Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ОРЕНБУРГ ОБЛАÇĔНЧИ Соль-Илецк курорт-хула Раççейĕн арбузлă тĕп хулин статусне илнĕ. «Соль-Илецк – Раççейĕн арбузлă тĕп хули» тавар паллине июлĕн 11-мĕшĕнче реестра кĕртнĕ. Аçтăрхан тата Волгоград облаçĕсем арбуз ӳстерессипе пирĕн çĕршывра лидер пулнине пурте пĕлетпĕр. Халь вĕсен йышне Оренбург облаçĕ те кĕнĕ. Соль-Илецк районĕн пуçлăхĕ Ю.Вдовкин REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, кунти арбуз та тутлăхĕпе Аçтăрхан тата Волгоград арбузĕсенчен нимпе те кая мар. Сăмах май, кашни çулах август уйăхĕнче çӳлерех асăннă курорт-хулара регионсен хушшинчи «Соль-Илецк арбузĕ» фестиваль иртет.
 
ЧĂВАШ ЕНРЕ çак кунсенче хĕрарăм-ӳнерçĕсен вунă кунлăх пленэрĕ пуçланнă. Тăваттăмĕш хут «Хĕрарăм куçĕн тĕсĕллĕ тĕнче» ятпа иртекен пленэра хальхинче Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен амăшĕсене, арăмĕсене тата вăрçăра вилнĕ хĕрарăмсене халалланă. Пленэр Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче иртет. Ӳнер сессийĕн тĕп тĕллевĕ халăха ӳнер çине тимлĕх уйăрттарасси пулсан, тĕп задачи – сăнарлă искусствăна аталантарасси, хĕрарăм-ӳнерçĕсен пултарулăхне вăйлатасси, вĕсене куравсене хутшăнма явăçтарасси. Пленэра Чăваш Енĕн 11 хĕрарăм-ӳнерçи хутшăнать.
 
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Мускав – Хусан – Екатеринбург» пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ иртекен çĕр пайĕсемпе усă курассине йĕркелекен хушу кăларнă. «2015 çул пуçламăшĕнче асăннă магистрале тума пуçлаççĕ, вăл 2018 çул тĕлне хатĕр пулмалла. Пирĕн строительство организацийĕсен ĕçсене хутшăнма хатĕр пулмалла», – тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев çак кунсенче иртнĕ канашлура. Чăваш Енĕн Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тата Етĕрне районĕсем урлă иртекен магистраль республикăн экономикине ырă витĕм кӳрессе шанаççĕ кӳршĕсем, вăл инвестицисем, туристсем илсе килессе ĕненеççĕ. Магистралĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1620 километр (Мускавран Екатеринбурга çити) пулмалла, электропоезд сехетре 300 километр ытла кайма пултармалла. Çапла вара Хусантан Шупашкара 35 минутра, Шупашкартан Мускава 3 сехетре çитме пулĕ. Чи малтан 803 километра тăсăлакан Мускав – Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан участока тума планлаççĕ. Пурĕ вара магистраль 11 регион – Мускав хули, Мускав, Владимир, Чулхула облаçĕсем, Чăваш, Тутарстан, Удмурти, Марий Эл, Пушкăртстан республикисем, Пермь крайĕ, Свердловск облаçĕ – урлă иртет.
 
Чăваш Енре кăçалхи пĕрремĕш çур çулта налог органĕсене уйрăм çынсен тупăшĕ çинчен калакан 78,9 пин деклараци панă. РФ Федераллă налог службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пысăк тупăш илекенсен шучĕ республикăра 8,3 процент таран ӳснĕ. 1-рен 10 миллион тенке çитиччен тупăш илнине 3015 çын палăртнă, 10-ран 100 миллион тенке çитиччен – 112 çын, 100-тен 500 миллион тенке çити – 24 çын, 500 миллионран тенкĕрен те ытларах тупăш 6 налог тӳлекен палăртнă.
 
: 1426, Хаçат: 32 (1022), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: