Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНРЕ çанталăк тахçантанпа типĕ тăнине кура регионти чрезвычайлă лару-тăру режимĕ пуçланнă. Çавнашкал режим республикăн 21 районне те пырса тивет. Вăрмансене кĕме юрамассине те августăн 9-мĕшĕччен тăснă. Вăрах вăхăт çумăр çуманни Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи тыр-пула сиен кӳнĕ. Çапла майпа асăннă районсем пĕтĕмĕшле илсен 700 миллион тенкĕлĕх тăкак тӳснĕ. Çанталăк типĕ тăнине кура акнă лаптăксенчи 70-80 пин тонна тыр-пул тата пăрçа йышши культурăсем, 100-130 пин тонна çĕр улми пĕтнĕ.
Чăваш Енри тăватă спортсмен çак кунсенче Болгарире пуçланнă XXII çуллахи Сурдлимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – çăмăл атлетика енĕпе, пĕри – бадминтонпа. Болгарири ăмăртусене Иван Пакин (вăрăмăшне сикесси, виççĕлле сикесси тата 4х100 метрлă эстафета), Андрей Андреев (800 метра чупасси), Анастасия Мамлина (копье ывăтасси тата ядро тĕкесси) тата Анастасия Седова (бадминтон) хутшăнаççĕ. Сăмах май, Болгарире июлĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа августăн 4-мĕшĕччен иртекен Сурдлимп вăййисене 85 çĕршывран 3000 ытла спортсмен хутшăнать. Раççей делегацийĕн йышне 417 çын кĕнĕ, вĕсенчен 302-шĕ спортсмен. Раççейĕн сборнăй команди хăлха илтменнисен спорчĕн 20 тĕсне те хутшăнать.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ V Граждансен форумĕ уçăлнă. Вăл «Пуласлăх паянтан пуçланать!» девизпа иртет. Форум августăн 22-мĕшĕчченех пырĕ. Область Правительствинчен REGNUM информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, форум вăхăтĕнче регионти çивĕчрех тăракан социаллă проблемăсене тупса палăртĕç, вĕсене мĕнлерех майпа татса парассине сӳтсе явĕç. Правительствăпа регионти Обществăлла палата йĕркеленĕ форумра хальхи вăхăтра 13 дискусси площадки ĕçлет.
САМАРТА Алексей Толстойăн музей-çуртне тирпей-илем кӳртме хатĕрленеççĕ. Çак ĕçсене паллă çыравçă çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. Çак кунсенче музей-çурта хăтлăх кӳртессин дизайн-проектне сӳтсе те явнă ĕнтĕ. Унпа килĕшӳллĕн самарсем кăмăллакан «дворян йăвин» территорийĕ ĕлĕкхине те сăнлатăр, хальхи требованисене те юратăр. Тирпейлес ĕçсене сентябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме планлаççĕ.
МАРИЙ ЭЛ. Йошкар-Ола хулин Шалти ĕçсен управленийĕн çуртĕнче нумай пулмасть «тупнă япаласен бюровĕ» уçăлнă. Мобильлĕ телефонсем, ылтăн алкасем, енчĕк, документсем тата… скутер – йĕрке хуралçисем хăйсем тупса илсе килнĕ япаласем пур кунта. Ахаль çынсем хальлĕхе нимĕн те килсе паман-ха, вĕсем хăнăхнă йăлапа дежурнăй чаçсене параççĕ тупнă япаласене. Кашни япаланах регистрацилеççĕ кунта. Енчен те япалан хуçи тупăнсан унăн çак япала хăйĕн пулнине ĕнентерме питĕ хытă тăрăшма тивет, заявленире çухалнă япала пирки тĕплĕн çырса кăтартмалла пулать.
 
: 1436, Хаçат: 30 (1020), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: