Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хирурги уйрăмĕн 16-мĕш палатинче вĕсем тăваттăн. Тăватă чăваш. Тăваттăшĕ тĕрлĕ ялтан. Тăваттăшне те операци тунă. Суранĕсем ӳт илме пуçланă та ĕнтĕ. Тухтăр хушнине итлесе ытларах вырăн çинче выртма тивет. Пĕрпеклĕх ку кăна та мар. Аллă патнелле çывхарса пыракан арçынсем пурте кĕнеке вулама юратаççĕ. Пĕрин арăмĕ ялти вулавăшра ĕçлет иккен. Мăшăрĕ патне килмессерен сумкине апат-çимĕçрен ытла тĕрлĕрен кĕнеке тултарса килет. Пурте кĕнеке ярса тытаççĕ вара. Выртса сипленекен çынна урăх мĕн кирлĕ? Кĕнеке тĕнчине путни ăна вăхăтлăха чир çинчен мантарсах ярать. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Вăхăт иртнĕçем вара сывлăх та самайланса пырать. Вулавăшра ĕçлекен хĕрарăм çаксене веçех шута илнĕ пулас. Тен, хăй те çакăн пек лару-тăрура пулса курнă-тăр…
Паян ак пĕри юлташĕсемпе сывпуллашрĕ. Çук-çук, вилмен. Сывалса килне кайрĕ. Ун вырăнне урăх çын, тепĕр чăваш йышăнчĕ. Ку кĕнекепе пит туслах мар курăнать.
– Вулама юрататăр иккен, – тепĕр кун тин асăрханă пек пулчĕ вăл çакна.
Хăй пĕлтернĕ тăрăх, Роман Романович тесе чĕнмелле-мĕн. Пенсионер. Пушар хуралĕнче те, милицире те ĕçлесе курнă.
– Вăхăт ирттермелле вулатпăр ĕнтĕ, – пĕри те тепри хуравларĕç лешсем. – Хăвăр та тытăнатăр ак вулама.
– Эп пĕтĕм чăваш литературине вуласа пĕтернĕ. Тек вуламастăп. Халь эп ăна айĕн-çийĕн çавăратăп, пăтрататăп, тишкеретĕп.
– Критик-им?
– Çапла, критик, тĕпчевçĕ.
– Хамăр тăван литературăра çĕннине мĕн те пулин тупрăр-и вара?
– Вулакан хальччен пĕлменнине чылай шыраса тупрăм.
– Каçарăр та, эсир нумай вĕреннĕ пуль?
– Вун пилĕк çул.
– Вун пилĕк çул вĕреннĕ чăвашăн чи юратнă кĕнекине пĕлес килет, – пĕри те тепри вырăн çине тăра-тăра ларчĕç чирлисем.
– «Букварь» пек юратнă кĕнеке пулман ман, – койкăсем хушшипе утса çӳресех калаçма тытăнчĕ тĕпчевçĕ. – Эп ăна А-ран пуçласа Я таран виçĕ хут шĕкĕлчесе тухнă. Пирĕн пĕтĕм литература çав кĕнекерен пуçланнине пĕлетĕр. Кам ăна «от корки до корки» пĕлет, вăл вара малалла та пĕтĕм литературăна пуçа хывса пыма тытăнать.
– Тĕпчевĕрсем çинчен пăртак пирĕн те итлесе пĕлесчĕ-çке, – аллинчи кĕнекине тумбочка çинех хучĕ пĕри.
– Тĕрĕс, статьясене чиксе килмен эп, анчах хам мĕн пирки çырнине веçех асра тытатăп. Хам шухăшпа вулакана паллаштарасси – манăн тивĕç.
Пуçланса кайрĕ вара-а-а! Унта-кунта çитсе юн парса та укол тутарса килет те, парти вăхăтĕнчи обком лекторĕ пекех, хăйĕн «открытийĕсемпе» паллаштарать чирлисене.
Хăй кашнинчех:
– Шукшин хăш халăх çынни?
– Вăл – вырăс писателĕ. Хăй те вырăсах пуль.
– Тĕрĕс мар. Чăвашран вăл. Лайăх тăнлăр: Шук-шин! Мĕнле илтĕнет? «Çук çын!» Чăвашла-и? Чăвашла. Хушамачĕ чăвашла-тăк, хăй те чăваш. Каласа хăварам: ку открытие эп туман, манран та нумайрах вĕреннĕ тусăмсем тупса палăртнă. Тĕнче классикинчен тепĕр тĕслĕх: Пуш-кин. Тепре калап: Пушкин! Мĕнлерех илтĕнет? Мĕн пирки систерет?
– Темскер пушă пулнă пек илтĕнет.
– Во! «Пуш кил» тениех пулать ку. Чăваш сăмахĕсенчен пулнă хушамат. Апла-тăк, Пушкин та чăвашах. Ку манăн открыти. Эп тĕпченĕ-пĕлнĕ тăрăх, пушкинсем Михакасси – вырăсла Михайловка – текен ялта питĕ чухăн пурăннă. Кил-çуртра та, картишĕнче те пуш-пушă пулнă. «Пуш кил» тени те çирĕплетет çакна. Ача чухне пулас поэта Арина ятлă, чăвашла Эрине пулать ĕнтĕ, няня пăхнă. Хăйĕн пĕр сăввинче Эрине карчăкпа иккĕшĕ крушкăпах сăмакун ĕçни çинчен çырать. Пуян çын сăмакун сыпас çук. Эп ĕненмелле калап-и?
– Итлеме кăсăк.
– Малалла калам. «Онегин Евгений» текен кĕнекене кам çырнă?
– Шкул ачи те пĕлет, Пушкин.
– Каллех тĕрĕс мар. Халиччен эп те çапла шутланă. Халь вула-вула куç-пуçа уçрăм та çав сăвва Хусанкай çырнине пĕлтĕм.
Палатăрисем çаврака та пысăк куçĕсемпе пĕр-пĕрне тăрăнчĕç.
– Кунта, юлташсем, куçсене çавракалатни вырăнсăр. Хусанкай вырăсла та çырни паллă. Эп маларах асăннă кĕнекене те вăл вырăсла çырнă. Пушкин вара чăвашла куçарнă.
– Апла мар, – килĕшмерĕç чирлисем, – Пушкин вырăсла çырнă, Хусанкай чăвашла куçарнă.
– Ку вăл тĕпчевçĕсен йăнăшĕ, – парăнма шутламасть критик. – Чăвашла çыраканни Пушкин пулнă, куçараканни – Хусанкай. Хусанкай вырăсла та çырни çинчен маларах каларăм сире. Тавлашни вырăнсăр. Пушкинпа Хусанкай сăнĕсене курнă-и эсир? Пĕрпеклĕх асăрханă-и?
– Иккĕш те кăтра ĕнтĕ.
– Во! Тĕрĕсех асăрханă. Вĕсем тăвансем те пулма пултарнă. Тен, йĕкĕрешсемех пулнă. Иккĕшĕн те генилле пултарулăх пулни çапла çирĕплетме май парать мана. Эп ку ыйтăвăн вĕçне тухман-ха. Малалла ĕçлеп. Халĕ хамăрăн Иванов çине куçасшăн. Кам пĕлет: качча кайнă чухне Нарспи таса хĕр пулнă-и е пăсăлнă-и?
– Нарспи тасалăхĕ пирки иккĕленӳ пулма пултараймасть. Ун çинчен çĕр çул вулатпăр, чăваш çынни умĕнче кунашкал ыйту пулман.
– Йăнăшатăр. Мана итлĕр: Нарспи Тăхтамана качча тухнă чухне «чĕрнеллĕ», эппин, йывăр çын пулнă. Эп хам литературăри хĕрарăмсен сăнарĕсене тĕпчесех кайман. Кун пирки манран нумай вĕреннĕ хĕрарăм-тĕпчевçĕ хаçатра çапса кăларчĕ. Хĕрарăм ĕçне хĕрарăм кăна пĕлме пултарать. Апла-тăк, эпир те çак ыйтăва туллин çутатса кăтартнă хĕрупраç-тĕпчевçĕмĕ ре хирĕçлеме пултараймастпăр. Тата çакна та…
Палатăна сестра кĕрсе тăни критик сăмахне пӳлчĕ.
– Роман Романович, операцие! – питĕ вăхăтлă та вырăнлă пулчĕç сестра сăмахĕсем. – Чĕлхе касакансем кĕтеççĕ унта сире.
 
: 871, Хаçат: 30 (1020), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: