Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАНТИ çăкăр пĕçерекен предприятисем Универсиада вăхăтĕнче 17 тонна чак-чак пĕçерсе сутнă. Пĕрисен ĕç калăпăшĕ 20-30 процента, теприсен икĕ-виçĕ хутах ӳснĕ. Çавăнпа та Универсиадăн чи тутлă пылак апачĕ чак-чак пулни иккĕленӳллĕ мар. Мĕншĕн тесен вăл спортсменсен сĕтелĕ çинчен пĕрре те татăлман. 3№ çăкăр завочĕ Универсиада вăхăтĕнче 10 тонна чак-чака парне пек хатĕрлесе кăларнă. Вăл чăнах та спортсменсемпе хăнасен, туристсен тутлă сувенирĕ пулса тăнă, мĕншĕн тесен вĕсем кашни çак çимĕçе киле илсе кайма туяннă. Çак предприяти ытти çимĕçсене те Универсиада вăхăтĕнче 20 процент нумайрах пĕçернĕ. Булкăпа кондитер комбиначĕ те чак-чака 7 тонна сутнă.
Спортсменсене вара чак-чакпа БКК тивĕçтернĕ. Мĕншĕн тесен вăл çак продукцие сутмалли лицензи илнĕ пĕртен-пĕр предприяти пулнă. Çăкăрпа кĕлентĕр комбиначĕ Универсиадăн персоналĕ валли çăкăр-булка пĕçернĕ. Ахаль кунсенчен 30 процент нумайрах пĕçерме тивнĕ. 2№ çăкăр завочĕ артистсем валли çăкăрпа кондитер изделийĕсене пĕçернĕ. Вĕсем çак темиçе кунра 800 килограмм кондитер изделийĕ, 1,2 тонна çăкăрпа батон ăсатнă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ хулари çемье политикин принципĕсене сӳтсе явнă. Тĕп вырăнта çемьен ăнăçлăхĕ пулнă тесе пĕлтерет хула сайчĕ. Çавра сĕтеле сывлăх сыхлав, вĕрентӳ управленийĕсен ертӳçисем, ЗАГС ĕçченĕсем, физкультурăпа спорт представителĕсем, миравай судьясем, хулари аслă шкулсен тата обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Вĕсем çемье ăнăçлăхĕн принципĕсене, уйрăлакансен шучĕ ӳснин сăлтавĕсене сӳтсе явнă та пĕрлехи çемье политикин концепцине йышăннă.
ЭЛКЕЛ районĕнчи Апаково ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасене садике çӳреме май туса парассине районти прокуратура татса панă. Çак ялти ачасем садик пулманнипе шкула кирлĕ пек хатĕрленеймеççĕ-мĕн . Прокуратура вара çакна ачан правине пăсни тесе çирĕплетет. Тĕрĕслев хыççăн ку ялти 1-7 çулти 13 ача чăнах та садике çӳрейменни палăрнă. Прокурор ыйтнине суд туллин тивĕçтернĕ. Çакăн хыççăн муниципаллă йĕркеленӳ Апаково ялĕнчи пĕр çурта тĕпрен юсаса садик уçнă.
АНАТ КАМА сентябрĕн 16-мĕшĕнчен йывăç лартмалли анлă акци пуçлать. Кун пекки хальччен хулара пулман-ха. Кунсерен вăтамран 200-шер тĕп йывăç лартма планлаççĕ. Çапла вара хулара тăватă тĕрлĕ 20 пин тĕп йывăç лартма хатĕрленеççĕ. Сăмах май, акцие кирек кам та хутшăнма пултарать.
ТУТАРСТАНРА июлĕн 15-21-мĕшĕсенче тата 7 çын шывра путнă. Сезон пуçланнăранпа республикăра пурĕ 59 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ хĕрарăм, 4-шĕ ача, ыттисем арçынсем тесе пĕлтерет Раççей МЧСĕн Тутарстанри Управленийĕн пресс-служби. Инкекĕн сăлтавĕ – шыва кĕме хатĕрлемен вырăнсенче шыва кĕни (33 тĕслĕх), çакăн пек вырăнсенче ӳсĕрле шыва кĕни (23), аслисем ачасене çителĕклĕ пăхманни.
 
: 1379, Хаçат: 30 (1020), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: