Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çурхи Микуларан Кама леш енче пурăнакан чăвашсем уява тухма пуçланă, каç пуçласа ирччен уяв юррисем шăрантарнă. Чылай вăхăт уяв картине тăма чарнă хыççăн халăхăмăрăн ырă йăли çĕнĕрен вăй илме пуçларĕ. Малтан йăвашшăн, хăюсăррăн пĕр ялта кăна пулсан, çулран çул уяв ирттерекен ял хутлăхĕсем хушăнса пычĕç. Паянхи куна кашни чăваш ялĕнче уяв иртет тесе рапортлаймасан та, ĕç-пуç çавăн пек çаврăнса пыни куçкĕрет. Июлĕн 4-мĕшĕнче Камские Поляны поселокĕ те уяв картине тăчĕ. Каçхине 6 сехет тĕлне Уяв пулас çĕре пухăнчĕç кунти чăвашсем. Çĕр ĕçченĕсен авалтан пыракан юррипе, гимнĕпе тесен тĕрĕсрех пулĕ, чечек клумбисем тавра карталанса юрлама пуçларĕç. Çапла пуçланчĕ Уяв. Юрă вĕçленсен авалхи йăлана тытса юпа çапрĕç.
Поселока никĕслеме тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пухăннă: чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи. Пĕрремĕш кунранпа халиччен пĕр çемьери пек килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ вĕсем. Авă, Уява ертсе пыракансем те виçĕ чĕлхепе программăна илсе пыраççĕ.
Паллах, çакăн пек вырăнти чăвашсен культуришĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятие районти хисеплĕ çынсем те килсе чыс турĕç: Анат Кама муниципаллă районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ Лидия Михайловна Тартмина, Камские Поляны муниципаллă йĕркеленӳ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Рантовна Краснова, вăлах Уява пухăннисене саламласа ырă сăмахсем каларĕ, ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех мероприятире Анат Кама ЧНКЦ председателĕ Александр Евгеньевич Осипов, Анат Кама районĕнчи наципе культура центрĕсен ертӳçисем, «Раççей чăваш пики» конкурсăн вице-мисĕ Елена Семенова, Тутарстанра иртнĕ «Женщина года» конкурс çĕнтерӳçи Вера Юнусова пулчĕç. Вĕсене уява килнисем алă çупса кĕтсе илчĕç.
Уявра юрăçсем пулмасан вăл уяв та пулмĕччĕ. Камские Поляны поселокĕнчи тӳреме поселокри юрăçсем кăна мар, тавраран пуçтарăнса килнĕ. Чăваш фольклор коллективĕсем пурте пухăннă тесен те йăнăш мар пулĕ. Анат Камăри «Шăнкăрав» халăх ансамблĕ (илемлĕх ертӳçи Татьяна Носевич) республикăри чи «ватă», ятлă-сумлă ушкăнсенчен пĕри. Камские Поляны Уявĕнче те вăл чыслă вырăнта пулчĕ. Элмет районне кĕрекен Клемтелĕнчи «Азамат» халăх ансамбльне (ертӳçи Екатерина Туктамышева) хуçасем хапăлласа йышăнчĕç. Кӳршĕри Самар облаçĕнчи Ухинкел ялĕнчи Культура çурчĕн «Пилеш» фольклор ансамблĕ (илемлĕх ертӳçи Оксана Антипова, аккомпаниаторĕ Михаил Паймухин) те килнине шута илсен вара Уява регионсен шайĕнче иртрĕ теме пулать. Анат Кама районĕнчи Анат Уратьма ялĕн «Çăлкуç» фольклор ансамблĕ (илемлĕх ертӳçи Галина Шестакова) те хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартрĕ Уявра. Килнĕ хăнасем, пултарулăх коллективĕсем пурте маттур, ăста, тăван сăмаха хаклама пĕлеççĕ. Вĕсене кашнине мухтаса темĕнччен калаçма пулать. Апла пулин те çак кун вырăнти Лариса Ухандеева ертсе пыракан «Утмăлтурат» юрăпа ташă ансамбльне çитекенни пулмарĕ пулĕ. Вĕсем чăннипех тарават хуçан вашаватлăхне те кăтартрĕç, нумай çул аталанса пыракан пултарулăхне те килнисем туллин курса тивĕçлипе хаклама пултарчĕç.
Паллах, Уява пуçтарăннă хисеплĕ хăнасем пурте халăх умне тухса лайăх сăмахсем каларĕç. Анат Кама районĕнчи ЧНКЦ председателĕ Александр Осипов чăвашлăх аталанăвĕнче палăрнă ентешĕсене чысларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ.
Тутарстанри чăвашсем ирттерекен пысăк мероприятисенче паллă артистсем юрласси-ташласси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă Камские Поляны Уявĕнче те çаплах пулчĕ. Чăвашсен авалтан пыракан юрă Уявĕпе саламлама паллă юрăç Александр Шуркин сцена çине тухрĕ, паллах, хăй те юрă юрларĕ. Ăна пухăннисем савăнса кĕтсе илчĕç, алă çупса хавхалантарчĕç.
Уяв вĕçленес умĕн пухăннисен умне Камские Поляны муниципаллă йĕркеленӳ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Рантовна Краснова тухрĕ, Камские Поляны муниципаллă йĕркеленӳ пуçлăхĕн ятĕнчен обществăлла ĕçре палăрнисене дипломсем, парнесем пачĕ.
Уява ертсе пыракансем праçнике йĕркелеме пулăшнисене, республика ертӳçисене чăваш культурине аталантарма май панăшăн тав турĕç. Пурте пĕрле Уяв картине тăрса «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрă юрланипе Уяв вĕçленчĕ.
 
: 1061, Хаçат: 30 (1020), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: