Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Фольклор тухмĕ халăх чĕринчен», – тесе хурав панă пулăттăмăр эпир 12 çул каялла çĕре кĕнĕ фольклориста Сатур Яккăвне. Çак сăмахсем тĕрĕсе килнине иртнĕ эрнере Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕнче иртнĕ фольклор фестивалĕнче пулса курнисем çирĕплетме пултараççĕ. Фестивале вара шăп та Сатур Яккăвне халалланă.
Эрнекун, июлĕн 12-мĕшĕнче, Йăвашкел ялĕн Культура çурчĕ умĕнче питĕ нумай халăх пуçтарăннăччĕ. Кунта чăвашсем асатте-асаннесен юррисене паян кун та асра тытса, чунтан, чĕререн кăларса шăрантарчĕç.
Фестивале республикăри темиçе районтан килсе çитнĕ. Фольклор ушкăнĕсем питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ çак уява. Питравпа пĕр кун килнĕ фестивальте ушкăнсем юрăсене пĕтĕмпех тенĕ пек уяв юррисемпе çыхăнтарнă.
Сатур Яккăвĕ ячĕпе иртекен пĕрремĕш фольклор фестивалĕ юрланипе тата ташланипе çеç çырлахмарĕ, кунта конкурс пычĕ. Конкурса вара питĕ пысăк çынсем хак пачĕç. Жюри членĕсемпе паллаштарма чи малтанах хамăр ентешрен Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралса ӳснĕ ЧР халăх поэтĕнчен Порфирий Афанасьевран пуçлас килет. Порфирий Васильевич хăйĕн тăван районĕнче çакăн йышши пысăк мероприяти иртнĕшĕн питĕ савăннă. Фестиваль малашне те йăлана кĕрсе пĕрре мар иртессине шанать. Хăй те кашни çулах унта килсе çӳреме пулчĕ. РФ Композиторсен союзĕн членĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Павлович Григорьевпа РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, профессор Станислав Алексеевич Кондратьев, ЧР халăх артисчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Августа Васильевна Уляндина та Тутарcтанра пурăнакан чăвашсен ĕлĕкхи юррисене итлесе вĕсене хак пама Шупашкартанах килсе çитнĕ.
Вырăнти хуçасем те юрăçсене тимлĕ итлерĕç. Çарăмсан районĕн культура уйрăмĕн ертӳçи И.Б.Галиев жюрине те тимлĕн сăнарĕ.
Фестивале Çарăмсан муниципаллă район пуçлăхĕ Наил Зарипов ырă та кăмăллă сăмахсем каласа, чăвашсене мухтаса, вĕсен юррисемпе киленнине пĕлтерсе асăннă мероприятие республика шайĕнче ирттерме шутланăшăн тав турĕ. Уйрăмах Сатур Яккăвĕн тăванне Сергей Степченкăна Çарăмсан районĕнче пысăк уяв туса халăха савăнтарнăшăн питĕ мухтарĕ, ырларĕ.
ТР ЧНКА пуçлăхĕн Константин Яковлевăн сăн-питĕнче те савăнăç сисĕнчĕ. Республикăра чăвашсем пĕрле пухăнса уявсем туса киленнипе Константин Геннадиевич питĕ хытă мăнаçланать. Республикăра чăвашсен фольклор фестивалĕ пуçăнса кайса тăван халăх тата та çывăхрах та çирĕпрех пулнипе савăнать.
Сатур Яккăвĕн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ темелле. Ăна манмаççĕ. Шел, вăл паян кун çак илемлĕхе кураймасть. Апла пулсан та, унăн чунĕ пирĕнпе. Якку тете пирĕн çине «çӳлтен» сăнаса, савăнса тăрать. Пулăшать те.
Мероприяти пуçланас умĕн чăвашсем малтан Йăвашкел масарĕ çине кайса Сатур Яккăвĕн вилтăпри патне пырса пуç тайрĕç. Пархатарлă ĕçе малашне те хитре ирттерме ирĕк ыйтрĕç.
Конкурс-фестиваль кунĕпе тăсăлчĕ. Кашни ушкăн хăйне хитрен кăтартрĕ. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăчĕ. Çакна жюри сăнарĕ те кирлĕ пек хак пачĕ. Кашни ушкăна номинацисемпе уйăрса фестиваль лауреачĕн дипломĕпе саламларĕ.
Шупашкартан та фольклор ушкăнĕсем Тутарстанра пĕрремĕш хут иртекен фольклор фестивальне килсе курас тенĕ. Комсомольски районĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулинчен хитре ансамбльсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Августа Уляндина ертсе пыракан «Чăваш Ен» ансамбль вара фестивале курма килекенсене чăннипех те савăнтарчĕ. Юрлаттарчĕ те, ташлаттарчĕ те. Халиччен магнитофон çинче çеç илтнĕ юрăсене халĕ артистсене куçпа курма, чăн-чăн сассисене илтме май пулчĕ. Çаплах Шупашкарти «ТриА» вокал ансамблĕ хăйĕн илемлĕ сассисемпе тĕлĕнтерчĕ.
Фестивале йăвашкелсем икĕ уйăх каялла хатĕрленме пуçланă. Кун пирки эпир «Сувар» хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Май уйăхĕпе танлаштарсан, Йăвашкел ялĕ сисĕнмелле улшăннă темелле. Кунта фестивале пуçарса яраканĕ Сергей Степченко тата район администрацийĕ тăрăшнипе питĕ нумай ĕç тунă. Яла кĕрекен çул шăтăк-путăклăччĕ. Халĕ вăл аванах якалнă. Культура çурчĕн ĕçченĕсем вара савăнăçне ниçта хураймаççĕ: «Халь те çак фестиваль пулчĕ-ха, клуба çĕнетрĕмĕр. Пĕтĕмпех юсарăмăр. Сăрларăмăр, шуратрăмăр. Халĕ ĕçе те килес килсех тăрать. Концертсем ирттерме те кăмăллă. Ютран килекен артистсене кĕтсе илме те намăс мар», – теççĕ вĕсем. Ялăн тĕп урамĕн кил-çурчĕсен умĕсем те хитреленсе кайнă. Решеткисем пĕринчен-пĕри илемлĕрех.
Йăвашкел ялĕнче Питрав кунĕ мĕн ĕлĕкрен ял халăхĕ масар çине çӳрет иккен. Хальхинче те çаплах. Халăх кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре ял лавкки умне пуçтарăнчĕ те масар еннелле утрĕ. Çапла вĕсем унта ваттисене асăнса, уяв карти çавăрса çуллана ăсатаççĕ. Çуллана ăсатаççĕ тесе чăвашсем Питрав хыççăн уяв вĕçленнине калаççĕ, паллах.
Фольклор фестивалĕ чăнах та республикăра пĕрремĕш хут иртрĕ. Ĕлĕкхи юрăсене çĕнĕрен «чĕртсе» вĕсене халăх çине кăларни питĕ пысăк ĕç, паллах. Çак пархатарлă ĕçе пуçараканне пирĕн пуç таймалла. Фестивале хутшăнса ушкăнсем хăйсене кăтартма май пулнăшăн та савăнмалла.
Çак фестивале пуçараканĕ, каларăмăр ĕнтĕ – Сергей Степченко. Сергей Петрович çав кун хытă хумханчĕ. Халиччен кун евĕрлĕ мероприяти ирттерсе курманнипе питĕ хытă пăшăрханчĕ. Çитес фестиваль тата та лайăхрах пуласса шанать. Ăна хальхинчи пекех район çыннисем те, йăвашкелсем те хаваспах пулăшĕç.
Фестивале вĕçленĕ май Сергей Степченко мероприятие ирттерме пулăшнисене, хăнасене тата курма килекенсене тав турĕ.
Сцена çинче йăвашкелсем.
Сцена çинче йăвашкелсем.
Жюри членĕсем.
Жюри членĕсем.
Сатур Яккăвĕн вилтăприйĕ.
Сатур Яккăвĕн вилтăприйĕ.
Питрав юрри янăрать.
Питрав юрри янăрать.
 
: 991, Хаçат: 29 (1019), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: