Шел те, паян çĕршывра аллергипе, стафилококкпа, ылтăн стафилококкпа чирлекенсем нумай. Чирсен сăлтавĕ – пахалăхсăр сĕт юр-варĕ. Тутарстанра выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан япăхах мар-ха, 1 миллилитр сĕтри соматика клеткисем 1,5 миллион (Раççейре 3 миллион). Европа стандарчĕпе вара çак клеткăсен шучĕ пурĕ те 200 пин çеç пулмалла. Сăмах та çук, пахалăхлă апат – наци сывлăхĕ. Çавăнпа ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн пуçарăвĕпе 2012 çулта республикăри хуçалăхсенче А.Савелов-Дерябин академикăн методикипе экологи енчен таса продукци хатĕрлес программа ĕçлеме тытăннă. Палăртса хăварар, республика шайĕнче йышăннă çакăн пек программа хальлĕхе урăх пĕр регионта та çук.
– Методикăн тĕшши – ĕне çиллин шыççине (мастит) хамăр çĕршывра шутласа тупнă «Виватон» препаратпа сиплесси тата профилактика ирттересси, – тесе пĕлтерчĕ Мускавран ятарласа килнĕ А.Савелов-Дерябин академик ĕнер «Татмедиа» агентствăра журналистсемпе тĕл пулсан. Академик сăмахĕсем тăрăх, «Виватонăн» тытăмĕнче антибиотик çук, вăл сиплĕ курăксенчен кăна тăрать. Препарат выльăх организмне суранланман ӳт витĕрех лекет. Урăхла каласан, «Виватона» ĕнен ӳрчинчен (холка) пуçласа вĕче шăмми тăрăх çурăм шăмми хĕррипе тата сунă хыççăн ĕне çиллине сĕрмелле. Чир темиçе кунранах йĕрсĕр иртет-мĕн, сĕте антибиотик пек лекмест. Тата икĕ хут йӳнĕрех те иккен. Енчен те пĕр ĕнене çилĕ шыççинчен антибиотикпа сиплеме 922 тенкĕ кирлĕ пулсан, «Виватонпа» 470 тенкĕ çеç.
«Виватон» хыççăн выльăх урăх чирлемест, сĕте ӳстерет, хĕсĕр те юлмасть. Чи пĕлтерĕшли – экологи енчен таса продукци пама тытăнать. Кун пек ĕнен сĕчĕн 1 миллилитрĕнче соматика клеткисем пурĕ те 80-120 пине çеç юлаççĕ-мĕн. Тутарстанра çапла майпа туса илнĕ экологи енчен таса продукцие хальлĕхе ача-пăча кухнисене, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене тата шкулсене кăна тивĕçтереççĕ-ха.
ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Ветеринарин тĕп управленийĕн ертӳçи Б.Камалов пĕлтернĕ тăрăх, программа ĕçлеме тытăннăранпа республикăри мĕнпур ĕне-выльăхăн 30 процентне çак препаратпа сиплеме ĕлкĕрнĕ. Сиплев мероприятийĕсене 2016 çулччен вуçех вĕçлеме, тепĕр виçĕ çул профилактика ирттерме планланă. 2012 çултанпа «Виватон» препарата (экстракт, желе, шĕвĕ супăнь) туянма республика бюджетĕнчен пурĕ 30 миллион тенкĕ укçа уйăрнă-мĕн. Кăçал тата 1,8 миллион тенкĕ. «Виватон» препаратпа мĕнле сиплемеллине, профилактика ирттермеллине республикăри ветеринари специалисчĕсене ятарласа вĕрентнĕ.
А.Савелов-Дерябин академик пĕлтернĕ тăрăх, экологи енчен таса продукци кăларассипе Тутарстанра тĕллевлĕн ĕçлеме планлаççĕ, малашне республикăна çак методикăна вĕренме ытти регионсенчен кăна мар, çĕршывсенчен те килме кăмăл пуррине халех пĕлтернĕ. Сăмах май, пурăна киле препарата кунтах кăларасси те куçкĕрет, мĕншĕн тесен академик препарат тытăмне кĕрекен 18 тĕрлĕ сиплĕ курăк республика территорийĕнчех ӳснине асăрханă та иккен.