Кашни шкулта тенĕ пекех кружоксем, секцисем ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вăл ячĕшĕн кăна, хут çинче пур тесе çырса хунă, анчах ĕçлени курăнмасть. Тепĕр çĕрте вара кружоксенче ĕç кашни кун вĕресе тăрать темелле. Интереслĕ çĕре ачасем те йышлăн çӳреççĕ. Кружока çӳрекенсен шучĕ нумай пулни чи малтанах ăна ертсе пыракан вĕрентекен пултаруллă пулни, ачасемпе ĕçлеме пĕлни çинчен калать.
Çавăн пеккисен шутне Аксу районĕнчи Савгачевăри вăтам шкулта ОБЖ вĕрентекен А.М.Охотникова та кĕртмелле. Анатолий Михайлович тĕп предметне илсе пынисĕр пуçне шашка-шахмат кружокне те ертсе пыма ĕлкĕрет. Учитель кăсăклантарма пĕлнипех кунта çӳрекен ачасен шучĕ калама çук пысăк. Интересленсе выляма пуçлаççĕ те кунсерен ăсталăх туптанса пырать, пысăк çитĕнӳсем тума пуçлаççĕ. Ахальтен-им Савгачево шкулĕнче вĕренекенсем район, республика шайĕнчи ăмăртусенче кулленех çĕнтереççĕ. Çĕнтерӳсемшĕн чи малтан, паллах, вĕрентекене – Анатолий Михайловича тав тумалла. Учительшĕн вара чи пĕлтерĕшли хăй вĕрентни сая кайманни, çамрăк ăрăва çитĕнӳсем тума пулăшма пултарни. Маларах шашка-шахмат кружокне 5-11 классенче вĕренекенсем кăна çӳренĕ, ик çул каялла вара кĕçĕн классенче вĕренекенсем те хаваспах шашкăлла тата шахматла выляма кăмăл тунă.
![]() |
Комментарисем:
► Надя (2013-08-07 19:14:37):Çапла, Анатолий Михайлович ачасемпе кăмăлтан ĕçлет. Сывлăх сире, Анатолий Михайлович!