Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПИРВАЙХИ ПРЕМИЕ ТИВĔÇНĔ
Апас районĕнче вырман малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх укçан пирвайхи преми панă. Ахат Загиров ертсе пыракан комбайнăн экипажĕ 6,3 пин центнер тĕш тырă çапса илнĕ. Вырмана хăвăртлатнă меслетпе ирттерме механизаторсене комбайнăн тăхăр метрлă жатки «пулăшать». Чăнах та, техника çĕнĕлĕхне хăнăхма малтанласа йывăр пулнă. Анчах та комбайнер хăй те, пулăшаканĕ – Рамиль Миннебаев та ăна кĕске срокра алла илнĕ.
ВĂРЛĂХА ХЫВАÇÇĔ
Мензеле районĕнче çĕнĕ тырра çитес çул акма вăрлăха хывма тытăннă. «Вамин Минзаля» агрофирмăн «Якты юл» хуçалăхĕнче ĕçсем ку тĕлĕшпе уйрăмах лайăх пыраççĕ. Тĕш тырă тасалать, кирлĕ кондицисене çитет, унтан ăна агрофирмăн ытти уйрăмĕсене леçеççĕ. Аю ялĕн йĕтемĕнче йĕрке хуçаланать. Йĕтемпе складсем кунта вырма тапхăрĕнче çеç мар, çулталăкĕпех ĕçлеççĕ.
ТĔВЕСЕМПЕ ПĂЛАНСЕМ ТЕ ПУЛАÇÇĔ
Августăн 26-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери «Агрорусь» агропромышленность курав-ярмарки иртет. Унта Тутарстанри тавар туса илекенсем те хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех Тутарстан фермерĕсем хăйсен ĕçĕн тĕрлĕ енĕсене кăтартаççĕ: çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, чĕртавара тирпейлесси, апат-çимĕç продукцине кăларасси. Юлашки тапхăрта ТР фермерĕсем килти выльăхпа чăх-чĕпе çитĕнтерес тĕлĕшпе отрасльсенчи пысăк комплекссен компаньонĕсем пулса тăраççĕ. Çав тĕллевпе вĕсем пысăк холдингсене пĕрлешеççĕ. Çитĕнĕвĕсене Санкт-Петербургра кăтартаççĕ. Кунсăр пуçне «Агрорусь» курав-ярмаркăна ТР АПК специализациленĕ предприятийĕсем те пыраççĕ. Кăçал куравра выльăх-чĕрлĕхпе мамăклă тискер кайăксене те кăтартасшăн. Уçă сывлăшра 700 тăваткал метр йышăнакан лаптăкри павильонсенче мăйракаллă вĕтĕ тата шултра выльăхсем, çурçĕр пăланĕсем, кăнтăрти тĕвесем пулаççĕ.
КĔРХИ ТЫРĂСЕМ АКАСШĂН
Тукай районĕн фермерĕ Минталип Минниханов тăтăшах çумăрсем çуса тăнине пăхмасăрах вăрлăха кĕркунне акма хатĕрлет. Кăçал вăл 50 гектар çине кĕрхи тулă акасшăн. Пĕтĕмĕшле илсен кĕр аки валли пĕрремĕш репродукциллĕ 35,5 тонна вăрлăх кирлĕ. Ăна хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Кĕр акине фермер августăн 15-мĕшĕ хыççăн тухасшăн.
 
: 1439, Хаçат: 32 (1022), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: