Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ваççук асламăшне чăрмантарас темерĕ, алăка хăй уççипех уçса кĕчĕ те çурăмĕ çине çакнă сумкине хывмасăрах, салтăнмасăрах коридорта тăракан пукан çине ларчĕ.
– Кам унта? – пуçне ялт çĕклерĕ тĕпелте вир кĕрпи тасатса ларакан асламăшĕ.
– Эпĕ, эпĕ ку, асанне, Ваççук, манран хакли саншăн çук, – юрланă пек сăвăласа сас пачĕ мăнукĕ.
– Кăна тĕрĕс калатăн вара, няняккам. Ара, мĕн туса ларатăн эсĕ, ылтăнăм, унта, – аллине саппун аркипе шăлса ун патне çывхарчĕ Марье кинеми.
– Çумăр çăвать тулта. Пылчăк çăрса ывăнтăм.
– Салтăн хăвăртрах. Йĕпе тумтире типĕтме çакас пулать.
Ваççук тумтирне улăштарчĕ те тӳрех кухньăна таплаттарчĕ.
– Ылтăнăм, аллусене кам çăвать? – асăрхаттарчĕ асламăшĕ.
– Халех çăватăп, – кукăль татăкне чăмла-чăмла ваннăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ ача. Унтан таврăнчĕ те сĕтел хушшине асламăшне хирĕç вырнаçса ларчĕ.
– Ну, каласа пар, мăнукăм, мĕн çĕннине пĕлтĕн-ха паян чăваш чĕлхи кружокĕнче? Тăван халăхăмăр çинчен, чĕкеç чĕлхи пек çепĕç чĕлхемĕр çинчен?
– Паян эпир, асанне, зерем бозса вир акрымыр, – чăвашла сăмахсене тĕрĕс калама тăрăшса аллисемпе хăлаçланчĕ Ваççук.
– Тепре кала-ха, мăнукăм. Тем, ăнлансах çитереймерĕм.
– Зерем бозса вир акрымыр, – тĕрĕсрех каларĕ мăнукĕ.
– Ан сӳпĕлтет-ха, ылтăнăм. Хальхи пылчăклă çанталăкра кам çерем пусса вир актăр?
– Ой, вилеп! – варне тытсах кулма тытăнчĕ Ваççук. – Асанне, эпир вăйă вĕрентĕмĕр. Çавăн пек юрлаççĕ унта.
– Вăт халь ăнлантăм, пепкем. Эпир те пĕчĕк чухне юрлаттăмăр çак юрра.
– Асанне, эс мĕн ĕçлетĕн? Ку мĕскер? – вир кĕрпине алла илчĕ Ваççук.
– Ку вир кĕрпи, маттуркам. Çавна тасататăп хура пĕрчĕсенчен.
– Ма кун пек пĕчĕккĕ вĕсем? Эпир вĕреннĕ юрăра «вире булче борзя пек» тенĕ.
– Юрăри вирне ĕçчен çынсем акса ӳстернĕ пуль. Çавăнпа пăрçа пысăкăш ӳснĕ пуль.
– Ăнлантăм. Ку вире кахалсем акса ӳстернĕ, – кукăльпе сĕт ĕçнĕ май калаçрĕ ача. – Асанне, кахал пулма юрамасть вĕт.
– Юрамасть, юрамасть, няняккам.
– Асанне, эпĕ чăваш чĕлхи кружокне çӳреме юрататăп.
– Юратмалла çав, ылтăнăм, юратмалла. Аçу-аннӳ чĕлхине пĕлмелле, ăна хисеплемелле.
– Вăл сан чĕлхӳ те-çке-ха, асанне.
– Тĕрĕс, ман чĕлхе те. Аслаçу чĕлхи те, кукамупа кукаçу чĕлхи те.
– Ой, асанне, миçе çын чĕлхине вĕренетĕп эпĕ!
– Вĕрен çав, вĕрен, няняккам. Пирĕн халăхран пуянни никам та çук. Унăн пин-пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Пирĕн чĕлхе пек çепĕç чĕлхе пĕр халăхăн та çук.
– Манпа юнашар ларакан Коля Иванов чăваш ачи пулин те, чăваш чĕлхи кружокне çӳремест.
– Тĕрĕс мар тăвать Коля. Нумай чĕлхе пĕлекен çын чунпа пуян, мăнукăм.
– Ăнлантăм. Вĕрентекен те çапла калать. Эпĕ чунпа пуян пулма тăрăшăп.
 
: 1079, Хаçат: 31 (1021), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: