Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сĕтел çи теннисра икĕ бронза медаль илме пултарнă Шупашкар хĕрĕ Антонина Савельева çĕнтерӳ хыççăн пирĕн ыйтусем çине хаваспах хуравларĕ. Антонина сĕтел çи теннис енĕпе Раççей спорт мастерĕ, унччен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ, çулталăк каялла вара Хусанти федераллă университетăн физкультура, спорт тата юсанма пулăшакан медицина институтне куçнă. Халĕ 4 курс пĕтернĕ. 27 çулта.
– Антонина, сире бронза медальсем илнĕ ятпа саламлатпăр. Асăрханă тăрăх, сире Чăваш Ен те «хăйĕн» спортсменки пек кăтартать, Тутарстан та. Эсир хăвăра хăш регион спортсменки тесе шутлатăр?
– Унччен эпĕ Чăваш Республикишĕн вылянă пулсан, ак ĕнтĕ çулталăк Тутарстан чысне хӳтĕлетĕп.
– Универсиадăра медаль илессе шаннăччĕ-и?
– Ăмăртусене хутшăннă чух чи пĕлтерĕшли хăв мĕн пултарнине, хăвăн вăйлă енĕсене кăтартасси, юлашки вăй юлмиччен кĕрешесси. Çапла тусан вара ăнăçу пулатех. Универсиадăра пĕтĕм вăйран тăрăшрăм, çавăнпа медальсĕр юлмарăм.
– Эсир унччен мĕнле пысăк ăмăртусене хутшăннă?
– 2000 тата 2004 çулсенче Кадетсемпе юниорсен хушшинчи Европа чемпионатне, 2010 çулта Хусанта иртнĕ Студентсен хушшинчи Европа чемпионатне хутшăннăччĕ. Кăçал май уйăхĕнче сборнăй йышĕнче Тĕнче чемпионатĕнче пултăм. Июньте Турцире иртнĕ Студентсен хушшинчи Европа чемпионатне хутшăнма тӳр килчĕ, унта эпĕ виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илтĕм.
– Эсир Тутарстанра вĕреннĕ май Хусан Универсиадăна еплерех хатĕрленнине хăвăр куçăрпа курнă ĕнтĕ. Сирĕн шутпа хула хатĕрленсе çитнĕ-и çак пысăк мероприяти тĕлне?
– Тĕрĕссипе каласан юлашки уйăхсенче эпĕ Хусанта нумай та пулман. Сборсене, тĕрлĕ ăмăртусене кайма тиврĕ. Универсиада пуçланас умĕн Хусана таврăнсан хула еплерех çĕнелнине, улшăннине курсан питĕ тĕлĕнтĕм, савăнтăм. Ман шутпа, хусансем студентсен вăййисене питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ, çӳллĕ шайра ирттерчĕç ăмăртусене, вак-тĕвекрен пуçласа чи-чи пĕлтерĕшли таранах.
– Антонина, тенниспа эсир еплерех туслашнă? Кам-тăр хушнипе-и, çине тăнипе-и? Хăçантанпа теннис сирĕн «çывăх тусăр»?
– Эпĕ ултă çултах тенниспа туслашнă. 1-мĕш класра вĕреннĕ чух пире физкультура урокĕсенче ача-пăча спорт секцине илсе каятчĕç. Тепĕртакран мана занятисене куллен çӳремешкĕн суйласа илчĕç. Спортăн хăш тĕсĕпе туслашас килет, çавăнпа туслаш – вариантсем питĕ нумайччĕ. Пирĕн çемье яланах спортпа туслă пулнă. Сĕтел çи теннис мана спортăн ку тĕсĕнче аманас хăрушлăх пĕчĕккипе, çав вăхăтрах питĕ интереслĕ пулнипе, шухăшлава, реакцие хăвăртлатнипе, кăмăла çирĕплетнипе, çĕнтерӳ патне ăнтăлма хистенипе илĕртрĕ. Спортăн ку тĕсĕнче интереслипе усăлли нумай тейĕттĕм эпĕ, çавăнпа сĕтел çи тенниса суйласа илтĕм те.
– Эсир сирĕн çемье спортпа туслă терĕр. Аçăр-аннĕр хăш тĕссемпе аппаланать?
– Анне çамрăк чух велоспортпа аппаланнă, ку енĕпе спорт мастерĕ вăл. Çавăн пекех полиатлон енĕпе те спорт мастерĕ аннеçĕм. Атте, вăл халь пирĕнпе çук ĕнтĕ, велоспортпа тата йĕлтĕрпе туслăччĕ.
– Ăмăртусен умĕн спортсменшăн чи пĕлтерĕшли мĕн? Тен, мĕнле те пулсан вăрттăнлăх пур сирĕн е мĕнле те пулсан тĕшмĕше ĕненетĕр-и?
– Ман шутпа кашни спортсменăнах ăмăртăва хутшăннă чух хăйĕн харпăр хатĕрленӳ схеми пур. Унта режим та, апат та, психологилле тата физхатĕрленӳ те кĕрет. Тĕшмĕше ĕненместĕп, яланах хамăн вăй çине шанатăп.
– Антонина, эсир час-часах сборсемпе ăмăртусене çӳретĕр. Çакă вĕренĕве кансĕрлемест-и? Преподавательсем эсир занятисенче яланах çукки çине еплерех пăхаççĕ, ăнланаççĕ-и сире?
– Кун пирки татсах калама пултараймастăп, мĕншĕн тесен Хусанти федераллă университетра эпĕ çулталăк çеç вĕренетĕп-ха. Преподавательсем ăнланаççĕ тесе шанас килет ĕнтĕ…
– Сире малашне те медаль хыççăн медаль илме ăнăçу сунатпăр!
– Тавтапуç!
 
: 865, Хаçат: 29 (1019), Категори: универсиада -2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: