Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (26.10.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕмĕрсем хушши иртекен Сабантуй çакăн чухлĕ халăха йышăнни хальччен пулманччĕ-ха. Кăçал наци уявне пилĕк континентри 160 ытла çĕршывран килнĕ хăнасем çитсе курчĕç-çке. Тутарстанăн культурипе йăла-йĕркине тĕнчене паллаштарас тĕллевпех Сабантуй праçникне Универсиадăн культура программине кĕртсе июлĕн 13-мĕшне куçарма йышăннă. Çавна кура уява республика нихçанхинчен вăйлăрах хатĕрленчĕ. Мирный поселокĕ çывăхĕнчи Хурăнлăхра иртнĕ шăматкун ура пусма та вырăн çукчĕ. Хăнасене тӳремри 20 площадка пултарулăхпа тĕлĕнтерчĕ. Йĕркелӳçĕсем чи пĕчĕккисене те манман, вĕсем валли «Ăстасен хули» ĕçлерĕ.
Наци праçникне тĕп тӳремре тутар халăх этносĕпе хатĕрленĕ театрализациленĕ представленипе уçрĕç. Пуçтарăннисене хула мэрĕ И.Метшин, ТР Президенчĕ Р.Минниханов, РФ спорт министрĕ В.Мутко саламларĕç. FISU президенчĕ Клод-Луи Галльен вара кăмăл-шухăшне пытармарĕ, Тутарстанри Универсиада чăнах та чаплă пулнине пĕлтерчĕ, спорт мероприятине çапла çӳллĕ шайра ирттернĕшĕн ТР Президентне Р.Минниханова Универсиадăна хутшăнакансен ятĕнчен тав турĕ. Хаклă хăнасем уяв уçăлнă хыççăнах наци кил-çурчĕсене çитсе курчĕç. Кашни «кил-çурт» вĕсене асăнмалăх парне пачĕ.
Кăçалхи Сабантуйра курмалли, асра юлмалли чăнах та нумайччĕ. Çавах та тĕп тĕлĕнтермĕш «наци ялĕ» тенĕ пулăттăм. Кукмор, Рыбно-Слободски, Теччĕ, Çĕпрел, Пăва, Алексеевски, Тюлячи, Нурлат (пурĕ 11 район) халăх культурипе йăли-йĕркине, ĕçĕ-хĕлне юрă-ташăпа кăна мар, йывăç çурт-йĕр çавăрса, апат-çимĕç пĕçерсе, тĕрлĕ ĕç ĕçлесех кăтартрĕç. Çак «ял» витĕр иртекен кашни çын республика территорийĕнче пурăнакан халăхсем мĕнпе тата мĕнле пурăннине хăйсен куçĕпе курчĕç. Чăн-чăн ăстасен лаççисенче авалхи тĕрлĕ ăсталăхпа (кăçатă йăвалама, тимĕрçĕ лаççисенче хĕртнĕ тимĕре туптама, кăмака умĕнче тутлă апат пĕçерме, пир станĕпе кавир тĕртме тата ытти те) паллашма кăна мар, хăйсен те ĕçлесе пăхма май пурччĕ. Çĕпрел районĕнчи тимĕрçĕсем те акă ТР Президентне Р.Минниханова хăйсен лаççине чĕнчĕç. Президентăмăр пушă вăхăчĕ çук пулин те алла мăлатук тытма хирĕçлемерĕ.
Районсем республикăн тĕп Сабантуйне чăнах та тĕплĕн хатĕрленнĕччĕ, пĕри тепринчен мĕнпе-тĕр иртме тăрăшрех. Кукмор районĕ, тĕслĕхрен, хăйĕн кăçаттисемпе, çатан-карçинккисемп е, чукун савăт-сапипе илĕртрĕ пулсан, алексеевскисем тĕрĕ-çĕввипе тĕлĕнтерчĕç. Рыбнослободскисем пулă тытас ăсталăхпа паллаштарчĕç, пăвасем куç умĕнчех чустаран вĕт кукăльсем туса пĕçерчĕç, тырă ӳстерессипе республикăра малта пыракан нурлатсен те çил тата шыв арманĕсем пĕр вĕçĕмсĕр çаврăнчĕç.
Халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăнта тăракан чăвашсем те хăйсен культурине туллин кăтартни савăнтарчĕ. Ют çĕршыв çыннисем хушпу-тухьяллă халăхпа савăнсах ташларĕç, сăн ӳкерĕнчĕç. Алексеевскисемпе теччĕсем, нурлатсемпе çĕпрелсем кашни хăнана хапăллăн кĕтсе илчĕç, купăс каласа ташлаттарчĕç, ал ĕçĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Çĕпрел тăрăхĕн аякранах курăнса ларакан таканкки те хăнасене йыхăрчĕ. Ун çине ларса ярăнакансем сахал мар пулчĕç çав кун.
– «Ырă сунса кĕтетпĕр» тесе çырнине куртăмăр та тӳрех кунта васкарăмăр, – терĕç Чăваш Енрен килнĕ студент-волонтерсем Л.Фоминапа Н.Нягина. Чăваш пикисем Универсиада, Сабантуй хăйсене çав тери килĕшнине пĕр-пĕрне пӳлсех каласа пачĕç. Çĕпрел районĕнчи Упи вăтам шкулĕн учителĕ Н.Куракина вара кун пек уявра та ахаль лармарĕ. Пир станĕпе пĕр чарăнмасăр тĕртрĕ. Çак процесс ют çĕршыв спортсменĕсене çав тери интереслентерчĕ пулас, хăшĕ-пĕри темĕнччен те каймарĕ. Тимĕрçĕ лаççинче (сăмах май, тимĕрçисем Çĕпрел районĕн мăнукĕсемех, Ульяновск хулинчи «Кремень» клуб ăстисемччĕ) кирек кам та хăйсен аллипе такан тума пултарчĕ, тимĕртен ăсталанă ĕлĕкхи çар хатĕрĕсене тăхăнса пăхма та юратчĕ. Алексеевскинчи Шеме ялĕн чипер пики М.Ильдуганова чăвашла хитре юрлама, кайран ушкăнпа чăваш ташшине ташлама тытăнсан хăнасем сцена патне нумайăн пуçтарăнчĕç. Кашнин чĕрине тыткăнлама пултарчĕ Мила. Курмалли кăна мар, асăнмалăх туянмалли тĕрлĕ сувенир, астивсе пăхмалли наци ĕçме-çими те тем чухлехчĕ кунта.
Тата ăмăртусемсĕр мĕнле пултăр-ха суха уявĕ? Хăнасем ăмăртусене хăйсем те хаваспах хутшăнчĕç: пĕрене çинче михĕпе çапăçрĕç, михĕ тăхăнса чупакансем те, кире пуканĕ йăтакансем те нумайăн пулчĕç. Çапах та тĕп ăмăрту хальхинче те кĕрешӳччĕ. Республикăри 500 паттăр ятарласах килнĕччĕ. 12 виçе йывăрăшĕнче вăй виçрĕç вĕсем. Тĕп парнене – такана – яланхи пекех чи вăйли тивĕçрĕ.
Тутар наци праçникĕ Сабантуй пирки илтмен çын сайра халĕ, вăл çуллен Раççейри 55 регионта, 23 ют çĕршывра иртет. Универсиада пулăшнипе ун çинчен тата 160 ытла çĕршывра пĕлĕç. Иккĕленместĕп, республикăн тĕп праçникĕ пирки спортсменсем те, спорт делегацийĕ те киле таврăнсан каласа параççех.
 
: 901, Хаçат: 29 (1019)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: