Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусана çак кунсенче пĕтĕм тĕнче курать – Универсиада вăййисене телевизорпа кунĕпе те çĕрĕпе кăтартаççĕ. Тĕнче çывăрмасть-тĕк, хусансем епле лăпкăн çывăрса выртчăр-ха? Хула июнь вĕçĕнчен пуçласа çывăрма маннă тени пĕртте ӳстерсе калани мар, ку чăннипех çапла: Универсиада ăмăртăвĕсем сĕм çĕрлеччен пыраççĕ, тĕп хулари обществăлла транспорт ирхине 4 сехетрен пуçласа çурçĕр иртни 1-2 сехетченех çӳрет. Харпăр машинăсен юхăмĕ пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Июнь варриччен те Универсиада ăмăртăвĕсене кайма билетсем илме васкаман хусансем уйăх вĕçленнĕ çĕре «вăранчĕç» пулмалла: хулари ăмăртусене билет сутакан хуть хăш кассăра та тем тăршшĕ черетсем тăма пуçларĕç. Ара, билетсем хаклă мар вĕт, 30 тенкĕрен пуçласа. Чи хаклă билет та 200 тенкĕрен кăшт кăна иртет-тĕр. Вăйăсем хĕрсе пынă кунсенче кассăсен тĕлĕнчен пушшех те çын татăлмасть. Тĕнче шайĕнчи мероприятие ватти те, вĕтти те – кашниех çитсе курасшăн. Ара, кун пекки тата хăçан пулать-ха…
Универсиадăна халалланă тĕрлĕ мероприятисем вăл официаллă июлĕн 6-мĕшĕнче уçăличченех иртме пуçларĕç Тутарстанăн тĕп хулинче. Акă, тĕслĕхрен, иртнĕ эрнекун, июлĕн 5-мĕшĕнче, Хусанти Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнче Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен «Татмедиа» агентстви тĕрев панипе «Радио Спорт» вещанине хута ячĕç. Çав кунранпа асăннă радиона Хусанта пурăнакансем те 91,9 FM хум çинче итлеме пултараççĕ.
Кĕскен асăннă радиопа паллашар-ха. «Радио Спорт» 2006 çултанпа ĕçлет, пĕлтĕртенпе вăл Раççейри чи пысăк «Европейская медиагруппа» радиохолдингăн йышне кĕрет. Халиччен вăл Раççейĕн çичĕ хулинче – Мускавра, Владимирта, Карачаевскра, Липецкра, Ставропольте, Тамбовра, Челябинскра – калаçнă. Хусан – «Радио Спорт» калаçакан саккăрмĕш хула пулса тăчĕ. 2014 çулта Сочире Хĕллехи Олимп вăййисем пуçланнă çĕре асăннă радио Раççейĕн 45 хулинче калаçма пуçламалла, ăна вара 40 миллион ытла çын итлеме пултарĕ.
«Радио Спорт» вещанине Хусанта уçакансем хулара пурăнакансем тата хăнасем валли акăш-макăш интереслĕ шоу йĕркеленĕ. Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнче çав кун 30 ытла градус шăрăха пăхмасăр çамрăксемпе пĕрлех ваттисем те, пĕчĕккисем те самайăнах пуçтарăннăччĕ. Куракансене Раççей эстрада çăлтăрĕсем Дима Билан, Юлия Савичева, тутарсен паллă юрăçи Салават Фатхетдинов, «Большие танцы» проектра çĕнтернĕ Хусан çамрăкĕсен ушкăнĕ тахçанччен юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кунтах çĕршывăн паллă спортсменĕсенчен – Наталья Рогозинăран, Любовь Бурдаран, Алексей Немовран автограф илме май пулчĕ.
Спорт радиостанцине Хусанта хута ярас церемоние ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăнчĕ. «Пирĕн ытларах çĕршыври ырă фактсем çинчен калаçмалла. Спорт вара яланах позитив, пире çавă çитмест те чылай чухне. Паян пирĕн хулара спорт çинчен калакан радио уçăлнишĕн эпĕ çав тери хавас», – терĕ вăл хусансене саламланă май.
«Радио Спортăн» Директорсен канашĕн председателĕ Михаил Федяев Рустам Минниханова радиостанцие хута яма пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ, кĕске вăхăтра – икĕ уйăх хушшинче çакнашкал проекта хута яни халиччен пулманнине палăртрĕ, Тутарстан Республикине 500 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Республика ертӳçи вара сертификата çавăнтах Çĕпрел районĕн пуçлăхне А.В.Шадрикова Кивĕ Çĕпрелĕнчи хоккей коробкине хăтлăх кĕртме пачĕ.
Тепĕр кун, июлĕн 6-мĕшĕнче, ТР Министрсен Кабинетĕнче Хусанта «Радио Спорт» хута кайнине халалланă пресс-конференци иртрĕ. Унта РФ Олимп комитечĕн президенчĕ А.Жуков, «Европейская медиагруппа» радиохолдингăн Директорсен канашĕн председателĕ М.Федяев, РФ Патшалăх Думин Физкультура, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен енĕпе комитечĕн председателĕ И.Ананских, Раççей Футбол союзĕн президенчĕ Н.Толстых, «Европейская медиагруппа» холдингăн президенчĕ Е.Тихомирова, «Радио Спортăн» программа директорĕ М.Захаров, «Татмедиа» УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ М.Ибляминов тата паллă спортсменсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Валуевпа Марат Сафин хутшăнчĕç.
– Раççейре халĕ пысăк, пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсем кулленех иртеççĕ. Паллах, вĕсене çутатсах тăмалла, вĕсем пирки вăхăтра халăха каласа памалла. Телевизорпа нумай ăмăртусене куратпăр, çакă питĕ лайăх. Анчах та телевизора хăвпа пĕрле йăтса çӳреме çук, радиона вара хуть ăçта та итлеме пулать. Спорт çинчен каласа паракан радиоканалсем çителĕксĕрри тахçанах сисĕнетчĕ. «Радио Спорт» – кунĕн-çĕрĕн спорт çинчен калаçакан, ăмăртусем иртекен çĕртен тӳрех хыпар пĕлтерекен пĕрремĕш канал. Çакă питĕ лайăх, – терĕ Александр Жуков.
«Радио Спорт» Хусанта çак кунсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери Çуллахи XXVII Универсиадăра Раççей сборнăйĕн информаци партнерĕ. Ăна итлекенсем тĕрлĕ спорт объекчĕсенче иртекен ăмăртусенчен çĕнĕ хыпарсене пуринчен малтан пĕлсе тăраççĕ.
 
: 871, Хаçат: 28 (1018), Категори: универсиада -2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: