Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сысна усрама чарасшăн
Раççейре Африка чуми чирĕ сарăлнă май РФ Правительстви харпăр хуçалăхсене сысна усрама чарма шутлать. Лару-тăру ку енĕпе чăнах та çăмăл мар тесе палăртнă РФ Премьер-министрĕ Д.Медведев çак кунсенче. Унăн çумĕ А.Дворкович çавăнпах ĕнтĕ карантин мероприятийĕсене федераци шайне çитерме сĕннĕ. Кунсăр пуçне чирлĕ сыснасене пĕтермелли вырăнсем йĕркелемеллине тата харпăр хуçалăхсене сысна усрама чармаллине палăртнă. Тĕрĕссипе, ку мероприятисем регионсенче пуçланнă ĕнтĕ, анчах чир сарăлас темп пурпĕр чакмасть. Правительство вара харпăр хуçалăхсенчи кăна мар, Африка чуминчен тивĕçлипе сыхланман пысăк хуçалăхсенчи сыснасене пурне те пĕтерме сĕнет.
 
Çĕр улми чирлет
Нурлат районĕнчи Якаел ялĕнчи пĕр пахчара çĕр улмин чирĕ – ылтăн нематода – пурри палăрнă. Ку чир чăнах та ӳсен-тăраншăн хăрушă-мĕн. Вăл çĕр улмине ӳсме памасть, тухăç ĕлкĕричченех типĕтет. Çавна кура ку чир çуллен пĕр вырăнта лартакан пахчасемпе хирсемшĕн питĕ хăрушă. Мĕншĕн тесен вăл тухăçăн 80 проценчĕ таранах пĕтерет. Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, кунта фитосанитари зонисем палăртса фитосанитари режимне пуçланă.
 
Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ 567,1 пин тонна утă, 1911 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Ку енĕпе хальлĕхе Арск, Азнакай, Мамадыш районĕсем малта. Çаплах çулçăллă апат хатĕрлесси те вĕçленмен-ха, пĕтĕмпе республикăра 6530 тонна пухнă. Паянхи кун тĕлне çулçăллă апата Кукмор районĕ чухлĕ ытти пĕр район та хатĕрлеймен-ха.
 
Ĕçлекене – мухтав
Элмет районĕнче тырçие хăвăрт вĕçлес тĕллевпе çĕр ĕçченĕсене укçа парса хавхалантарма шутланă. Тырçи пуçлансанах комбайнерсемпе механизаторсен хушшинче ăмăрту йĕркеленĕ. Комбайнăн кашни марки валли хăйĕн нормине палăртнă. Пĕр нормăна пурнăçланăшăн – 500, иккĕшĕн – 700, виççĕшĕн – 1000, ыттисемшĕн 1500 тенкĕ параççĕ. Çак кунсенче 13 комбайнерпа механизатора эрнери нормăна хăвăрт пурнăçланăшăн район администраци пуçлăхĕн фондĕнчен премипе район пуçлăхĕ М.Салихов хире кайсах чысланă.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна çулакан механизаторсене вара кашни 300 гектаршăн 1000-шер тенкĕ параççĕ. Элмет çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ сахал мар, пĕтĕмпе районти 53 пин те 493 гектарти тухăçа пухса кĕртмелле. Ĕç-пуç малалла та çапла кал-кал пырсан тата çанталăк чăрмантармасан элметсем тырçие вăхăтлă вĕçлĕç.
 
Çырла ăнса пулнă
Кăçалхи çанталăк тырă тухăçĕ çине витĕм пачĕ пулин те улма-çырлашăн лайăх пулчĕ. Республикăра кăçал улма-çырлан тухăçĕ питĕ лайăх тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин пресс-служби. Пахчаçăсем кашни çырла тĕмĕнчен 6-7 килограмшар чие пуçтараççĕ-мĕн. Панулмипе сливăн, хăмла çырлин тухăçĕ те аван. Çапах та Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсем пахчаçăсене пиçнĕ улма-çырлана хăвăртрах татма сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен тĕмсен хĕллене тĕплĕн хатĕрленсе çитмелле, унсăрăн хавшанă йывăçа хĕл каçма йывăр пулать.
 
«Челны-Бройлер» – малта
Тутарстанăн чи сумлă конкурсĕсенчен пĕрне – «Тутарстанăн чи лайăх таварĕпе услугисем» – пĕтĕмлетнĕ. Шучĕпе хальхи 10-мĕш пулнă. «Чи лайăх тавар кăларакан» ятшăн кăçал республикăри 234 предприяти кĕрешнĕ. Жюри сакăр тĕрлĕ апат-çимĕçе хакланă та «Челны-Бройлер» тулли мар яваплăхлă обществăна çитекенни çук тесе палăртнă. Вĕсен сакăр тĕрлĕ продукчĕ те номинант пулма тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр, «Тутарстанăн чи лайăх таварĕпе услугисем» конкурс «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсăн регионсенчи тапхăрĕ шутланать. Çавăнпа республика конкурсĕн çĕнтерӳçисем малалла Раççей шайĕнчи тапхăрне хутшăнаççĕ. «Челны-Бройлер» тулли мар яваплăхлă обществăн сакăр тĕрлĕ продукчĕ те Тутарстан чысне хӳтĕлĕ.
 
: 1417, Хаçат: 30 (1020), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: