Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пуянсем Раççейрен ак ĕнтĕ миçе çул хăйсен капиталне илсе тухаççĕ. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕнче кăна чикĕ леш енне 6-7 миллиард доллар кайнă. Паллах, экономикăшăн ку çухату. Çапла пĕлтĕр çĕршывран 54 миллиард доллар илсе тухнă инвесторсем. Ют çĕршыв усламçисем ăнлантарнă тăрăх, Раççейри проектсене финансласси хальхи вăхăтра çав тери теветкеллĕ. Укçине çухатасран хăраççĕ пуль.
 
Раççей территорийĕнче халĕ васкавлă службăсене 01, 02, 03, 04 телефонпа çеç мар, 112 номерпе те йыхăрма пулать. Çакна килти телефонпа та, кĕсьерипе (сотовый) те тума пулать. Тутарстанра ку проект икĕ çул каяллах ĕçлеме пуçларĕ. Çул çинче авари-мĕн пулас пулсан ку номер çав тери усăллă.
 
Универсиада объекчĕсенче пулса курнисем унта металл шыракан детекторлă арка витĕр иртнĕ. Çак «хапхасене» халĕ республикăри колонисенче тата следстви изоляторĕсенче кĕнĕ çĕрте вырнаçтараççĕ. Металлодетекторсем хĕç-пăшал, тĕрлĕ тĕслĕ тимĕр япаласене асăрхаççĕ, электромагнитлă чăрмавсем вĕсемшĕн хăрушă мар.
 
«Нижнекамскнефтехим» УАО пуçлăхĕ улшăннă хыççăн (Владимир Бусыгин вырăнне июль уйăхĕнче Олег Нестеров йышăннă) пĕрремĕш çур çул еплерех ĕçлени çинчен хыпарлать. 2013 çулхи 6 уйăхра акционерлă обществăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 9 процента чакнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăт хушăкĕпе танлаштарсан унăн таса тупăшĕ 43 процента чакнă. 2012 çулта вăл 11,53 миллиард тенкĕ пулнă пулсан, кăçалхи 6 уйăхра 8,7 миллиарда кăна çитнĕ. Хусанти вертолет завочĕ тӳнтерле, тупăшне 2,3 хут ӳстерме пултарнă.
 
Суд приставĕсем штраф е алимент тӳлессинчен тарса çӳрекенсене «Одноклассники», «В Контакте» тата ытти социаллă сетьсенче ячĕсемпе сăнӳкерчĕкĕсем тăрăх шырама пуçлаççĕ. Приставсем парăмçă ăçта ĕçленине пĕлсен, вĕсене патшалăх закупкисен порталĕ те, Раççей автор обществин сайчĕ те пулăшма пултараççĕ.
 
Августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен республикăра «Асăрханăр, ачасем» акци иртет. Çак вăхăтра çул-йĕр инспекторĕсем ачасене машинара тĕрĕс лартса çӳрессине тимлĕç. Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çулпа çӳрес йĕркене пăснăшăн штрафсем ӳсеççĕ. 12 тултарман ачасене машинара лартса çӳрес йĕрке те çирĕпленет. Ачана лартса çӳрекенĕн ача кресли е ларкăчĕ çук-тăк – 3000 тенкĕ штраф çырса параççĕ. Унччен çак штраф 500 тенкĕ кăначчĕ.
 
: 1527, Хаçат: 33 (1023), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: