Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шӳтлĕ калав
Ачаранах лăпкă та ĕçчен çын пулса ӳсрĕ Хура Мĕтрин кĕçĕн ывăлĕ Иван Дмитриевич Чернов. Çавăнпах пуль ĕçлĕ пурнăçне те пуçлăх сĕтелне йышăннинчен пуçласа ячĕ. Тĕп пуçлăх мар, заместитель текенни. Салтакран таврăнсанах ăна колхозри комсомол организацийĕн секретарĕн заместительне суйланăччĕ. Çавăнтан пуçланчĕ те ун пуçлăхра çӳресси. Халĕ ак вунă çул ытла ĕнтĕ Иван Дмитриевич тĕп хулара пурăнать. Паян вăл, уяв тесе-ши, яла çитнĕ те хăйĕн тахçанхи юлташĕ-пуçлăхĕ патне кĕрсе курма шутларĕ.
– Иван Дмитриевич! – ыталарĕ ăна, самаях тачкаскере, хăйĕн малтанхи пуçлăхĕ пулнă Иван Иванович Урбаев. – Вунă çул ытла курман сана. Хулана кайрăн та шыва путнă пекех çухалтăн…
Асаилӳ çăмхи майĕпен сӳтĕлме пуçларĕ.
– Ман патра, ман заместительре ĕçленине манман-и? – хăнана çурăмĕнчен лăпкаса илет Урбаев.
– Çамрăклăха ăçтан манăн ĕнтĕ, – тавăрать Чернов. – Килĕштерсех тăрăшрăмăр темелле. Хутшăнман, туман ĕç юлман пирĕн комсомолра ĕçленĕ чух. Сан валли докладсем çыра-çыра та чылай тарларăм.
– Çапла, политика тĕлĕшĕнчен сана самаях пиçĕхтертĕм ун чухне, – маччаналла пăхнă пек тăвать Иван Иванович. – Лайăх зам пултăн эсĕ, Ваня. Çавăнпа хама председателе суйласан та сана хамран хăвармарăм: заместитель туса илтĕм. Колхоз лавне тăвалла пĕр сăтăрккă иккĕн чиперех туртрăмăр. Астăватăн-и-ха тата чăн-чăн хуçалăх çынни пулма еплерех тăн парса вĕрентнине?
– Веçех асра. Ху пĕрер эрнелĕхе хăнана тухса кайнă чухне мĕн-мĕн тумаллине хут çине çырсах алран тыттараттăн.
– Лайăх заместитель пултăн, Ваня, – ăна каллех çурăмĕнчен лăпкать Иван Иванович. – Ахальтен-и хама районти пĕтĕм суту-илӳ ĕçне шанса парсан, туххăмрах сана каллех хамăн зама илтĕм. Значăт, шаннă эп сана, юратнă. Тавар çаврăнăш планĕсене ирттерсе тултарнăшăн преми те сахал мар илтĕмĕр. Сана та премисĕр хăварман. Халăхăн кулленхи нуши-ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн, халăхшăн тăрăшма чылай вĕрентрĕм сана ун чухне. Манман-и?
– Çу-ук. Кирлĕ таварсем хыççăн çӳресе çĕршывра çитмен кĕтес хăвармарăм, – аса илет хăна.
– Эсĕ кайсан ĕçсем япăхланма пуçларĕç ман, Ваня. Тăнлă-пуçлă та вăр-вар заместитель тĕлне пулман эп урăх. Вĕрентнин усси те çук. Пĕччен пурне те туса ĕлкĕрейместĕн. Вара, ĕçе юхăнтартăн тесе, кăларчĕç мана, – темĕнле шутсăр хаклă япала çухатнă чухнехи пек мĕскĕннĕн калаçма пуçларĕ Урбаев. – Заместитель вăл хăвăнтан лайăх пултăр. Çавăн пек çын тупаймарăм урăх. Пĕри черккепе туслашать, тепри мораль тĕлĕшĕнчен…
– Халь мĕн ĕçре? – кăсăкланать хула çынни.
– Директорне халь те директорах эп, – тӳрленерех ларать Иван Иванович, – пысăк мар кирпĕч завочĕн директорĕ. Ĕçлетпĕр майĕпен, кирпĕч хатĕрлетпĕр. Заместителе ĕнер кăна хӳтерсе кăларса ятăм. Тавара сулахаялла ăсатма тытăнчĕ. Ваня, таврăн каялла, – хăнана куçĕнчен пăхать директор. – Куçа хупсах заместителе йышăнатăп. Унта-кунта тухкаласа çӳреме «Москвич» пур. Уйăхранах кирпĕчрен çурт туса лартăн. Кирпĕч – во! Хатĕрри те пĕр çуртлăх пур. Таврăн…
– Мана шаннăшăн, чĕннĕшĕн тавах, Иван Иванович. Анчах ĕçе пăрахса килейместĕп пуль. Аван мар…
– Мĕн ĕçре эс халь?
– Заместительрех ĕнтĕ.
– Камăн?
– Министрăн.
– Çапла, лайăх заместительшĕн ăçта та вырăн пур çав…
 
: 745, Хаçат: 28 (1018), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: