Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АКСУ районĕн комбайнерĕсем кунне 600 центнер тыр-пул çапса илеççĕ. «ВАМИН-Аксу» агрофирмăра çак кунсенче хĕрӳ ĕç пырать. Паян механизаторсем кĕркунне акса хăварнă ырашăн тухăçне пуçтарнă çĕрте вăй хураççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен хушшинче чи лайăх механизатор Николай Крайнов шутланать. Унăн комбайнĕ кунне 600 центнертан кая мар тыр-пул çапса илет. Николайăн пулăшуçи пулса нумай пулмасть хĕсметрен таврăннă ывăлĕ Александр ĕçлет. Крайновсем «ВАМИН-Аксу» агрофирмăра, вырма пуçланнăранпа чи малта пыраканнисенчен пĕрисем шутланаççĕ.
ÇĔПРЕЛ районĕнче цеолит кăларма пуçланă. Çак çĕртен кăларакан паха япалапа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, ӳсен-тăран ӳстернĕ çĕрте, стройкăра усă курма палăртаççĕ. Проекта «Цеолиты Поволжья» УАО пурнăçласа пырать. Асăннă проектăн пĕтĕмĕшле тăкакĕ вара 1,6 миллиард тенке ларнă. Проекта пысăк хăвăртлăхпа ĕçлеттерсе ямашкăн 2015 çулта çеç пуçласшăн-ха. Вара çулталăкне 450 пин тонна продукци туса илме тивĕç.
НУРЛАТ. Çарпа интернационал тивĕçне пурнăçласа Нурлатра çуралса ӳснĕ вун пĕр каччă вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Пилĕк салтак Афганистанра, улттăшĕ Чечняра куçĕсене хупнă. Вĕсене асăнса çак кунсенче Нурлат строителĕсемпе Пушкăртстанри Октябрьски хулинчи «ИП Шафигуллин» подрядчик тата скульптор хула паркĕнче мемориал комплексне туса лартнă. Комплексăн кашни элеменчĕ мĕне-тĕр пĕлтерет. Сăмахран, акăшсем – ентешсен чунне, чулсем – Афганистанпа Чечняра çапăçу пынă вырăнти çĕрсем. Икĕ тумба çинче вилнĕ салтаксен ячĕсене çырнă. Кунсăр пуçне тата каччăсене асăнса хĕрлĕ тюльпансем лартма тивĕç. Малашне вара нурлатсем çак мемориал умне пуçтарăнса асăну кунĕсем ирттерĕç.
ХУСАНТА «Лаишево» полици постĕнче «Чистый воздух» операци иртет. Асăннă операцие ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем машинăсене чарса çут çанталăка сиен кӳрекен газăн шайне тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен пымалла. Операци вăхăтĕнче пĕр кунта кăна 120 яхăн машинăна тĕрĕслеççĕ. Вĕсенчен 14-15-шĕ нормăпа килĕшсе тăмаççĕ. Операци пуçланнăранпа закона пăхăнманнисен тĕлĕшпе пурĕ 404 протокол çырнă. Вĕсенчен 396-шĕ харпăр çынсем. Пĕтĕмĕшле илсен, штраф сумми 29,07 пин тенке ларнă. Тĕрĕслев пынă май, тасалăхпа «Рено» тата «Лада» машинăсем чи лайăххи пулни палăрнă.
 
: 1345, Хаçат: 31 (1021), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: