Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Владимир Григорьевичпа Мария Павловна Верияловсене халаллатăп.
Автор.
 
Ум сăмах вырăнне
Пур çынсем, калăн, пиçĕхнĕ хурçă,
Кĕрешӳшĕн параççĕ чунне!
Вĕсен тупсăмĕ-тивĕçĕ – Пурнăç.
Салтак пек утăмлаççĕ çулне.
 
Вĕсене кам партарнă присяга:
«Халăхран эс ан уйрăл», – тесе?
Хăш чухне сисĕнмест пек çын хакĕ,
Унсăр çеç çул каять юпленсе.
 
Юплĕ çулăн шăпи – хирĕçӳллĕ,
Сарнă алă лаппи – чăмăр мар.
Ушкăнри юрă çеç илĕртӳллĕ,
Пĕр-пĕччен пурăнма çăмăл мар…
 
Вăт епле амаланчĕ çĕн пурнăç,
Кам шутланă капла пуласса?
Юптарса кăтартаймĕ пĕр юмăç
Сыпăк-сыпăк таçтан вăрласа.
 
Ĕлĕкрех пулкаланă комеди,
Паттăрсем çавăратчĕç пуçа.
Çĕршывра аслă Халăх совечĕ
Пулса тăнăччĕ тĕплĕ хуçа.
 
Фанатсем çĕнĕ тытăм пултарнă,
Ачисем аталаннă – эпир.
«Апатне» чĕптĕм-чĕптĕм хыптарнă,
Йĕркеленнĕ ăру-пăхаттир.
 
Çав вутра хурçă несĕл шăраннă,
Пулнă унăн пĕр Аслă Сунтал:
Ун çинче халăх чунĕ туптаннă,
Пăрăнман хăй суйланă çултан.
 
Çук, паллах, эп ревизи тумастăп, –
Пулнă Вăхăт – ĕçленĕ арман.
Шутласан, çав Хăват авăрмасть-тĕк –
Хирĕçӳ нихăçан чарăнман…
 
Çав Хăватăн эп пулнă пĕр винчĕ,
Мекĕрленнĕ пĕрле халăхпа.
Аслă Руç пĕтĕмпех тăван килччĕ;
Çул юсаннă чыспа, çынлăхпа.
 
Паян тин нимĕнрен тĕлĕнместĕп,
Никама тавăрассăм килмест.
Пур чĕлхе! Нихăçан сивĕнместĕп,
Чăваш-чунăм унран сивĕнмест.
 
I
Час-часах Течче çӳретĕп, –
Мĕн калайăн – тăван ен:
Тунсăхлатăп. Халь пĕлетĕп:
Чи хакли – пĕрре иккен.
 
Машинпа çулпа пыруçăн
Эх, сăнатăп таврана!
Хирсенче сип-симĕс пурçăн,
Курăк шăтнă çарана.
 
Çуркунне! Çĕршыв телейлĕн
Пурнăçлать хăй пурнăçне.
Тулăх кăмăлĕ хĕвелĕн,
Кăтартать-ха ырлăхне.
 
Шăрăх мар, шăпах хĕлхемĕ.
Вĕçленсе пырать апрель.
Ак ăçта кун-çул илемĕ!
Тăван ен епле хитре.
 
Курăнать сăртсемлĕ Кушкă,
Салману, Кĕльмет, Кăнна.
Пӳрнесем тытасшăн ручка,
Асилӳ тулать чуна.
 
Ав Шӳккев, Йӳккел. Пухтелĕн
Палăраççĕ çурчĕсем.
Пуринче те эп ĕçленĕ,
Чĕрере ялан вĕсем.
 
Кивьяла пырса кĕретпĕр,
Çул яка – асфальт çиçет.
Кайăк пек унпа вĕçетпĕр, –
Вĕçсе иртрĕмĕр самант…
 
Кăвапа таранччĕ пылчăк
Пĕтĕм ял урамĕсем.
Халăх халь кăшт ырлăх курчĕ,
Иксĕлчĕç асапĕсем.
 
Кăмака газпа хутаççĕ,
Ăшăтаççĕ пӳртсене.
Тĕнчене килтех кураççĕ, –
Тĕлĕнтермĕш ютсене.
 
Кунĕн-çĕрĕн телевизор
Çавăрать этем пуçне:
Курăр-тăнлăр-çийĕр- пиçĕр,
Туйăр ырлăх пурнăçне.
 
Сири-Ливи вут-кăварĕ, –
Кăтартать вуншар канал.
Вăйсăр хумĕ Шупашкарăн,
Уйрăм ен пек Тăхăрьял.
 
Тĕл пулсан мана калаççĕ
Ентешсем ӳпкелешсе:
«Яппунсем килтех «ташлаççĕ»,
Чăвашла пулмасть кĕтсе.
 
Шупашкар – столица пирĕн,
Тĕп хули вăл чăвашсен.
Çук сасси! Пĕр пайĕ «чирĕн»,
Ку – йăвашлăх юлташсен».
 
Шавламасăр килĕшетĕп;
Питĕ шел, çитмест «Еткер».
«Çапла çав, çапла-çке», – тетĕп,
Мĕн калам? Кама тĕпчер?..
 
Пĕр ялта тăхтав тăватпăр,
Чарăнатпăр пус умне.
Шыв ăсса чуна уçатпăр,
Тутанатпăр çăл шывне.
 
Пуш витре йăтса çитеççĕ
Пус кутне виç хĕр ача.
Вырăсла хăйсем пуплеççĕ,
Виçĕ çамрăк «йăвача».
 
– Чăвашла, эппин, пĕлместĕр? –
Калаçатăп вĕсемпе.
Йăл! кулаççĕ те чĕнмеççĕ,
Шавлаймарăм хĕрсемпе…
 
Самантран Течче çитетпĕр.
Чун ыратрĕ хурлăхпа:
Чăнах та, иккен, пĕтетпĕр,
ТУСЛĂ ЭПĔР «ЫРЛĂХПА»!
 
II
Тус патне пырса кĕрсессĕн
Килти пек хăвна туян.
Чупкалать Маша вĕçессĕн,
Чунĕ савăнать хуçан.
 
Ал парать те ыталать вăл
Аслă тете пек сана.
Калаçать хăй шăкăл-шăкăл, –
Тарават-çке хăнана.
 
Пулăшать ак салтăнмашкăн,
Çăм калуш тăхăнтарать:
Çул çинчен ура канмашкăн
Питĕ лайăх пултарать.
 
Ăшă шывлă ал кăмканĕ
Йăлкăшса кĕтсе илет:
Кĕç тасалĕ çул тусанĕ…
Эх, мунча кĕрес килет!
 
Пур-тăр, ахăр, телепати;
Ак, илтетĕп, савăнса:
– Михаил, мунча вĕриччĕ,
Кай-ха, тух-ха çапăнса…
 
– О, Григорич! Эсĕ – Турă!
Чăн-чăн полководец эс!
Ял мунчи – юратнă юрă!
Пĕр çавна ним те çитмест!..
 
Йăпăр-япăр çĕкленетĕп,
Какăр* чĕннĕн салтака!
«Ну, чăтсам, чун, ислететĕп,
Пулан çу пек яп-яка!..»
 
Сывлăшра – чи хаклă тĕтĕм!
Таврара – мунча шăрши.
Ку тĕнче – хăйне пĕр пĕтĕм!
Тутлăрах ăçта пур-ши?
 
III
Чиркӳри пек хама туятăп
Сăваплă, чыслă мунчара.
Умне çитсессĕн сăхсăхатăп,
Уçатăп алăкне вара.
 
Асăрханса ярса пусатăп
Мунчан тăпăл-тăпăл пăлтăрне.
Асамлă сывлăшне сывлатăп,
Чухлатăп сиплĕ ырлăхне.
 
Сап-сарă сак. Тăван. Чăвашлăх,
Илетĕп ăшшăн сăтăрса:
Парать пек сасă чăн йăвашлăх,
Хуллен шăхличĕ шăхăрса…
 
Самант куçа хупса ларатăп,
Эп «ӳсĕр» тутлă шăршăпа.
Салхуллă шухăша путатăп,
Асра иртни – элчел-шăпа…
(Вĕçĕ пулать.)
 
Какăр* – горн.
 
: 722, Хаçат: 30 (1020), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: