«Амăш капиталĕ» программа чăнах та уссине кӳчех, ача çураласси çĕршывра сисĕнмеллех ӳсрĕ. Паллă ĕнтĕ, иккĕмĕш тата ытларах ача çуратакансемшĕн вăл лайăх пулăшу пулчĕ. Анчах программа 2016 çулччен çеç пырать-çке, ун хыççăн вара?
Çак ыйтупа кăсăкланакансем сахалăн мар. РФ Президенчĕ В.Путин Гогланд утравне тĕпчекен экспедицине хутшăнакансемпе нумай пулмасть тĕл пулсан амăш капиталĕ çинчен йышăннă программа 2016 çулта вĕçленессе пĕлтернĕ. Анчах вуçех пĕтмест-мĕн, улшăнать çеç, малашне вăл адреслăрах пулать. Чăн та, çĕнелнĕ программа мĕнлерех пуласси хальлĕхе паллă мар-мĕн. Çавăнпа РФ Президенчĕ экcпедицине хутшăнакан çамрăксене амăш капиталĕ илес тесен аслă шкултан вĕренсе тухасса кĕтмелле мар тесе сĕннĕ шӳтлĕн.