Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2013 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Красноармейски районĕн кунне паллă турĕç. Уяв Чатукассинче иртрĕ. Кăçал çак праçнике Филипп Лукин (1913-1994) композиторăн 100 çулхи юбилейне халалларĕç. «РСФСР халăх артисчĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Çавал-Çырма ялĕнче çуралса ӳснĕ, Чăваш музыкăпа театр техникумĕнче тата Мускав консерваторийĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертӳçин должноçĕнче вăй хунă, ЧАССР Композиторсен союзĕн председателĕ пулнă. Шупашкарти музыка училищинче вĕрентнĕ. Филипп Миронович 800 ытла юрă çырнă», – 2001 çулхи Чăваш энциклопедийĕнче çапла паллаштараççĕ пире кĕвĕ ăстипе.
Чатукассинчи уява Мускавран юбилярăн хĕрĕ Татьяна, мăнукĕ Марианна тата кĕçĕн мăнукĕ килсе çитнĕ. Татьяна Филипповна пухăннисене ашшĕне асра тытнăшăн, ăна чысласа çапла пысăк мероприяти йĕркеленĕшĕн тав турĕ. Чăнах та ентешĕсем Ф.Лукина сума сăваççĕ, унăн тăван культурăри тӳпине çӳле хурса хаклаççĕ: Чатукассинче Ф.Лукинăн музейне уçнă, Шупашкарти пĕр шкула унăн ятне панă.
Уяв сцени çинчен композиторăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне «Почта России» Ф.М.Лукин сăнĕпе конверт кăларнине пĕлтерчĕç, конвертне хăйне те кăтартрĕç. Ырă хыпара халăх савăнса йышăнчĕ.
Шупашкарти аэроклубран пулчĕç хăнасем, вĕсем Чатукассине кĕç-вĕç парашютистсем анса ларасси çинчен пĕлтерчĕç халăха. Унччен те пулмасть, ял çийĕн вĕçсе иртекен самолетран чăнах та тĕслĕ-тĕслĕ парашютсем уçăлни курăнса кайрĕ. Вĕсем тӳпере Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх ялавĕсене вĕлкĕштерчĕç.
Район уявне, композитор юбилейне ирттернĕ çĕре ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, район ертӳçисем, ЧР Пуçлăхĕн советникĕ, ЧР Композиторсен союзĕн правленийĕн председателĕ Николай Казаков, Михаил Кондратьев музыковед, Мускавран «Мускав хулинчи чăваш культурин обществи» регионсен шайĕнчи обществăлла организацин правленийĕн председателĕ Лира Смирнова хĕрĕпе килнĕ. Лира Шупашкарта çуралса ӳснĕ иккен, унтах малтан музыка училищинчен, кайран ЧППИ музыка факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн хĕрĕ РФ чăваш диаспорисем валли уçнă «Алый парус» ача-пăча лагерĕнче канать.
Чăваш Республикипе кӳршĕллĕ килĕштерсе пурăнакан Марий Элти Моркински районĕнчен хисеплĕ хăнасем пулчĕç уявра. Кӳршĕллĕ республикăран мари наци тумне тăхăннă артистсем те килчĕç.
Шупашкарти «Сувар» тĕпчев фончĕн ертӳçи Тимерша Алмантай таврари ялсен историйĕ çинчен каласа паракан кĕнеке кăларнăшăн Анатолий Валентинов тавра пĕлӳçе Хисеп палли пачĕ, ăна фонд К.Иванов ячĕллĕ Историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕпе пĕрле пурнăçланă. Ф.Лукин ячĕллĕ музее те фонд Хисеп хучĕпе наградăланă.
Шупашкарта та, Красноармейски районĕнче те Трак ен ентешлĕхĕ вăйлă аталаннă. Уявра вĕсем те тăван районне саламларĕç, хăйсен хастарĕсене хавхалантарса парнесем пачĕç.
Хуçасем килнĕ хăнасемпе питĕ ăшпиллĕ пулчĕç, тараватлăн пăхрĕç. Юрий Львов тавра пĕлӳçĕ, тĕслĕхрен, музейпа та паллаштарчĕ, шашлыкпа та сăйларĕ. Вырăнти шкулта хăнасене апатлантарчĕç.
Чăвашсен илемлĕ тумне тăхăннă хĕрарăм хăйне ЧР халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе сăн ӳкерме ыйтать. Тархасшăн, ыйтнине савăнсах пурнăçларăм, асăнмалăх сăн ӳкертĕм, паллашрăмăр. Ку Галина Шадрина юрăç пулчĕ иккен. Вăл çакăнта çуралса ӳснĕ, халь Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.
Уявăн чаплă пайĕ хыççăн журналистсем Филипп Мироновичăн мăнукĕнчен Марианнăран интервью илчĕç:
– Кукаçăр мĕнле асра юлнă сирĕн?
– Хаваслăччĕ вăл… – тата темĕн каларĕ вăл, анчах концерт шавĕ унăн сассине хупларĕ.
Концерта республикăра та, унăн тулашĕнче те паллă пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. Шупашкарти Морис Яклашкин ертсе пыракан академи капеллин, халăх ансамблĕсен пултарулăхне районта пурăнакансем те, хăнасем те тахçанччен асăнса пурăнĕç.
 
: 780, Хаçат: 28 (1018)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: