Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-29 №№.)
– Атте, эсĕ мана мухта-мухта вăтантара пуçларăн…
– Э, хĕрĕм, ырă ĕçрен нихăçан та ан вăтан. Сайра халь çĕр çинче сан евĕр ыр кăмăллисем, çынна инкекрен çăлма васкакансем. Урамсенче тискер ӳкерчĕксене сахал мар курнă: ушкăнпа пĕччен çынна сусăрлатиччен хĕнеççĕ, пысăк ушкăн концерт курнă пек пăхса тăрать. Никам та чарма васкамасть. Хальхи хатарлă йĕрке çынсен чунĕсене чурăслăх, тĕрĕсмарлăх мăскалпа мар, лавĕпех кĕртсе хучĕ. Çынлăх хăçан каялла таврăнасси те курăнмасть. Эпир çакăн пек пурнăç патне ăнтăлнă-и-ха вара? Çук, ăнтăлман. Ку вăл власть суккăрлăхĕ. Урамсенче мĕн чухлĕ ыйткалакан, çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă мĕскĕнсем? Вĕсене те курмасть власть. Капла майпа аслă Раççей ăçта пырса тухĕ, ăна никам та уççăн калаймасть.
– Çитĕ-ха сана, Арсен, пăлханма, – чарчĕ Антонина Васильевна мăшăрне. – Эпир тулхăрнипех самани улшăнас çук. Сан халь часрах сывалма хăвна лăпкă тытмалла. Ун чухне Çинукпа Кирюк туйне те ĕлкĕрĕпĕр.
– Ара, чĕре ыратать-çке, Тонюша…
– Апла-тăк пачах лăплан…
Сăмах туй пирки тапрансан Арсен Ваганович сăнĕ çуталчĕ. Тăватă çамрăк тус çине пăхса вĕсене пĕр тăхтами Тăрнапуçне кайма васкатрĕ.
– Мана сехетсерен вăй кĕрсе пырать. Ак Маюк пĕçернĕ чăх шӳрпине, ашне çиетĕп те пăхаттире çаврăнатăп. Мана пăхса ан тăрăр, туя ăна хатĕрленмелле вĕт. Ыранах çула тухăр. Эпир Тонюшăпа туя çитетпĕрех. Больницăран тухсанах çĕнĕ çăмăл машина туянса яратăп, ывăлпа хĕре те сирĕн туйăра илсе пыратăп. Турă кăна пулăштăр!
Çак ырă сăмахсемпе уйрăлчĕç çамрăк юлташĕсем Арсен Вагановичпа Антонина Васильевнăран. Пурте тата тĕрлĕ тавар сутакан пысăк лавккана кĕрсе тăванĕсем валли парнесем туянчĕç. Маюк Петруç ашшĕ, Таиç аппăшĕ, ачисене валли кĕпесем, вылямалли теттесем туянчĕ. Лавккаран тухсан ыран ирпе ăçта тĕл пулассине калаçса татăлчĕç те Маюк Татулянсем, Çинукпа Кирюк Мĕтри пиччĕшĕсем, Кавĕрле аппăшĕ патне саланчĕç.
 
* * *
Тăрнапуçне пăрăнса кĕрекен çул юппинче автобусран тăватă юлташ анса юлчĕ. Путăк-шăтăклă асфальтлă çулпа шăкăлтатса калаçса утрĕç вĕсем.
– Пăхăр-ха епле илемлĕ пирĕн тăван ял, – савăнăçлăн йăл кулать Маюк. – Ялăн вăта çĕрĕнче чиркӳ каланчи таçтанах курăнса ларать, унпа юнашарах эпир вĕреннĕ шкул, вĕсенчен инçех те мар Культура керменĕ. Çурчĕсем еплерех хитре курăнаççĕ кунтан…
– Çапла та-ха, – хутшăнать калаçăва Кавĕрле, – кашни шыв чăххи хăй лачакине мухтать…
– Чим-ха, чим, хăçантанпа вара пĕчĕк Тăван çĕршыв саншăн лачакана çаврăнчĕ? – куçĕсене чарсах тĕлĕнет Маюк. Çинукпа Кирюк та Кавĕрле çине ним ăнланмасăр пăхаççĕ. – Хусан саншăн сăмала шăршиллĕ чул миххи, унта пурăнакан çынсен культури те сана килĕшмест тата хăçантан эпĕ саншăн шыв чăххине çаврăнтăм? – кӳренсе, тарăхса ыйтать Маюк.
– Чăнах та, – Маюк хутне кĕреççĕ Çинукпа Кирюк. – Тен, эсĕ пире те тискер чĕр чунсемпе танлаштаратăн?
– Ан кӳренĕр-ха, юлташсем. Чĕлхем мĕн персе янине те хăш-пĕр чух ăнланмастăп. Пурнăçра йăнăш лачакана çаклантăм та хама çынсем умĕнче тем пекех айăплă туятăп. Ман чун-чĕрере кӳренӳ капланнă. Çавă тухать калаçусенче манран. Лайăххине те чи начарри пек куратăп. Тăван Тăрнапуç чăнах та чи илемлĕ ял, çыннисем те ыр кăмăллă, хитре чунлă, анчах ăшри кӳренӳ чĕрĕп йĕпписем евĕр чăркăшлантарать. Ытла пысăккине, ытама кĕменнине çĕклеме иртерех пуçăнмарăм-ши? Çавна пула манран ырри вырăнне усал хаярлăх тапса тухнăн туятăп. Эпĕ те вĕт сирĕн ӳсĕмри çамрăках. Çинукпа Кирюк лейкоз чирне парăнтармалли ĕçре чи пысăк тӳпе кĕртнисем. Кун пирки мана Арсен Ваганович тĕплĕн каласа пачĕ. Çын пурнăçне тăсассишĕн çанă тавăрса, вăхăта уямасăр кĕрешни чи пархатарлă ĕç. Маюк та пурнăçра паттăрлăх кăтартрĕ – çын пурнăçне хăй юнне парса вилĕмрен хăтарса хăварчĕ. Пĕр эпĕ çеç çынсене пĕр усă та кӳмен-ха. Çавăнпах хама катăк чул пек туятăп.
– Ав мĕн кăшлать иккен сан чунна, – пилĕкĕнчен ытакларĕ Кавĕрлене Маюк. – Пысăкки ытамна кĕмесен пĕчĕккинчен пуçла. Вырнаç эс ĕçе Шуршыв район хаçатне, вĕренме куçăн мар та пулать. Кăçалах. Эпĕ те яла таврăнатăп, эпĕ те куçăн мар вĕренетĕп. Кирюкпа Çинук умĕнче калатăп – кĕркунне туй кĕрлеттерĕпĕр. Ун чухне пĕр пуçа тивекен хуйхă икке пайланать, пурнăç йывăрлăхĕсем те туйăнми пулаççĕ.
– Чăнласах калатăн-и çак сăмахсене? – шанмасăртарах пăхать Кавĕрле Маюк çине.
– Ĕненместĕн апла? – çаврăнчĕ Маюк чиркӳ каланчи еннелле. – Акă кур, хам çине хĕрес хывсах тупа тăватăп. Çинукпа Кирюк мăшăрланаççĕ-тĕк, пирĕн вĕсенчен мĕншĕн тăрса юлмалла. «Çынран юличчен муртан юл», – теççĕ вĕт ваттисем.
Кавĕрлен сӳрĕклĕхĕ ирхи тĕтре пекех сирĕлчĕ, Маюка пилĕкĕнчен ытакласа йăтсах хăй тавра çавăрчĕ.
– Апла эпĕ те туй хыççăнах Шуршыв район хаçачĕн редакцине çитсе ĕç пирки калаçса татăлатăп. Эх, каять вара пурнăç! Çитет сăмалаллă сывлăш сывласа. Кунти таса сывлăш эрех ĕçнĕ пек ӳсĕртет.
Çапла шӳт çине шӳт çуралса пычĕ мĕн яла çитиччен. Анат каса кĕрсенех çул темиçене юпленет: пĕри – Пӳлме кассине, тепри – Тĕпел кассине, виççĕмĕш Хир кассине каять. Каçпа клубра тĕл пулма калаçса татăлсан Кавĕрлепе Маюк Пӳлме кассине пăрăнса утрĕç. Касă вĕçĕнчи çурт патĕнче çӳçĕ шупкаланнă Ванчча мучи вĕсене чарчĕ.
– Эсĕ Эрхип ывăлĕ Кавĕрле-ха, аванах-и?
– Аванах-ха, Ванчча пичче, аванах. Ху мĕнлерех?
– Мĕн пултăр мана, çамрăк ăйăр пек çӳретĕп-ха. Ку матрос-хĕр кам иккенне мăйран пуссан та палламап.
– Ку вăл, Ванчча пичче, Яхруç аппа хĕрĕ, Маюк. Ăна Çар хĕсметĕнчен хăйне лайăх енчен кăтартнипе отпуска янă.
– Ытла та çыпăçуллă-çке ун çинче матрос тумĕ. Чисти куçа илĕртет.
– Эпир каяр-ха ĕнтĕ, Ванчча пичче, килсене çитсе çемьесене те курас килет.
Темчченех пăхса тăчĕ ват çын çамрăксем килĕшӳллĕн утнине. «Эпĕ те вĕт матрос пулнă, манăн та кăкăр лаша пĕкки пек каçăрăлса тăнă. Эх, иртрĕç çав çулсем», – кулянчĕ ăшĕнче шупка пуçлă мучи.
(Малалли пулать.)
 
: 868, Хаçат: 30 (1020), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: