«Çемьен малашлăхĕ пуррипе çуккине çамрăксем ЗАГСа заявлени пама килсенех пĕлетĕп. Кам çăмăлттайла, кам чăн-чăн юратупа пĕрлешни хĕрпе каччă пĕр-пĕрин çине мĕнле пăхнинченех курăнать», – тенĕччĕ Элкел районĕнчи ЗАГС ĕçченĕ пĕррехинче. Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел хĕрĕпе Ирина Ильдиряковăпа Йăвашкел каччи Юрий Апалаев пĕрлешнĕ чух та ЗАГС ĕçченĕсем хăйсен прогнозне тунах ĕнтĕ. Калас пулать – йăнăшман. Çак мăшăр халĕ те 14 çул каяллахи пекех пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхать. Юратăвĕ вара çулран çул вăйланса çеç пыни çемйи ялта тĕслĕхлĕ пулнинченех курăнать. Халăх калашле, çурт та лартнă, йывăçĕ те, ывăлĕпе хĕрĕсем (Татьяна 13-ре, Саша 8-та, кĕçĕнни Надя 3 çулта) те ӳсеççĕ.
Телейлĕ çемьен «рецепчĕ», паллă ĕнтĕ, пурин те тĕрлĕрен. Апалаевсен те вăл хăйсен. «Эпĕ ялан юрлатăп ав, мăшăрăм ĕçлет те ĕçлет», – шӳтлерĕ Ирина Васильевна фольклор фестивалĕнче пирĕнпе тĕл пулсан. Мăшăрĕ Юрий Анатольевич та ачисемпе кунтахчĕ. Качча килнĕренпех Йăвашкелĕнчи «Мерчен» ансамбле çӳрекен арăмне хавхалантарма ятарласах килнĕччĕ вăл.
Пĕр професси çыннисем пулни те çемьери нумай ыйтăва татса пама пулăшать. Калăпăр, учитель çĕрĕн-кунĕн шкулта, киле таврăнсан тетрадьсем тĕрĕслесе е урок планĕ çырса вăхăта ирттернине тепĕр учительтен лайăхрах кам ăнланĕ-ха? Апалаевсем те акă иккĕшĕ те педагог. Сăмах май каласан, вĕсене хăйсен профессиех паллаштарса пĕрлештернĕ вĕт. Çĕнĕ Йĕлмел хĕрне Йăвашкел каччи учительсен августри семинарĕнче куç хывнă та манайман. Ирина Васильевна халĕ Йăвашкел шкулĕнче акăлчан чĕлхине, Юрий Анатольевич технологипе ОБЖ предмечĕсене вĕрентеççĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрин йывăрлăхне лайăх ăнланаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Хăйсем пултаруллă та ĕçчен пулмасан çакăн пек пурăнайнă пулĕччĕç-и? Ĕçченлĕх тенĕрен, Апалаевсене ку енĕпе çитекенни ялта сахал та пуль. Çулталăк тăршшĕпе шкулта ĕçлеççĕ пулсан, отпуск вăхăтĕнче тепĕр ĕçе кӳлĕнмесĕр юлмаççĕ. Тĕслĕхрен, Юрий Анатольевич çуллахи вăхăтра хуçалăхра комбайнер пулса ĕçлеме те ĕлкĕрет. Чăн та, кăçал шкулта юсав пынипе çеç ытти ĕçе каяйман вăл. Килте ваннине-туснине хăех юсать. Ку енĕпе алли ылтăн унăн, ахальтен мар-çке шкулта технологи вĕрентет. Халĕ ĕнтĕ ывăлĕ Саша та ашшĕне килти ĕçре нумай пулăшать. «Ашшĕ мĕн тума пĕлнине вĕренсе пырать», – мăнаçлăн пĕлтерет амăшĕ ывăлĕ пирки.
Упăшки ваннине-туснине юсать пулсан, кил-çуртри ĕç вара кил хуçи арăмĕ çине тиенет. Ирина Васильевна хăй те темĕн тума та ăста.
Аслă хĕрĕ Татьяна амăшĕ пекех пултаруллă, ал ĕçне маçтăр, çыхма çеç мар, тем япала çĕлеме те пултарать. Сашăпа Татьяна чăнах та маттур, шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе, килте пулăшса ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Кĕçĕнни пирки çеç хальлĕхе калама иртерех-ха, унăн хальхи тĕп ĕçĕ те хăйне юраттарасси кăна, 3 çулта çеç вĕт-ха, çитменнине чи кĕçĕнни.
Апалаевсем самана таппинчен пĕр шит те юлманнине палăртмасăр хăварма çук. Ипотекăпа çурт-йĕр лартма май паракан закон тухсанах унпа районта усă курнă пĕрремĕш çемьесенчен пĕри пулчĕç вĕсем. Ялта кермен пек çурт лартрĕç. Амăш капиталĕпе те пĕлсе усă курчĕç темелле, хăйсен пысăк кил-çуртне хуларинчен кая мар хăтлăх кĕртрĕç. Килте пахча çимĕç ӳстерсе, выльăх усранисĕр пуçне çемье тата тепĕр ăсталăха та алла илесшĕн ав. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Паллă ĕнтĕ, кунпа кăна лăпланмаççĕ-ха вĕсем, тен, тата мĕн-тĕр çĕннине шутласа тупĕç, ахаль тăма хăнăхман вĕт. Çакăн пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те ял. Вĕсене ял-йыш хисеплет. Ялта ырă ят çĕнсе илейни ĕлĕк те, халĕ те сумрах-çке.
Апалаевсем çемье çавăрни июлĕн 23-мĕшĕнче 14 çул çитрĕ, вĕсене çак ятпа эпир те чунтан саламласа малалла пурăнма вăй-хал, çирĕп сывлăхпа телей сунатпăр.
![]() |