Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.03.2020 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 1 - 3 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкул ачисенчен нумайăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Кам силос тунă çĕрте курăк салатнă, кам ĕçкĕрт çине тырă сăвăрма çӳренĕ, хăшĕсем – каччăсем – техника çине ларнă. Çапла колхоза çĕклеме пулăшнă. Тĕрĕссипе каласан, нумайăшĕ укçа кирлĕ тесе те çӳремен, юлташ кайрĕ-тĕк, унран юлмалла мар. Питĕ кăсăкчĕ вăл ушкăнпа ĕçлеме.
Халĕ ĕнтĕ… Халĕ пурте пĕлетпĕр, хирти чĕкĕнтĕре алăпа çумламаççĕ. Силос тунă çĕрте те нумай çĕрте çын аллисĕрех çырлахаççĕ. Йĕтем çинчен каламалли те çук, ял хуçалăх ĕçченĕсем валли те ĕç çитмест. Шкул ачисем пирки сăмах та çук. Çитменнине тата законĕсем те улшăнсах тăраççĕ. Çул çитмен ачасене ĕçлеттерме те юрамасть тата.
Тен, эпĕ пĕтĕмпех пĕлместĕп те, хăш-пĕр хуçалăхсенче аслă классенче вĕренекенсем валли, уйрăмах каччăсене, ĕç тупăнать. Сăмахран, Пăва районĕнчи Элшел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ял хуçалăхĕнче хаваспах вăй хураççĕ. Вăй хураççĕ тенĕрен, ферма ĕнисен кĕтĕвне кĕтеççĕ.
Кĕтӳçĕсенчен пĕринпе манăн та курса калаçма май пулчĕ. 8-мĕш класс пĕтернĕ Федор Ягов килте лармасть, хуçалăха та пулăшать, хăй валли кăштах шкул япалисем туянмалăх укçине те тăвать. Кĕтӳçĕсен ĕç укçи, паллах, ытла пысăк мар, апла пулсан та…
Федор мĕн пĕчĕкрен лашасем юратать. Унăн килĕнче те стена çинче лашасен ӳкерчĕкĕсем çакăнса тăраççĕ, компьютер çинче те лаша сăнӳкерчĕкĕ куçа илĕртет. Ĕçлеме те вăл лашапах ĕçлет.
9 класс хыççăн Федор Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кайма ĕмĕтленет. Выльăх тухтăрĕ пулса чĕлхесĕр янаварсен сывлăхне тишкерсе, вĕсене сыватма шутлать.
Паянхи кун Федорăн тетĕшĕ çар хĕсметĕнче тăрать. Часах таврăнма та вăхăт. Федор та тетĕшĕнчен юласшăн мар, салтак тумĕ тăхăнса, салтак пăтти çисе курма шутлать.
Питĕ тĕрĕс шутлать вăл, салтака сывă çын çеç каяять. Пирĕн каччăсем вара сывă та чăтăмлă.
 
: 1049, Хаçат: 31 (1021), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: