Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА. «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци вăхăтĕнче хулапа район çыннисем икĕ çулта 400 ытла ачана пулăшнă. Вĕсене 700 пин тенкĕлĕх ранецсемпе спорт тата шкул тумĕсем илсе панă. Елабугăсем акцие кăçал та малалла тăсаççĕ тесе пĕлтерет район сайчĕ. Акци вăхăтĕнче тепĕр 100 ытла ачана (пĕрремĕш класа каякансене кăна мар, сахал тупăшлă, усрав çемьесенчи тата инвалид-ачасене те) шкула пуçтарăнма пулăшма палăртнă. Ранецсене тата шкула каймалли ытти хатĕрсене картиш уявĕсенче тата учительсен августри семинарĕнче ачасене парĕç. Ялти ача-пăча вара парнене сентябрĕн 1-мĕшĕнче илĕ.
АНАТ КАМĂРИ электросеть предприятийĕн пуçаруллă çыннисем Шашкино ялĕнчи храма çĕнетсе юсама тытăннă. Икĕ ĕмĕр каялла лартнă чиркĕвĕн малтанхи сăн-сăпатне тавăрасси пĕрре те çăмăл ĕç мар, темиçе кунра çӳп-çапа кăна 5 «КамАЗ» тиесе ăсатнă. Храм нумай çул ĕнтĕ пушă ларать, шăпи те çĕршыври ытти пин-пин чиркĕвĕнни пекех: совет самани вăхăтĕнче тырă упранă, совхоз пĕтсен вăл та кирлĕ пулман. Халĕ чиркĕве çӳп-çапран тасатаççĕ, çитес вăхăтра волонтерсем унăн фасадне сăн кĕртме тытăнĕç. Тăрăшни сая каймĕ, мĕншĕн тесен храмра нумай пулмасть (юлашки 80 çулта пĕрремĕш хут) кĕлĕ те иртнĕ.
ПАВЛĂРА бард юррисен фестивальне ирттересси йăлара. Ăна йĕркелекенĕ Валентина Журавлева педагог. Уява ирттерме районти культура уйрăмĕпе Удмурт-Ташлă ял хутлăхĕ хутшăннă. Кăçалхи фестиваль çумăрлă кунсене тӳр килнĕрен-ши ытти çулсемпе танлаштарсан, конкурса хутшăнакансен шучĕ пурĕ те 36 çын çеç пулнă. Вĕсем Павлă хулинчен кăна мар, Мускавран, Оренбургран, Хусантан, Элметрен, Азнакайран, Туймазăран, Пушкăртстанри Ĕпхӳрен, Пелепейрен, Стерлитамакран килнĕ.
ТЕЧЧĔ. Пухтел ялĕнче çак кунсенче йывăç вагонка кăларакан цех уçăлнă. Хĕрлĕ хăйăва касмашкăн район ертӳçи В.Чершинцев хăй те килнĕ. Çăкаран хатĕрлекен вагонка халăха кирлине, çавна кура цех тулли вăйпа ĕçлетĕр тесен унăн производство калăпăшне ӳстермеллине, эппин, малашне районти йывăçа урăх республикăсене ăсатас вырăнне районтах усă курмаллине каланă вăл.
Сăмах май, «Татфорест» тулли мар яваплăхлă обществăн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Теччĕ йывăçĕн пахалăхĕ пысăк. Çавăнпа малашне район территорийĕнчех строительство материалĕ хатĕрлеме тытăнни тупăш кӳрĕ. Продукцие Раççейри регионсене ăсатĕç, район халăхĕ валли ваккăн сутакан лавккасем уçăлĕç. Çĕнĕ производство цехĕ район халăхне 15 ĕç вырăнĕпе те тивĕçтерет.
ÇАРĂМСАН районĕнчи культура çурчĕсемпе клубсем (кăçал 13-ĕн хутшăннă) хатĕрлекен Чечек уявĕ çулран-çул лайăх иртет. Вĕсем чечек композицийĕсемпе район халăхне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтереççĕ. Акрель Культура çурчĕ (илемлĕх ертӳçи Лидия Квакова) ку мероприятие тĕплĕн хатĕрленет. Кăçал та акă акрельсем Гран-прие тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна Подлесноутямыш, иккĕмĕш – Черноключевски, виççĕмĕш вырăна Кивĕ Йĕлмел Культура çурчĕсем çĕнсе илнĕ.
 
: 1281, Хаçат: 33 (1023), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: