Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 20-мĕшĕнче Аксу районĕнчи Чăваш Енрусьелĕнче ял уявĕ пулчĕ. Кăçал вăл виççĕмĕш хут иртрĕ. Чăваш Енрусьелне – 303 çул. Çак кун асăннă ялта çуралса ӳссе тĕрлĕ енне тухса кайнисем пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса тенĕ пек праçнике килнĕ. Ял халăхĕ чĕререн савăнни таçтанах палăрчĕ.
Паянхи куна ку яла çитме çăмăлах мар. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен кунта питĕ чаплă çул тума пуçăннă. Темиçе кĕпере çĕнетсе, çирĕплетсе илем кӳреççĕ. Темиçе чăваш ялĕ витĕр асфальт сарса çулсене якатаççĕ. Ку, паллах, питĕ савăнтарать. Ял халăхне тухса çӳремешкĕн малашне питĕ ансат пулать.
Иртнĕ шăматкун питĕ хитре çанталăк пулчĕ. Аксу çĕрĕ çинче уяв иртнине кура пуль хĕвелĕ те ачашшăн пăхрĕ. Уява пуçтарăннă çынсене ытла шăрăх ан пултăр тесе кăштах çилĕ те «çупăрласа кайкаларĕ». Енрусьелсем праçнике питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Темиçе тĕслĕ сăра вĕретсе, хуплусем пĕçерсе килнĕ хăнасене сăйларĕç. Пĕр çын та çăкăр-кукăль, сăра тутанса пăхмасăр юлмарĕ пуль çав кун.
Эпĕ астăвасса ял кунне халалласа уявĕсем питех ирттермеççĕ. Тен, пур-тăр та хăш-пĕр çĕрте. Анчах та… Тĕрĕссипе каласан мана çак çĕнĕлĕх питĕ килĕшрĕ. Ял халăхĕ ĕçрен, тĕрлĕ шухăшсенчен канни, пĕр-пĕринпе калаçса, концерт курса, купăссемпе юрласа-ташласа савăнни питĕ кăмăллă.
Ял уявне район пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов, районти ĕçтăвком ертӳçин çумĕ Сергей Витальевич Александров, ТР ЧНКА председателĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Петрович Молоствов, Аксу районĕн ЧНКЦ ертӳçи Алексей Владимирович Калуков тата ытти Аксу тавралăхĕн чаплă хăнисем хутшăнчĕç.
Чăвашсемпе çыхăннă кирек мĕнле мероприяти те ТР ЧНКА пуçлăхĕсĕр Константин Яковлевсăр иртмест, паллах. Кунта вара Константин Геннадиевич хăна мар темелле – хуçа пулчĕ. Тутарстан чăвашĕсен ертӳçи çак ялта çуралса ӳснĕ, вăтам пĕлӳ илнĕ. Паян кун та Константин Геннадиевич яла пăрахмасть. Тăван килне яланах килсе çӳрет.
Ялпа çыхăннă мероприятисем яланах кăмăллă иртеççĕ. Уйрăмах ялта çуралса ӳссе хулана тухса кайнисем пурăна киле ялпа тата çывăхланаççĕ. Мĕнле пулсан та тăван çĕр хăй патне туртать. Унта пулса иртекен пулăмсем чуна пырса тивеççĕ. Çак сăмахсене эпĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан питĕ кăмăллă çын Николай Федорович Угаслов çинчен каласшăн.
Николай Федорович эпĕ пĕлессе кăна ăçта кăна çитмест-ши, кама кăна пулăшмасть-ши? Чиркӳсем тунă е уçнă çĕрте те, палăксем тунă е уçнă çĕрте те курма пулать ăна. Мĕнпур çĕрте вăл ырă та кăмăллă сăмахсем каласа парнесем парать. Чăваш Енрусьелне те Николай Федорович пушă алăпа килмен, асăнмалăх питĕ пысăк картина парса саламларĕ.
Уява килнĕ хăнасем пурте тенĕ пек парне пачĕç. Уйрăмах Константин Яковлев хăйĕн ялне чĕререн юратни паллă пулчĕ. Вăл ялти Культура çуртне те, шкула та пысăк парнесем парнелерĕ. Ялти чи ватă çынна (шурсухал 92 çулта), кăçал пĕрлешнĕ çамрăк мăшăра та, чи нумай ачаллă çемьене те, ыттисене те парне парса кăмăл турĕ.
Кирек мĕнле уяв та юрă-ташăсăр пулмасть, паллах. Концерт программине чăвашенрусьелсем пуçларĕç. Ялти культура ĕçченĕсем ятарласа программа хатĕрленĕ. Пурне те килĕшрĕ.
Юлашки вăхăтра, эпĕ сăнанă тăрăх, Лениногорск хулин пултаруллă çыннисене кашни мероприятинче курма пулать. Кунта та вĕсем хаваспах килсе çитнĕ. Виçĕ купăсçă та икĕ юрăçă Чăваш Енрусьел уявне пухăннисене хитре кĕвĕсем каласа, чуна пырса тивмелле юрăсем юрласа, çавăнтах такмаксем каласа савăнтарчĕç, уява илем кӳчĕç.
Хусанти чăвашсен «Салам» фольклор ушкăнĕ те çак уявра пулса курчĕ. Вĕсене Константин Яковлев ятарласа хăнана чĕннĕ. Ял уявĕ мĕнлерех иртнине кăтартса мăнаçланнă вăл. Чăнах та мăнаçланмалăх пур. Çак праçник пурне те килĕшнĕ. Пĕчĕккисенчен пуçласа ват çынсем таранччен канчĕç те савăнчĕç унта.
Халиччен пулманни пулса иртрĕ çаплах çак уявра. Хусана ют çĕршывран Универсиадăна килнĕ артистсем Аксу районне те кайса курас тенĕ. Çак артистсем пирĕн тĕслĕ мар, вĕсене таçтан уйăрса илме пулать. Тискер кайăксен тĕкĕсене çакса янă хурарах хĕрлĕ ӳтлĕ çынсем Кăнтăр Америкăранах килсе çитнĕ. Эквадор çыннисем сцена çине тухсан халăх шăпланчĕ. Çут çанталăкпа çыхăннă кĕвĕсем янăрама тытăнсан кашни çыннăн чунĕ таçта инçете вăрмансене, тусем çине вĕçсе кайнăн туйăнчĕ. Вĕсен кĕввисене тата юррисене темĕнччен пĕр чарăнмасăр итлеме пулать. Халиччен ун пек халăх çыннисене курманнисем американецсемпе сăн ӳкерĕнчĕç, вĕсен дискĕсене, сулăсене, мăй çине çакса ямалли амулетсем туянчĕç. Тĕрĕссипе каласан питĕ хитре пулчĕ.
Ют çынсен юрри-кĕвви чаплă пулсан та, хамăр халăхăн чуна пырса тивекен кĕвĕсем пире çывăхрах çав. Сăмахран, Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксу ялĕн хĕрĕсем илемлĕ юрă шăрантарса концерт курма килнисен чĕрисене хумхатрĕç. Çаплах Емелькино ялĕнче пурăнакан Сергей Шашин та хитре юрăсем юрласа пачĕ.
Уяв кунĕпене тăсăлчĕ темелле, мĕн тĕттĕмлениччен тенĕ пек ял халăхне Шупашкартан килнĕ артистсем савăнтарчĕç.
 
: 937, Хаçат: 30 (1020)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: