăмăлтан ăшă сăмахсем каларĕ, юбиляра чечек çыххи парса чысларĕ. Сăмах май каласа хăвармалла, юрăçа мĕн чухлĕ чечек панинчен те халăх юратăвне сисме пулать иккен, халăх артистне çак кун чечексен ăшне путарчĕç.
Ульяновск облаçĕн культура министрĕ Татьяна Ившина тата Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов артиста саламлама сцена çине пĕрле тухрĕç. Культура министрĕ Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики хушшинче пĕрле хутшăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ пурри çинчен каларĕ, çапах та, министр сăмахĕпе, халăхсем туслă чухне нимĕнле хут та кирлĕ мар. Татьяна Александровна çак самантра облаçра пурăнман иккĕмĕш çынна чаплă наградăпа чысласси çинчен пĕлтерчĕ (пĕрремĕшне Салавата панă пулнă). Вăл Вячеслав Христофорова «Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысларĕ. Ханяфи Рамазанов пухăннисене чăвашла саламларĕ. Вăл ертсе пыракан районта ытларах чăвашсем пурăнаççĕ, тен, çавăнпах-тăр, чăнлăсем облаçра малта пыракансенчен пĕрисем. Вячеслав Христофоров Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулнине те аса илтерчĕ район пуçлăхĕ. «Вăл чăваш ятне Чăваш Республикин тулашĕнче çĕклет», терĕ Ханяфи Валиевич.
Юрăсем пĕринчен пĕри илемлисем янăраççĕ. Паллă юрăçсем те саламларĕç артиста сцена çинчен. Чăваш Енĕн Пушкăртстан Республикинчи суту-илӳ тата экономика енĕпе полномочиллĕ представителĕ Владимир Портнов та юбиляр ячĕпе нумай ăшă сăмахсем каларĕ. Вăл «Чăваш эстрадинче те генералсем пулмалла» тесе артиста генерал кительне тăхăнтартрĕ. Христофоров чăтса тăраймарĕ, çийĕнчех Смуглянкăн пĕр куплетне юрласа пачĕ. Çапла, шӳтпе-мĕнпе уяв концерчĕ малалла тăсăлчĕ.
Кам кăна саламлама килмен юрăçа! Ентешĕсем (Вăл Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă), ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, ветерансен организацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем, юлташĕсем тата ыттисем те.
Тутарстанăн йышлă делегацийĕ ятĕнчен сăмаха асли Анатолий Самаренкин каларĕ. «Регионсен наградисем хушăнса пыраççĕ, çавăнпа та Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне илме те вăхăт çитнĕ», – терĕ вăл. Çавăн пекех Константин Яковлев та, Светлана Граф та саламлă сăмахсем каларĕç. Тутарстансем артиста кĕмĕлпе илемлетнĕ граммофон тата картина парнелерĕç.
Вячеслав Христофоров Станислав Кондратьев профессор патĕнче вĕреннĕ. Станислав Алексеевичăн вĕренекенĕсемпе мăнаçланмалăх пур, пĕтĕм çĕршыв тăрăх саланнă вĕсем, пултарулăхĕпе çынсене савăнтараççĕ. Вĕсенчен пĕри, паллах, Вячеслав Христофоров. Ăна юрă çулĕ çине тухма пулăшаканĕ Иван Христофоров пулни те паллă, тетĕшĕ сцена çинчен халиччен янăраман юрăпа саламларĕ шăллĕне. «Чăваш паттăрĕсем» ятлăччĕ унăн çĕнĕ юрри.
Чăнах та, халăха хӳтĕлеме пултаракан паттăр арçынсем пур чухне – вăл пурăнать, пĕтмест. Ку чухне халăхĕ хăйĕн мухтава тивĕç ывăлĕсене еплерех чысланинчен те килет. Çакă çӳллĕ шайра пулнине вара эпир уяв концертĕнче хамăр куçпа куртăмăр. «Пĕрле пулма пире пил панă ваттисем, Чăвашлăха çĕклетпĕр, чăвашсем!» тесе юрлать Иван Иванович Христофоров шăллĕне халалланă çĕнĕ юрринче. Унпа килĕшес килет.
 
: 979, Хаçат: 33 (1023)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: