Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Принц çуралнă
Великобританире ку эрнере чăн-чăн уяв – пурте тахçантанпах кĕтнĕ принц çуралнă унта. Июлĕн 22-мĕшĕнче II Елизавета королевăн мăнукĕн, Кембридж герцогĕн Уильямăн ывăл çуралнă. Акăлчансем пĕчĕк принца тепĕр кунах, Уильямăн мăшăрĕ Кейт больницăран тухсанах курма пултарнă. Британи тронĕ çине черетпе аслашшĕ Чарльз, ашшĕ Уильям хыççăн виççĕмĕш ларма пултаракан пĕчĕк принца ят та хунă – Георг Александр Луи.
 
Алă пуснă
РФ Президенчĕ В.Путин «Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăсни çинчен калакан кодексне тата «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен» Федераллă законăн 28-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă закона алă пуснă. Ăна РФ Патшалăх Думи 2013 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă, Федераци Канашĕ июлĕн 10-мĕшĕнче ырланă. Кодекса çак улшăнусене кĕртнĕ: 3.5 статьяри («Административлă штраф») хăш-пĕр çул-йĕр правилисене пăснăшăн парăнакан штрафсем 5 пинрен 50 пин тенкĕ таран ӳснĕ; çавăн пекех закон водительсемшĕн «нульлĕ промилле» ăнлава та пăрахăçланă.
 
Ӳсекен ăрушăн тĕслĕх
Тунтикун ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Хусан Кремлĕнче Тутарстан спортсменĕсемпе – ХХVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăн медалисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Президент спортсменсене лайăх кăтартусемшĕн тав турĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсем ӳсекен ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Медалистсене хатĕрленĕ тренерсене те нумай ăшă сăмах каларĕ Рустам Нургалиевич. Сăмах май, Тутарстан спортсменĕсем Универсиадăра пурĕ 40 медаль çĕнсе илнĕ.
 
2018 çулта уçасшăн
Хусана Мускавпа çыхăнтаракан пысăк хăвăртлăхлă магистрале икĕ тапхăрпа тума планлаççĕ. Çакăн пирки журналистсене ку эрнере ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Л.Сафин каласа панă. Пĕрремĕш участок Мускава Владимир, Чулхула тата Шупашкар урлă Хусанпа çыхăнтарĕ. Ăна 2018 çулхи футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ тĕлне уçма планлаççĕ. Иккĕмĕш участок вара Хусана Çырчалли е Елабуга урлă Екатеринбургпа çыхăнтарма тивĕç.
 
: 1508, Хаçат: 30 (1020), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: