Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-27 №№.)
– Ара, ку Маюк-çке, матрос тумĕпе ăна тӳрех паллама та çук, – тĕлĕнчĕ Кирюк. Сасартăк хĕр чупма чарăнчĕ те утăмĕсене хĕсметри пекех пичетлесе юлташĕсен умне çитсе тăп чарăнчĕ, чыс парса:
– Аслă матрос Мария Артомонова сире курма килсе çитрĕ. Мĕнле хушусем пулаççĕ?
– Эпир командирсем мар, нимле хушу та памăпăр,– ытакласа илчĕ Çинук тантăшне. – Эсĕ йĕкĕт пекех патварланнă, матрос тумĕ те сан çинче çыпăçуллă курăнать. Çутă ăмсану вăранчĕ манра, çар ретне каяс кăмăл вăранчĕ. Кавĕрле пĕлет-и-ха эсĕ Хусантине?
– Çук-ха, поезд çинчен сехет каярах антăм та тӳрех кунта васкарăм. Унпа эпĕ кăнтăрла иртсен тĕл пулма палăртрăм.
Çак вăхăтра çамрăксем патне Арсен Ваганович çитсе тăчĕ, пурне те сывлăх сунса Маюка тĕсесе пăхрĕ. Ун сăнĕнче вăл хăй çамрăклăхне курчĕ.
– Ну, аван-и, хĕрĕм, эсĕ каснă-лартнă эпĕ. Пĕр вăтанми мана атте теме пултаратăн. Атпăрине михĕре пытараймăн, манăн хĕр пуррине мăшăрăма веçех каласа патăм. Вăл паллаштарма ыйтать. Кĕçĕр е ыран каç, Маюк хĕрĕм, эсĕ пирĕн патра çĕр каçатăн. Халĕ ĕç кунĕ, сăмах ваклама вăхăт хĕсĕкрех – эпĕ вĕт йышăну комиссийĕн ертӳçи.
– Юрать, атте, эпĕ те халь пединститута васкатăп. Кĕçĕр эпĕ Çинукăн пиччĕшĕ патĕнче çĕр каçăп, ыран – сирĕн патра.
Хĕрĕ çирĕп утăмсемпе кайнине Арсен Ваганович кăштах пăхса тăчĕ те:
– Кун пек хĕрпе мăнкăмăлланмалăх та пур, – терĕ вăл Çинукпа Кирюк çине пăхса. Утăмĕсенченех вăл çирĕп кăмăллине туятăн.
Тата тепĕр экзамена та савнисем ăнăçлă пачĕç – иккĕш те пиллĕк паллăсем илчĕç. Тата тепĕр савăнăç та çитрĕ вĕсене çак кун. Ректор эмел ăслакан ушкăна хăй пӳлĕмне пухрĕ. Мускавра лейкоз чирне сиплекен эмеле ырланă, çак кăткăс ĕçре палăрнисене укçан преми пама сĕннĕ.
– Халĕ бухгалтерине кайăр та хăвăра тивĕçекен премие илĕр. Чун-чĕререн саламлатăп сире пысăк çĕнтерӳпе. Малашне тата та маттуртарах пулăр, – хавхалантарчĕ ректор ушкăна.
Çинукпа Кирюк халиччен кун пек пысăк укçа аллисенче тытса курман. Унпа мĕн тумаллине те пĕлмеççĕ.
– Ха! – çамкинчен çапрĕ хăйне Кирюк. – Ара, çырăнма каясси тата пĕр эрне çеç юлчĕ вĕт. Мăшăрлану керменне эпир санпа джинсы шăлаварпа та юбкăпа каятпăр-им? Атя халех лавккана, мана валли чи хӳхĕм костюм, сана – фата туянăпăр.
– Чим-ха, чим, çамрăк ăйăр пек ан тĕпĕртет-ха, – пусарать Кирюкăн çунатланнă кăмăлне Çинук. – Маюкпа Кавĕрлене те хамăрпа илĕпĕр. Пĕр пуç лайăх та, иккĕ пулсан тата авантарах вĕт.
– Пирĕн ахаль те икĕ пуç.
– Çук çав, Кирюк, халь эсĕ пуçĕ, эпĕ мăйĕ çеç…
Çинукпа Кирюк алран алла тытрĕç те Хусан университечĕ еннелле васкарĕç. Университета хирĕç скверта тупрĕç вĕсем юлташĕсене, Кавĕрлепе Маюк ыталашнă та чуп тăвасран хăтăлаймаççĕ, вĕсемшĕн çут тĕнчере çак асамлă самантра никам та çук тейĕн.
– Çитĕ ĕнтĕ, çитĕ, каçа валли хăварăр тутăрсене, – татрĕ савăшу хĕмне Кирюк. – Халь пăртак пире итлĕр-ха.
– Мĕн сиксе тухнă, Çĕр чăмăрĕ çурăлман пуль те? – ӳпкелешет Кавĕрле чун савнине тăраниччен чуп тума паманшăн.
– Çĕрĕ чиперех çаврăнать-ха хăй тĕнĕлĕ тавра. Эрнерен эпир Кирюкпа ЗАГСа çырăнма каятпăр, пирĕн кунтелейсем пулма тархаслатпăр сире.
– Эпир хаваспах килĕшетпĕр, – кăшкăрнă евĕрех хуравлаççĕ чун савнисем.
– Апла-тăк, кайрăмăр халь Хусан универмагне. Кирюка валли костюм, мана валли фата, туй кĕпи туянăпăр, – васкатать пурне те Çинук.
– Маюк, эпир санпа хăçан çавăн пек яваплă утăм тăватпăр? – ыйтать Кавĕрле савнийĕ çине ăшшăн пăхса.
– Пуçна ан ус, çитĕ пирĕншĕн те вăхăт. Мана пĕр уйăхлăхах ячĕç отпуска. Яла кайса анне пурнăçне куратăп та ăна йывăр пулсан киле таврăнатăп. Вăт çавăн чухне туй та тăвăпăр. Халь маншăн чи хаклă хыпара итлĕр – эпĕ куçăн мар вĕренекен студент. Пĕр сăмахсăр йышăнчĕç мана. Ыран йышăннине çирĕплетекен сесси пулать. Контрольнăй ĕçсем, вĕренӳ планĕсене илетĕп те сирĕнпе пĕрле Тăрнапуçне пыратăп.
– Саламлатпăр сана хăв тĕллевĕ патне ниме пăхмасăр çитме пултарнăшăн.
Мĕтри пиччĕшсем патĕнче Çинукпа Маюк пушă пӳлĕмре вăрах калаçрĕç.
– Маюк, эсĕ тĕлĕнтĕн пуль-ха ман хăтлануран, аслă пĕлӳ иличченех качча тухма васканинчен. Ан тĕлĕн. Пурнăçăн кашни тапхăрĕн хăйĕн вăхăчĕ. Аттепе анне пĕр пĕчĕк пепкене усрава илни ман пурнăçа тепĕр май çавăрса хучĕ. Витюк шăллăма алă çинче йăтса çӳренĕ чух манра хамăн та анне пулас туйăм чун-чĕрере хăватлăн вăранса пĕтĕм ăс-тăна тыткăнларĕ. Ача вăл – юрату чечекĕ. Юрату та пире çирĕп тыткăнлать, юратуранах анне пулас туйăм калчаланать. Иккĕмĕш курса пĕтернĕ вăхăталла пирĕн, Кирюкпа иксĕмĕрĕн юрату чечекĕ çуралатех, – шантарать тантăшне Çинук.
– Сирĕн тĕслĕхĕр ерекен чир пекех, ман чунра та анне пулас туйăм йăшăлтатса илчĕ. Вăл веçех тыткăнласа илсен çар хĕсметне хăварса яла таврăнмаллах пулĕ. Кавĕрлепе иксĕмĕрĕн те хӳхĕм чечек пулĕ, – çирĕппĕн каларĕ Маюк.
 
* * *
Тепĕр кунне сесси хыççăн Маюк медуниверситета çитрĕ. Ăна тăван ашшĕ крыльца çинчех кĕтсе илчĕ. Шăкăлтатса калаçсах утрĕç вĕсем Арсен Вагановичсем патне. Мăшăрĕ, Антонина, сапăррăн кĕтсе илчĕ. Апат хыççăн Маюк хăй пурнăçне веçех каласа пачĕ. Унăн сикчевлĕ кун-çулне итленĕçемĕн Антонина Васильевнăн куçĕсем шывланчĕç.
– Куççуль кирлĕ мар. Эпĕ çав йывăрлăхсенчен юлташсем пулăшнипе çирĕпленнĕ кăмăлпа тухрăм. Эпĕ хама халь çав тери телейлĕ, çак тĕнчере кирлĕ пек туятăп. Тĕрĕслĕхе шырани тăван аттене тупма пулăшрĕ. Вăл çут тĕнчере пурри маншăн чи пысăк пуянлăх. Пурнăç пăрăнăçĕсенче йывăрлăхсем сиксе тухсан вĕсене çĕнтерме канаш ыйтма ман халь чи çывăх çын – атте – пур. Мĕн чухлĕ уншăн тĕмсĕлсе пурăннине шута илмĕпĕр. Манăн халь икĕ атте: пĕри пăхса çитĕнтерни, тепри – пурнăç пани. Аттеçĕм, эсĕ хăв çине ан тарăх, ман пирки çамрăклăхри шухлăхăн йăнăшĕ тесе ан шутла. Эпĕ пурнăç çулĕпе тĕрĕсех утатăп. Акă пединститута куçăн мар вĕренме те кĕтĕм. Эпĕ сан пекех вĕрентекен пулатăп.
– Маттур! Манах хывнă эсĕ. Эпĕ çамрăклăхри шухлăха тахçанах сивленĕ, анчах сана пурнăç йăнăшĕ теместĕп. Эсĕ çут тĕнчере пурри мана та хавхалантарать. Тепĕр чух Хусана килсен тӳрех пирĕн пата кĕр, тăван хĕре яланах сапăрлăхпа кĕтсе илĕпĕр.
– Эрне вĕçĕнче Кирюкпа Çинук çырăнаççĕ. Вĕсем мана кунтелей пулма çураçрĕç, унтан – тăван Тăрнапуçне.
…Çитрĕ çав кун. Мăшăрлану керменĕ патĕнче темиçе ушкăн çырăнтару залне чĕнсе кĕртессе кĕтет. Çак савăнăçлă куна палăртма Çинукпа Кирюк вĕренекен факультетăн студенчĕсем пурте тенĕ пекех килнĕ. Мĕтри пиччĕшĕпе инкĕшĕ, Арсен Вагановичпа мăшăрĕ айккинерех тăнă та хальхи пурнăçа тишкерсе сӳтсе яваççĕ.
– Çамрăксем пĕрлешеççĕ-тĕк, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть вĕт, э? – тет Арсен Ваганович.
– Çапла, çак савăнăçлă кун савакансен асĕнче ĕмĕрлĕхе тăрса юлать, – килĕшет унпа Мĕтри пиччĕшĕ. – Юратăвăн чи çӳллĕ тăрри мар-ха ку, вĕсен ачасем – пурнăç чечекĕсем – çуралсан çеç вăл тăрăланса чи яваплă тапхăр пуçланать. Çав пепкесенчен чăн-чăн çын тăвасси.
Çырăнтару хăвăрт иртрĕ. Кирюкпа Çинука чечек çыххисен айне турĕç. Шампань эрехĕн кĕленче пăккисем салют евĕр панклатса сывлăша сирпĕнчĕç.
– Йӳçĕ, йӳçĕ! – кăшкăраççĕ пур енчен те.
Кирюкпа Çинук хĕреле-хĕрелех вăрахчен чуп турĕç.
– Халь хула хĕрринчи хурăн ращине каятпăр, – пĕлтерчĕ Арсен Ваганович.
Ушкăнри çынсем тара тытнă икĕ пĕчĕк автобуса ларчĕç, хăшĕсем хăйсен çăмăл машинисемпе Хусан урамĕсемпе вĕçтерчĕç. Ращан пысăках мар уçланкинче савăнăçлă ĕçкĕ пуçланчĕ. Кавĕрлепе Маюк хатĕрленĕ шашлык пурин кăмăлне те кайрĕ. Ĕçкĕ вĕçленсен хăйсем хыççăн апат юлашкисене веçех пуçтарса полиэтилен михĕсене тултарса хулана таврăнчĕç. Çул тăршшĕпех юрă юхрĕ уçă чӳречесенчен.
Мĕтри пиччĕшĕсем патне çитсен тăватă юлташ ыран Тăрнапуçне каясси пирки калаçса татăлчĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 748, Хаçат: 28 (1018), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: