Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусан – студентсен хули, кунта вун-вун аслă шкулта пин-пин çамрăк пĕлӳ пухать. Хальлĕхе çĕршыври пĕр регион та пирĕнни пек студентсен çĕнĕ йышши кампусĕпе мухтанаймасть-ха, мĕншĕн тесен вăл Раççейре пĕрре. XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиада Хусанта иртессине пĕлсенех пирĕн студентсенчен кашни унта хутшăнма ăнтăлчĕ: кам волонтер, кам обществăлла апатлану сферинче официант, кам костюмер тата ытти нумай çĕрте тăрăшма кăмăл турĕ. Чи телейлисем вара Универсиадăна уçнă тата хупнă церемонисене хутшăнмах пултарчĕç.
Паллах, çакăн чухлĕ студентсен «çарĕнче» чăвашсем те нумайăн. Вĕсенчен пĕринпе, Универсиадăн тĕп церемонийĕсене хутшăнакан ташăçăпа, Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕн иккĕмĕш курс студенткипе, Чистай чăваш пикипе Наталья Кузьминапа эпир Универсиадăна уçнă церемони хыççăнах тĕл пултăмăр. «Тĕнче шайĕнчи мероприятие хутшăнса хамран пай кĕртме май пулнишĕн калама çук хытă савăнатăп», – терĕ савăнăçлăн вăл.
Мĕн калăн, июлĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ церемони Универсиада историйĕнче чи чапли пулнине çӳллĕ шайри хăнасем, вĕсен шутĕнче FISU Президенчĕ Клод-Луи Галльен та, пĕлтерчĕç-çке. Темиçе сехете тăсăлнă тĕлĕнмелле хитре церемони пĕр пĕчĕк кăлтăксăрах иртни Универсиада Олимп вăййисен шайне çитнине çирĕплетрĕ. Паллă ĕнтĕ, хусансен ку икĕ-виçĕ кунĕн, уйăхĕн ĕçĕ кăна мар, пилĕк çулĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Строительство ĕçĕсемпе пĕр вăхăтрах культура программине те хатĕрлеме пуçларĕç-çке. Миçе çĕр çывăрмарĕç-ши йĕркелӳçĕсем церемони пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесе?
Наташăпа эпир пĕлтĕр кĕркунне тĕл пулсан, Универсиадăн волонтерĕ кăна мар, церемоние тӳрремĕнех хутшăнма ĕмĕтленнине те пĕлтернĕччĕ вăл. Хăй ĕмĕтне пурнăçларĕ ентешĕмĕр. Универсиада уçăлнă церемонири 800 яхăн ташăçă йышĕнче çак илеме кăтартма хăйĕнчен пай кĕртрĕ: малтан 300 артистпа пĕрле Раççей халăхĕсем ушкăнпа утнă çĕре хутшăнчĕ, каярах церемонин «Мифологи», « XX ĕмĕр» пайĕсенче 120 ташăçăпа пĕрле шыв çинче ташларĕ.
Церемонире калама çук хытă ывăннă пулин те (программа вăрттăнлăхра пулнипе июнь уйăхĕнченпе репетицисем кашни кун çĕрле иртрĕç) Наташа хăйне чи телейлĕ çын тесе шутлать, мĕншĕн тесен кун пек мероприятире пухнă опыт нимĕнпе те танлашаймасть-çке.
– Универсиадăн церемонийĕсене хутшăнма Чистайри «Ритмы танца» ташă студийĕн хореографĕ пулнă К.Ишмурадова (эпĕ ун патне 10 çултанах ташлама çӳренĕ) сĕннĕ хыççăн, çак ĕмĕтпе пурăнма тытăнтăм. Историе кĕрсе юлакан пулăмăн хĕрринче юлас килмест вĕт. Çапла кăçал февраль уйăхĕнче кастинга хутшăнтăм. Мĕнле ташланине тĕрĕслерĕç, анчах çийĕнчех нимĕн те каламарĕç. Каярах тин телефонпа шăнкăравласа ташлама илнине пĕлтерчĕç. Çапла пуçланчĕç маншăн çĕр çывăрман вăхăтсем, ура тĕпĕ ыратиччен иртекен репетицисем. Февраль уйăхĕнченпех хатĕрлентĕмĕр. Малтан уйрăм фрагментсемпе «Москва» спорт комплексра репетицисем иртрĕç, кайран июнь уйăхĕнченпе вара Kazan-Arena стадионра пуринпе пĕрле кашни кун хатĕрлентĕмĕр. Палăртса хăварам, репетицисем питĕ кăткăсчĕ, яваплăх темĕн пысăкăшчĕ, – вăрттăнлăха уçрĕ Наташа.
Çывăрман каçсем, вăя яракан репетицисем, хумхану йăлтах вĕçленмен-ха, умра тепĕр церемони. Вăл та пирвайхинчен кая мар иртмелле-çке. Çавăнпа яваплăхĕ çавах пысăк. Хальхи вăхăтра Наташăн каллех пушă вăхăчĕ çук, вăл куллен репетицисене çӳрет, çав хушăрах юлташĕсемпе тĕл пулма та, ĕçлеме те ĕлкĕрет.
 
: 1341, Хаçат: 28 (1018), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: