Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк каялла августăн 28-мĕшĕнче Республикăри ача-пăча клиника больницин территорийĕнче Рональд Макдональдăн хăна çуртне тума пĕрремĕш чул хунăччĕ. Июлĕн 10-мĕшĕнче 2000 тăваткал метр лаптăка йышăнакан икĕ хутлă Макдоналдс çурчĕ ӳссе те ларчĕ. Урамран пăхма вăл эпир куллен курма хăнăхнă Макдоналдс ресторанĕсен çуртĕнчен питех уйрăлса тăмасть, чăн та, кĕнĕ-тухнă çĕрте апатланмалли сĕтел-пукан вырăнне ачасен площадки.
Çак çурта «Дом Роналда Макдоналда» Ыр кăмăллăх фончĕ туса лартнă. Кун пекки пирĕн çĕршывра урăх çук-ха, чăн та паянхи куна 12 çемье пӳлĕмне хута янă ĕнтĕ. Вĕсем хăйсен кирлĕлĕхне кăтартма ĕлкĕрнĕ те. Тĕрĕссипе, çемье пӳлĕмĕсен те, çемье хăна çурчĕн те пĕр тĕллев – йывăр чирлекен ачасем нумай вăхăт сипленсе больницăра выртнă вăхăтра ашшĕ-амăшне çывăхра пулма май парасси. Паллах, йышăнакан лаптăкпа илсен хăна çурчĕсем çемье пӳлĕмĕсенчен самай витĕмлĕрех, кунта пĕр вăхăтрах темиçе ачан ашшĕ-амăшĕ чарăнса тăраять. Тăван çынсем пĕрмай юнашар пулсан сиплев те хăвăрттарах пырать, кăна тухтăрсем тахçанах асăрханă. Паянхи куна çакăн пек проектсем 31 çĕршывра пурĕ 317. Вĕсене ыр кăмăллăх фончĕн укçи-тенкипе тăваççĕ. Хусанти çемьесен хăна çурчĕн строительстви компание 110 миллиона яхăн тенке ларнă. Каласа хăварни вырăнлă, малашнехи тăкаксене те фонд хăй çине илет, унта ĕçлекенсене тӳлесе тăраканĕ те хăех. Чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ хăна çуртĕнче тӳлевсĕрех пурăнать, мĕн вăхăт унта выртса тăрасси сиплекен тухтăртан кăна килет. Пĕр вăхăтра 24 çын пурăнма пултарать хăна çуртĕнче. Кунта чăнах та килти пекех: çывăрмалли пӳлĕм, апат хатĕрлеме кухня, хăнасене йышăнмалли, ачасене вылямалли пӳлĕмсем пур. Лайăх çанталăкра ачасем çурт умĕнчи площадкăра выляма, ярăнма пултараççĕ.
Паллах, Республикăри ача-пăча клиника больницине пĕтĕм Атăлçи округĕнчен сипленме килнине пăхсан ытла пĕчĕк пек курăнать, апла пулин те вăл чылайăшĕн лару-тăрăвне çăмăллатасса шанас килет. Çулталăкра çапла 600 çемьене тĕрев параять фонд.
Çемьесен хăна çуртне уçнă çĕре ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, ТР Президенчĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пулăшуçи Татьяна Ларионова, «Дом Роналда Макдоналда» Ыр кăмăллăх фончĕн правленийĕн председателĕ, Раççейри тата Хĕвел тухăç Европăри «Макдоналдс» президенчĕ Хамзат Хасбулатов, ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов, ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Айрат Шафигуллин, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тата ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç. Июлĕн 11-мĕшĕнчех хăна çуртне 18 ачан ашшĕ-амăшĕ йышăнчĕ.
 
: 825, Хаçат: 30 (1020)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: