Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялсенчи тимĕрçĕ лаççисенчен шакканă сасă илтĕнсех каймасть халĕ. Мĕншĕн тесен лаççи те, тимĕрçи те мĕнпур çĕртех çук. Çапах та ăсталăх манăçнă тенине пĕлтермест çакă, пур-ха пирĕн ăстасем. Çакна кăçал Хусанта иртнĕ Сабантуй праçникĕнче хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Тимĕрçĕсен лаççисем пĕринчен тепри ăсталăхпа тĕлĕнтерчĕç. Тимĕрçĕсем республикăри районсенчен кăна мар, Раççейри ытти регионсенчен те килсе çитнĕччĕ. Çĕпрел районне, тĕслĕхрен, Ульяновск хулинчи историлле фехтованин «Кремень» клубĕ (çак район мăнукĕсем) пулăшма килчĕ.
С.Подрез, К.Поликов тата Ф.Протасов ăстасем хăйсен лаççинче вĕçĕмсĕр шаккарĕç, тимĕр хĕртрĕç. Вĕсем халăха такан тата ытти тимĕр япала ăсталама вĕрентрĕç.
– Паян 6 сехетренпех ĕçлетпĕр, кирек кам та хăй вăйне тĕрĕслеме пултарать кунта, – пĕлтерчĕ «Кремень» клубăн ертӳçи С.Подрез.
Сăмах май каласан, клуб ĕнер-паян кăна йĕркеленмен, вăл темиçе çул ĕçлет ĕнтĕ. Кунти тимĕрçĕсем тĕрлĕ япаласемсĕр пуçне ĕлĕкхи çар хатĕрĕсене, тимĕр тумĕсене (кольчуга, шлем тата ытти те) ăсталаççĕ. Темиçе ĕмĕр каяллахи паттăрсен çапăçăвĕсене реконструкцилесе çулсерен Ульяновск, Тольятти, Димитровград, Самар, Хусан тата ытти хуласенчи истори клубĕсен хушшинчи турнирĕсене хутшăнса кăтартаççĕ. Клубăн членĕсем историлле фехтовани енĕпе темиçешер хут Раççей чемпионĕсем, Атăлçи призерĕсем те пулнă иккен.
Чи пĕлтерĕшли – «Кремень» çамрăк ăрăва хăй патне явăçтарни. «Эрех ĕçсе, пирус туртса çӳриччен килĕр пирĕн пата, чăн-чăн арçын ĕçне вĕрентетпĕр тетпĕр çамрăк каччăсене. Пирĕн пата çамрăксем нумай çӳреççĕ. Тимĕрçĕ ĕçне хăнăхаççĕ, авалхи çар искусствипе паллашаççĕ. Юлашки 7-8 çулта пире ытти хуласене нумай чĕнеççĕ. Унта та ăсталăха кăтартатпăр. Сабантуя чăнах та хамăрăн тăвансене пулăшма килтĕмĕр. Пирĕн клуба çӳрекенсенчен нумайăшĕ е хăй, е вĕсен ашшĕ-амăшĕ çак районтан тухнă. Çĕпрелсем чĕнчĕç те пĕр сăмахсăрах килĕшрĕмĕр. Сăмах май, Çĕпрел, Пăва районĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр эпир», – каласа парать авалхи ăсталăха чун киленĕвне çавăрнă Сергей Подрез. Тимĕрçĕ ăсталăхне ĕлĕкхи пек ялсенчи тимĕрçĕ лаççисенче мар, кун пек клубсенче вĕренсен те лайăх-çке. Алла илнĕ хăнăху пурнăçра кирлĕ пулатех вĕт.
 
: 1425, Хаçат: 29 (1019), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: