Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче 1905 çулта чиркӳ тунă пулнă. Ун çумĕнчи приххут шкулĕнче ачасене хут вĕрентнĕ. Анчах пăлхав вăхăчĕсем пуçлансан чиркӳ ĕçĕ нумая тăсăлаймасть. Вăрçă вăхăтĕнче чиркӳ çуртĕнчен Ленинградран эвакуациленĕ ачасем валли ача çурчĕ тăваççĕ, унтан клуб. Вăрçă хыççăн ăна сӳтсе пĕренисене мастерской, ял канашĕн çуртне тунă çĕре яраççĕ. Ача шыва кĕртсе венчете тăракансене çулран çул çырса пыракан чиркӳ кĕнеки революци хыççăн пушарта çунса кайнă, çавăнпа та нумай ватă çыннăн çуралнă вăхăчĕсем паллă марччĕ. Çапларах ялти православи храмĕн кĕске историйĕ.
Виçĕ çул каялла ял халăхĕ пухăнса чиркӳ тума калаçса килĕшет. Ĕçсене ертсе пыма ялтан тухнă пысăкрах çынна, Пăвари хула сучĕн председательне Леонид Глинкина яваплаççĕ. Вăл тӳрех чиркӳ тума рабочисем, спонсорсем шырама тытăнать. Укçине ял çыннисем те нумай пухса панă, предприятисем те айккинче тăрса юлман. Хăйĕн кĕсйинчен те сахал мар кăларса панă Леонид Петрович çак сăваплă ĕç валли. Ялти хисеплĕ çынсем Владимир Савельев тата Анатолий Сергеев çынсене хавхалантарма пултарнă, Феодосия Проворовăпа Лидия Хлынова укçа пуçтарнă. Икĕ çул çурăра пĕрле пухăнса ял варринче чиркĕве туса та лартнă. Пӳркелсем кăна мар, пĕтĕм Тăхăрьял кĕтнĕ савăнăçлă самант Пыл Сăпасĕ умĕн пĕр кун маларах пулса иртрĕ – Казански Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркӳ çынсем валли алăкĕсене уçрĕ.
Августăн 13-мĕшĕнче ирхине 8 сехет те 15 минутра Пӳркел чиркĕвĕ умĕнче Тутарстан митрополитне Анастасия çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Чиркӳ картишĕнче касмăксемпе, бидонсемпе светить тунă шыв лартнă, карта леш енче хĕрессем, çуртасем, турăшсем сутаççĕ, прихожансем валли апат ха- тĕрлеççĕ.
Анастасий митрополит пулăшаканĕсемпе пĕрле чиркĕве светить тума тытăнчĕ. Пĕрремĕш ирхи кĕлле килнĕ çынсене чиркӳ, пĕчĕк мар пулсан та, пурне те шăнăçтараймарĕ. Ирхи кĕлĕ хыççăн Анастасий проповедь ирттерчĕ. Ĕненекенсен чĕрисене сăмахпа витерсе чуншăн кирлĕ сăмахсем каларĕ вăл, ырлăхпа пĕрле пурăнмаллине аса илтерчĕ.
Хĕрес чуптăвиччен малтан Тутарстан Митрополийĕ ятĕнчен чиркӳ тăвас ĕçе хастар хутшăннă çынсене наградăсем пачĕç, çавăн пекех Пăва район администрацийĕ те сăваплă ĕçшĕн çынсене Хисеп хучĕсем пачĕ. Вĕсен хушшинче тутар çыннисем те пурри çак тăрăхра халăх ĕлĕкрен туслăхра пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев тăхăръялсене çав тери хисеплет, юлашки вăхăтра вăл ку тăрăха тăтăшах килсе çӳрет. Хальхинче те Анатолий Пантелеймонович ятарласа чиркӳ уçнă çĕре килсе çитрĕ. Вăл пухăннисен туслăхĕпе сатурлăхне ырласа нумай ăшă сăмахсем каларĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе Леонид Глинкина наградăларĕ.
Тутарстан митрополийĕн пуçлăхĕ ăна уçăлнă чиркӳ валли Шупашкар митрополийĕнчен пачăшкă тупса пама ыйтрĕ. Хальлĕхе кунта службăсене пысăк уявсенче ирттерме йышăннă. «Тĕнче кун-çулĕ вĕçленичченех тăмалла пултăр çак храмăн», – терĕ юлашкинчен Анастасий митрополит.
 
: 887, Хаçат: 33 (1023)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: