Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПРЕЗИДЕНТ ПĂВА РАЙОНĔНЧЕ
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Пăва районĕнче вырма мĕнле пынипе паллашнă. Хирсене вертолетран сăнаса пăхса çӳренĕ хыççăн Рустам Минниханов «Ак Барс агро» агрохолдинга кĕрекен ООО «Авангард» хирĕнче районти хуçалăхсемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă. Хальхи вăхăтра ку хуçалăх хирĕнче урпа çапаççĕ. Унăн тухăçĕ гектартан З8 центнер. Районта акнă лаптăксен 66 проценчĕ çинчен тырă çапса илнĕ. Тухăç гектартан 27 центнер тухать. Вырмапа пĕрлех кĕрхи тырăсене акма хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ, лаптăксен 15 процентне хатĕрленĕ ĕнтĕ. Вырмана районта 10 кунтан, кĕрхи тырăсене акассине сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлесшĕн. Çав кунах Р.Минниханов вырма ĕçĕсем Çĕпрел районĕнче мĕнле пынипе паллашнă.
ЛЮЦЕРНĂН ТУХĂÇЛĂ СОРЧĔ
Тутарстанра люцернăн çĕнĕ сортне – нумай çул ӳсекен, пысăк тухăçлă «Гюзель» сорт кăларнă. Çĕнĕ сортăн симĕс масси халичченхи сортсеннинчен 15-20 процент ытларах пулать. Тутарстанра нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕ 600 пин гектара çитет, çав лаптăкăн çуррине ытла люцерна йышăнать. Çавăнпа та ку ял хуçалăх культурине çĕнетсе, пахалăхне лайăхлатса пыни уйрăмах кирлĕ. «Гюзель» сорт тымар çĕрессине хирĕç тăрать. Анчах та унăн тĕп пахалăхĕ – пысăк тухăçлăх. Çакă республикăри агропромышленность комплексне хĕле валли пахалăхлă апат хатĕрлеме май парĕ. 2012 çулта «Гюзель» Госреестра кĕнĕ. Çапла вара ку сезонрах ял ĕçченĕсен нумай çул ӳсекен курăксен лап- тăкне люцернăн çĕнĕ, перспективлă сорчĕпе çĕнетме май пур.
ĔНЕ ÇĂВĔ – ЮТ ПАТШАЛĂХРАН
Ют патшалăхсенчен илсе килнĕ ĕне çăвĕ вырăнтине хĕссе кăларать. Çу ют çĕртен илсе килесси ӳснин тĕп сăлтавĕ Раççей ВТОна кĕнĕ хыççăн таможня пошлинин импорт ставкисем чакни пулса тăнă. Ĕне çăвĕн импорчĕ 2012 çулта Раççей рынокĕн калăпăшĕн 1/3 пайĕнчен ытларах йышăнать. Çăвăн экспорчĕ Раççей производствин 2 процентне те йышăнаймасть. Экспорта ярассин динамикине илес пулсан пĕлтĕр Раççейрен ĕне çăвĕ виçĕм çулхинчен 25 процент ытларах ăсатнă. 2013 çулхи икĕ уйăх тăрăх çу импорчĕ чылай ӳснĕ.
ПЫЛ СИПЛĔХĔ ӲСНĔ
Кăçал Тутарстанри харпăр тата фермер хуçалăхĕсем 180 тонна пыл уçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен АПК çак секторĕнче пыл туса илекен 4,5 пин ял çынни шутланать. Пыл хурчĕсен кашни çемйинчен кăçал 50 килограмран ытла пыл уçланă. Çапла вара пыл кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пулать. Кăçал нӳрĕк çитменнипе пыл кăштах çăрарах, анчах унăн пахалăхĕ япăхланман. Пачах урăхла, вăл сиплĕрех пулса тăнă.
 
: 1539, Хаçат: 33 (1023), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: