Самар облаçне кĕрекен Красноармейски районĕнчи Кировски поселокĕнчен пĕр икĕ çухрăмра питĕ сиплĕ шывлă пусă пур.
Çав вырăнта хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă. Ăна Совет Союзĕ вăхăтĕнче пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Мăнастире протоиерей Александр Чагринский тытса тăнă пулнă. Вăл вилсен ăна çавăнтах пытарнă. Шăп та пусă çумĕнче унăн вилтăприйĕ.
Сведенисем тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çак мăнастире аркатакансен куçне, шăп та чиркĕве пăснă вăхăтра, ача тытнă хĕрарăм курăннă. Ача вĕсене темиçе хутчен аллипе сулнă. Хăраса ӳкнĕ аркатуçăсем çав вырăнтан пăрахса кайнă. Анчах та совет влаçĕ çакăнпа çырлахман, каллех мăнастире ватма янă.
Мăнастирте вырнаçнă çăл шывĕпе хăй вăхăтĕнче питĕ нумай çĕртен килсе усă курнă. Чиркĕве килнĕ çынсем хăйсемпе те илсе кайнă ăна. Сиплĕ шывпа питĕ нумай сурана сыватнă. Анчах та мăнастире аркатнă хыççăн пусă çинчен халăх маннă. Ăна çӳп-çаппа витнĕ, кирлĕ-кирлĕ мар пăрахнă. Çав çулсенче таврари çĕр тухăç пама пăрахнă, улма-çырла пахчисем те тухăçсăр юлнă, типнĕ. Çăл шывĕ пăтраннă.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Сытовка ялĕнче пурăнакан Ереминсен çемйи хăйсен вăйĕпе тенĕ пек çветтуй çăлкуçа тасатнă. Çавăн хыççăн шкул ачисемпе пĕрле пачăшкăсем те темиçе хутчен тасатма çӳренĕ. Çăлкуçран пусă туса хунă.
Çакăн хыççăн пусă патне халăх çӳреме пуçланă. 2000 çулхи июнь уйăхĕнче Самар тата Сызрань архиепископĕ Сергий пусса кĕл туса тасатнă.
Халĕ вара çветтуй çăлкуç патĕнче шурă сиреньсем ӳсеççĕ.
Александр Чагринский ячĕпе кĕлĕ вуласа çынсем шывпа сипленеççĕ. Уйрăмах ура ыратакансем унта çул тытаççĕ. Сипленнине кура килсе пусă умĕнче пуç таяççĕ.
![]() |