Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕршывра тĕнче шайĕнчи спорт мероприятийĕ иртнĕ вăхăтра паллă спортсменсем те Хусана килмесĕр чăтайман ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев та пулчĕ. Николая курсанах çынсем ун çывăхнелле пыма тăрăшаççĕ, ара, юмахри Улăп-паттăр пек çӳллĕ çынпа юнашар тăрса пăхас килет-çке-ха. Хусан журналисчĕсем те май пур чух Николая хупăрласа илсе: «Тутарстан пирки мĕн шутлатăр?» – текен ыйту пачĕçех.
Николай Сергеевич хăй Хусана пĕрремĕш хут килнине пĕлтерчĕ. Республикăн çамрăк талантлă боксерĕсене ӳстерекен хуласенче – Элметре, Лениногорскра – пĕрре мар пулнă-ха вăл, анчах Тутарстанăн тĕп хулине халиччен çитсе курма пӳрмен.
– Самолетпа вĕçнĕ чух эпĕ яланах унăн çуначĕсем айĕнче мĕн пулнипе интересленетĕп. Хусана вĕçсе аннă чух çут çанталăкăн илемне кăна мар, çынсен аллипе тунă илеме те куртăмăр. Эпĕ яланах çĕре мĕнле ĕçленипе кăсăкланатăп, çӳлтен пăхсан çакă пуринчен аванрах курăнать.Тутарстан çĕр айĕнчи пурлăхпа кăна мар пуян, кунта пурăнакансем ура айĕнчи пур япалапа, уйрăмах çĕрпе, питĕ пĕлсе усă кураççĕ. Çакă тӳрех курăнать. Хирсене акнă, ĕне кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Çакă мĕн çинчен калать-ха? Республика хăйне хăй тăрантаять. Çакă чи кирли. Маншăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпĕ нефтедолларсене «Сникерспа» улăштарнине юратмастăп. Хамăрăн тĕлĕнмелле анлă çĕршывăмăрăн хуть хăш регионĕнче те самолетăн çунаттисем айĕнче çакăн пек ӳкерчĕк курма Турă пулăштăрччĕ, – терĕ журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравласа Николай Валуев.
Çак сăмахсенче тĕнчипе паллă боксер спортпа кăна мар, халăхăн кулленхи пурнăçĕпе те интересленсех тăни уççăн курăнчĕ. Хусанта пулнă кунсенче Николай Валуев Универсиада валли тунă çĕнĕ объектсенчен чылайăшĕнче пулса курма ĕлкĕрчĕ. Вĕсене пысăк хак пачĕ спортсмен. Универсиада вĕçлениччен каллех Хусана килме шантарчĕ.
 
: 879, Хаçат: 28 (1018), Категори: универсиада -2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: