Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ШУПАШКАРТИ «Хавал» обществăлла организаци хулари обществăлла транспортсенче чарăнусен ячĕсене кăна мар, чи кирлĕ сĕнӳсене те чăвашла пĕлтерме, çитменнине республика Конституцийĕнчи Чăваш Енĕн чĕлхесем çинчен калакан статйипе килĕшӳллĕн малтан чăвашла, кайран вырăсла хыпарлама ыйтса хулари троллейбус управленине çырупа тухнăччĕ. Шел те, çак кунсенче Шупашкарти троллейбус управленийĕ «Хавал» ыйтăвне тивĕçтерме çукпа пĕрех тесе хуравланă тесе пĕлтерет «Ирĕклĕ сăмах» Интернет-хаçат. Троллейбус управленийĕн ертӳçи А.Каныгин çакна чарăнусен хушши пĕчĕк пулнăран хыпара пĕтĕмпех каласа пĕтерме вăхăт çитменнипе çыхăнтарать иккен. Чарăнусен ячĕсене хăш чĕлхепе маларах хыпарласси вара РФ чĕлхесем çинчен калакан законĕпе пурнăçланнине пĕлтернĕ. Ертӳçĕ Шупашкарти обществăлла транспортсенче салонри информацие икĕ чĕлхепе хальлĕхе троллейбус управленийĕ кăна пĕлтернине те асăнмасăр хăварман.
МАРИЙ ЭЛ. Йошкар-Ола мэрийĕнче çак кунсенче экспертсен хулана санитари енчен тасатмалли схемипе паллашнă тесе пĕлтерет REGNUM ИА. Схемăпа килĕшӳллĕн, хытă çӳп-çап валли çĕнĕ полигонсем йĕркелемелле тата çӳп-çаппа юра тирпейлемелли çĕнĕ мелсемпе усă курмалла-мĕн. Хальхи вăхăтра кунта куллен пуçтарăнакан çӳп-çапа уйăрмаççĕ, юрпа пĕрле пуçтарăнса пыракан наркăмăшлă веществосем тăпрари шыва лекес хăрушлăх пысăк. Экспертсем сĕннĕ схема 20 çула тăсăлмалла, пĕтĕм ĕç 1 миллиард та 600 миллион тенке ларать.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ çитес вăхăтра Раççей историйĕн обществин вырăнти уйрăмĕ уçăлĕ. Облаçăн искусствăпа культура политикин министрĕ Т.Ившина пĕлтернĕ тăрăх, вăл регион историне объективлă вĕренес, халăхра анлă сарас, облаçăн истори культурине йĕркелес тата наци астăвăмне упраса хăварас тĕллевпе кирлĕ. Регион Правительствинче ку ыйтупа лару та иртнĕ ĕнтĕ, унта шăпах пулас организацин ĕçне, функцийĕпе структурине пăхса тухнă.
ПУШКĂРТСТАН Правительстви вăйлă çумăра пула шар курнă Абзелиловски тата Белорецки районĕсенчи пурăнмалли çуртсене тата социаллă объектсене октябрĕн 15-мĕшĕччен юсаса пĕтерме хушу кăларнă тесе хыпарлать REGNUM ИА. Пушкăртстанăн патшалăх строительствин мĕнле юсав ĕçĕсем тумаллине августăн 18-мĕшĕччен, профильлĕ ведомствăсем инкек кӳнĕ тăкака саплаштармалли документсене сентябрĕн 5-мĕшĕччен хатĕрлесе Пушкăртстан Правительствине тăратмалла.
 
: 1442, Хаçат: 33 (1023), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: