Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 29 №.)
 
Совет халăхĕн мухтавĕ
«Мамай сăрчĕ» («Мамаев курган») Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă сăрт. 1942 çулхи сентябрь – 1943 çулхи февраль уйăхĕсенче унта уйрăмах хаяр çапăçусем пынă. Сталинградăн тĕп районĕсем, Атăл хĕрри ун çинчен питĕ лайăх курăннăран вăл стратегилле питĕ кирлĕ объект шутланнă, тăтăшах алăран алла куçса тăнă.
Сăрт ячĕ авалтанах пырать. Тутар-монголсем вăхăтĕнче сăрт çинче Мамай хан лартнă хуралсем пулнă теççĕ. Вĕсем ханлăхăн тĕп хулине – Сарай-Беркене сыхланă имĕш. Унта çĕр çын таран хурал тăнă имĕш. Анчах музей сотрудникĕсен шухăшĕпе çакă тĕрĕс мар. Нимĕнле хурал та пулман унта, таврари çынсем сăрта «Бугор» тесе каланине палăртаççĕ хăш-пĕрисем. Мамай сăрчĕ тесе сăрта вăрçă хыççăн, пĕр журналист репортажĕнче усă курнипе чĕнме тытăннă. Сталинградра çапăçусем пуçлансан Мамай сăртне çар карттисем çинче «Высота 102» тесе палăртнă. Çапăçусен 200 кунĕнчен 135-ĕшĕ Мамай сăрчĕ çинче иртнĕ. Бомбăсемпе, снарядсемпе, минăсемпе çунтарса пĕтернĕ сăрт çинче курăк та ӳсмен. Вăрçăпа арканнăскер çапла хура тĕспе вăл 1959 çулччен тăнă. Мемориал комплексне Е.В.Вутетич скульптор ертсе пынипе 1959 – 1967 çулсенче туса пĕтерсе хута янă. Вăл вуншар ансамбльсенчен тăрать. Çав шута виличчен çапăçнисен стени, ишĕлчĕк стенасем, геройсен тӳремĕ, монументлă рельеф, Çар мухтавĕн залĕ, Хӳхлев тӳремĕ, «Тăван çĕршывăмăр-Анне чĕнет!» тĕп монумент, мемориал масарĕ, сăрт никĕсĕнчи мемориаллă дендропарк тата ыттисем кĕреççĕ. Хӳхлев тӳремĕнчен сăрт тăррине, «Тăван çĕршывăмăр-Анне чĕнет!» тĕп монумент никĕсĕ патне хăпарчĕç «чун çӳревçĕсем». Серпантин тăршшĕпе сăртра Сталинграда хӳтĕленĕ 34505 салтак ӳтне пытарнă. Çавăн пекех кунта Сталинграда хӳтĕлеме хутшăннă Совет Союзĕн 35 Геройĕн вилтăприйĕсем пур. «Тăван çĕршывăмăр-Анне чĕнет!» скульптура мĕнпур ансамблĕн композициллĕ центрĕ пулса тăрать. Çакă вăл аллинче хĕç тытса çĕршыва хӳтĕленме чĕнекен хĕрарăм кĕлетки. Унăн çӳллĕшĕ хĕçпе пĕрле 85 метр. Скульптурăна тимĕр-бетонран тунă, вăл тăракан никĕсне шутламасăр 5500 тонна бетон тата 2400 тонна тимĕр конструкцисем тăкакланă ăна ăсталама. Çĕвĕсем ан пулччăр тесе палăка пĕр вĕçрен, бетона хытма памасăр шăратса пынă. Кĕлетке шалта пушă. Бетон стенасен хулăнăшĕ 25-30 сантиметр. Шалта конструкцие çирĕплетсе тăракан 99 хурçă канат вырнаçтарнă, канатсем, пусма мĕнле упраннине тĕрĕслесе тăмалли пӳлĕм пур. Хĕç тăршшĕ 33 метр, йывăрăшĕ 14 тонна. Ăна гофрланă хурçăран шăратса кăларнă. Çил пусăмне вăйсăрлатас тĕллевпе шăтăксем туса хăварнă. Кĕлетке 2 метрлă никĕс çинче тăрать. Анчах никĕсĕ хăй çĕр айне 16 метра кĕрсе юлнă. Статуя плита çинче шахмат хăми çинчи фигура пек ирĕклĕ тăрать. Çак кĕлеткен конструкци çирĕплĕхĕн расчечĕсене, Останкинăри телебашня расчечĕсем пекех техника наукисен докторĕ Н.В.Никитин тунă. Çĕрле статуйăна прожекторсем çутатса тăраççĕ. Сăрт никĕсĕнчен тăррине 200 картлашка – Сталинградри çапăçусен кунĕ чухлĕ, илсе хăпараççĕ. 2008 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Мускавра «Семь чудес России» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Сасăланин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Мамай сăрчĕ Раççейĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕн шутне кĕнĕ. Сăрт çинче чылайччен курса çӳрерĕç хăнасем, унтан малалла – калмăксен тĕп хулине – Элистана çул тытрĕç.
 
Элистара
Хулана каçхине, тăххăрмĕш сехетре çитсе кĕнĕ пулин те Элиста урамĕнче халăх, ытларах çамрăксем йышлă пулни тĕлĕнтерчĕ. Уйрăмах хула паркĕнче нумайччĕ çынсем. Кунта мĕнпур лавккасем, киосксем уçă, аттракционсем ĕçлеççĕ.
– Кăнтăрла пирĕн хулара питĕ шăрăх, температура çулла 40 градусран та иртет. Çавăнпа та шăрăхра çынсем сулхăн çуртсенче ларма кăмăллаççĕ, каçалапа çеç уçăлма тухаççĕ, – тесе ăнлантарса пачĕç пире кĕтсе илнĕ ăсчахсем: Калмăк патшалăх университечĕн профессорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Аркадий Борисович Панькинпа Раççейри Репрессиленĕ халăхсен союзĕн председателĕ Аркадий Долманович Горяев. Вĕсем хăнасене хула паркĕ тăрăх кăтартса çӳрерĕç, Элиста историйĕпе паллаштарчĕç: 1845 çулта Раççей патши I Николай калмăк çеçен хирне вăрман лартас тĕллевпе ятарлă указ йышăннă. 1853 çулта Вăрман департаменчĕ ку указа пурнăçа кĕртме тытăннă. Анчах, паллă ĕнтĕ, вăрман лартма вăй кирлĕ. Çавăнпа та департамент Патшалăх пурлăхĕн министерствинчен Элиста (Хăйăрлă) текен лапамра йывăç лартакансене пурăнма вырăнсем хатĕрлеме ирĕк ыйтать. 1859-1861 çулсенче Костенков ăсчах ертсе пыракан Кумо-Маныч наука экспедицийĕ Крестовски станципе Аçтăрхан хулине çыхăнтаракан Аслă çул (тракт) тăрăх 15 ял, çав шутра Элиста лапамĕнче те, никĕслеме вырăнсем палăртать. Кунта çынсем пурăнма пуçличчен лапамра Маныч шывĕ тăрăх куçса çӳрекен калмăксем хăйсен чарăнăвĕсене тунă пулнă. Хăйăрлă çак вырăн ячĕ кайран ял çине те куçнă.
(Малалли пулать.)
 
: 908, Хаçат: 30 (1020)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: